Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ертỹçĕсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет

08 августа 2013 г.

Ертỹçĕсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынă ушкăн район центрĕнчи ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче, Елчĕкри, Кушкăри, Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам, Патреккелти, Кивĕ Эйпеçри, Аслă Пăла Тимешри, Шăмалакри тĕп шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе мĕнле ĕçсем туса ирттернине тĕрĕслерĕ, ача сачĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕ.

Вĕренỹ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕрсе пынă май педагогика коллективĕсенче ĕçлекенсен яваплăхĕ те ỹссех пырать. Вĕрентекенĕн професси ăсталăхне хакланă чухне унăн вĕренекенĕсем предмет олимпиадисене, тĕрлĕрен конкурссене хутшăннине, призлă вырăнсем йышăннине малти вырăна хураççĕ. Педагогсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе шкулсенче çулсерен пурнăçлакан юсав ĕçĕсенчен те пăрăнмаççĕ - вĕсем унта пурте ушкăнпа хутшăнасси иртнĕ çулсенченех çирĕп йăлана кĕнĕ. Директорсем ертсе пынипе Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем СанПиН требованийĕсемпе килĕшỹллĕн пурнăçлама хушакан ĕçсене тума та вăй çитереççĕ. Çаксен шутне кашни класа алă çумалли раковинăсем вырнаçтарасси, компьютерпа ĕçлекен кашни ачана ятарлă пуканпа тивĕçтересси, ятарлă медицина пỹлĕмĕсем уйăрасси, апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте савăт-сапапа пĕлсе усă курасси т.ыт. те кĕреççĕ. Газ хуçалăхне - котельнăйсене йĕркелесе пырассипе, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пурнăçлассипе те сахал мар ĕç пурнăçлама тивет. Вĕсем çĕнелсех, улшăнсах тăраççĕ. Педагогика коллективĕсенче хальхи вăхăтра шкул ачисен пĕрлехи тумне суйласа илесси тата саккас парса çĕлеттересси пирки те анлăн сỹтсе яваççĕ. Анчах хальлĕхе районти шкулсенче çак ыйтăва татăклăн татса парайман. РФ Вĕренỹпе ăслăлăх министерстви çирĕплетнĕ тăрăх 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ачасен шкула ятарлă тумпа каймалла.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул - район тĕкĕрĕ пекех. Вăл пур енĕпе те тĕслĕх пулмалла. Çакна шута илсе иртнĕ çул шкулта пысăк реконструкци ĕçĕсене туса ирттернĕ. Электронлă журналсемпе усă курса ĕçлессине те чи малтан Елчĕк шкулĕнче ĕçе кĕртнĕ.

Стенасене çутăрах хăмăр, сарă тĕссемпе сăрлани чуна ăшăлăх кỹрет. Кашни класра тумтир çакмалли çĕнĕ шкафсем вырнаçтарнă, вĕсене те стена, урай, алăксен тĕсĕсемпе килĕшỹллĕн суйласа илме пĕлнĕ. Кашни класра килти пекех хăтлă, таса. Вĕрентекенсем черетлĕ вĕренỹ çулне яланхи пекех хавхалануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ. Юсав ĕçĕсене пурнăçласси, кирлĕ ытти япаласене туянасси, паллах, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕсĕр пулман. Кăçал Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула пурĕ 608, çав шутран кĕçĕн классене 180 ача вĕренме килмелле. 50 шăпăрлан шкула пĕрремĕш хут ура ярса пусать. Вĕсене И.Идутовăпа О.Кузьмина пĕлỹ тĕнчине çавăтса кĕрĕç.

Иртнĕ çулхи тĕрĕслевре Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем Елчĕкри шкулта вĕренекенсем тумтире классенче, курăнмалла вырăнта çакнăшăн асăрхаттарнă. Халĕ кашни класа тумтир çакмалли хупă шкафсем вырнаçтарнă, илемлĕ те вĕсем.

Елчĕкри шкулта район, республика пĕлтерĕшлĕ мероприятисем те сахал мар иртеççĕ. Çак шкулта вĕреннĕ Совет Союзĕн Геройĕ Александр Филиппович Беляев çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Елчĕкре пысăк уяв иртмелле. Сумлă хăнасем, вĕсемпе пĕрле паттăр ентешĕмĕрĕн хĕрĕ Светлана Беляева ашшĕ вĕреннĕ шкулта пулса курма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Çак куна хатĕрленсе чи курăнмалли вырăнта шкул çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан стенд туса хатĕрленĕ.

Патреккелсен çĕнĕ шкулĕ районта чи хăтли шутланать. Кунта лайăх вĕренме тата ачасене тивĕçлĕ шайри пĕлỹ пама мĕн пур услови çителĕклĕ. Хальхи вăхăтра шкулта 32 компьютер, 6 проектор шутланать, интерактивлă доскасемпе усă кураççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулталăкĕнче 145 ача парта хушшине ларать, çав шутран 18-шĕ пĕрремĕш класа килет. Ачасен хисепĕ çулсерен чакса пыни вара Патреккелсене анчах мар, ытти шкулсенчи вĕрентекенсене те хытă шухăшлаттарать.

Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул территорийĕ самай пысăк лаптăк йышăнать, унта тĕрлĕ йывăç курăк, чечек лартса-акса çитĕнтерме вырăн çителĕклех. Çакна шута илсе вĕренекенсемпе вĕрентекенсем сайра тĕл пулакан йывăçсен хунавĕсене чылай лартса хăварнă, вĕсем пурте лайăх чĕрĕлнĕ.

Алексей Чермаков директор каласа кăтартнă тăрăх - шкулта юсав ĕçĕсене иртнĕ çул нумай пурнăçланă. Кăçал информатика предмечĕн кабинетне çĕнетнĕ: çĕнĕ партăсемпе креслосем туяннă, кĕçĕн классенче вĕренекенсене çĕнĕ партăсемпе тивĕçтернĕ. 8 чỹрече валли жалюзи туяннă. Хăш-пĕр çитменлĕхсем те пур: светильниксене нумайăшне улăштармалла, чỹречесене çĕнетмелле.

Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Г.Пчелова директор пулса ĕçлеме тытăннăранпа, малтанхипе танлаштарсан, лайăх улшăнусем нумай. Шкула илемлĕ чечексем хушшипе утса кĕретпĕр. Унччен шапăртатса шыв юхса тăнă алăк тăррине хальхи йышши материалтан тунă çурма çаврашкаллă çи витти карнă. Алăкĕсем - вĕр çĕнĕ. Классенче та таса, çутă, стенасене çутă сăрăпа сăрланă, урайсем те йăлтăртатса тăраççĕ. Шкул çумĕнчи участокра тĕрлĕ пахча çимĕç туса илеççĕ, вĕренекенсене хĕл каçипе апат пĕçерсе çитермелĕх те çитет вăл. Çĕр улмине кĕркунне ашшĕ-амăшĕ хăйсемех столовăйне кỹрсе парасси йăлана кĕнĕ.

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула пырса кĕме кăмăллă. Чи малтан территорие юмахри пек илемлетме пултарнинчен тĕлĕнтĕмĕр. Иртнĕ çулах кашни класра пластик чỹречесем лартнă, жалюзисем çакнă. Классенче çутă та таса. Р.Портнов директор ертсе пынипе кашни ĕçе коллективпа, пĕрлехи вăйпа пурнăçлама хăнăхнă кунта.

Столовăйне те "чун" кĕртнĕ тейĕн. Апатланмалли залри стенан малтан тунă штукатуркине тĕплĕн хырса тасатнă, ăна якатнă хыççăн çĕнĕрен сăрланă, урайĕсене çĕнетнĕ. Апат хатĕрлекен пайри стенана, урайне, хырса тасатнă хыççăн кафель плита çыпăçтарнă. Çак ĕçе те тĕплĕн пурнăçланă. Паян-ыранах столовăйĕнче патшалăх программипе килĕшỹллĕн уйăракан ку чухнехи çĕнĕ йышши оборудованин тулли комплектне (пурĕ 750 пин тенкĕлĕх) вырнаçтарма тытăнмалла. Пысăк ĕçе коллективпа, пĕрлехи вăйпа пурнăçланă.

Шăмалак шкулĕ те çĕнĕ вĕренỹ çулне, пĕтĕмĕшле илсен, япăх мар хатĕрленнĕ. Стенасемпе урайсене сăрланă, çавна май классене çĕнĕ сăн кĕнĕ. Классенчи партăсене тин анчах туянман пулин те вĕсене таса, тирпейлĕ тытни курăнать. Вĕрентекенсем ачасене шкул пурлăхне тирпейлĕ тытма хăнăхтарнă. Шкул мастерскойне кĕрсе курма та кăмăллă. Технологи предметне ертсе пыракан П.Сергеев ăна тирпейлĕ тытать.

Çитменлĕхсем те çук мар. Шкул çи виттине вырăн-вырăнпа улăштармалла, çакăн валли кирлĕ материалсене кỹрсе килнĕ, паян-ыранах ĕçе пикенмелле. Спортзалри урайне улăштармалла.

В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул столовăйĕнче те, Кушкăри пек, патшалăх программипе усă курса, çĕнĕ йышши оборудованин тулли комплектне вырнаçтарма палăртнă. Анчах вĕсем хăйсен вăйĕпе пурнăçламалли ĕçсене - стенасене, урайсене йĕркене кĕртессине, кафель сарассин ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ-пикенмен анчах. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе пурнăçламалли ытти ĕçсене те ячĕшĕн анчах пурнăçланă. Çирĕп хуçан алли çитменни паллă...

Маларах асăннă шкулсенче спонсорсен пулăшăвĕпе те нумай усă курнă. Тĕрлĕ çулсенче шкултан вĕренсе тухса кайнисем хăйсен юратнă класс ертỹçисене тав тунине, директорсене хисепленине, сума сунине палăртса хăйсем вĕреннĕ класа çĕнĕ алăк е пластик чỹрече лартса панин тĕслĕхĕсем темиçе те пулнă. Компьютер е ытти хаклă япаласем те туянса параççĕ. Шăмалакри шкултан вĕренсе тухнисем пĕрле килĕшсе татăлса, акă, нумаях пулмасть тăван шкул умне эрешленĕ алăк-карта лартса панă.

Патреккелти, Кивĕ Эйпеçри, Аслă Пăла Тимешри, Кушкăри, Шăмалакри шкулсен çумĕнчи ясли-садсенче те çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн кирлĕ ĕçсене туса ирттернĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Комисси членĕсем Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика