08 августа 2013 г.
Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Физкультурник кунне паллă тăваççĕ. Çак кун районта та ăна халалласа спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ. Елчĕкри тĕп стадионта ял тăрăхĕсен командисем мини-футбол енĕпе турнирта вăй виçеççĕ. Вăл 9 сехет те 30 минутра пуçланать. Волейбол вăййи те куракансене кĕтет. "Улăп" спорт керменĕнче шкулсенчи физкультура учителĕсем тупăшаççĕ. Елчĕкри вăтам шкулăн спорт площадкинче стрит-баскет енĕпе те турнира командăсем хутшăнма пултараççĕ. Вăйăсем 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра пуçланаççĕ.
"Улăп" спорт керменĕн бассейнĕнче шывра ишсе мала тухассишĕн ăмăртăва кашни çынна чĕнетпĕр.
Уяв программинче çавăн пекех культура ĕçченĕсем концерт кăтартасси те пур. Хисеплĕ юлташсем, çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче сире спорт площадкисенче кĕтетпĕр.
В.КУДРЯШОВ, вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.