05 августа 2013 г.
2007 çултан Федерацин "Ача пур çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен" саккунĕ вăя кĕчĕ. Çак тапхăрта республикипе иккĕмĕш е ун хыççăн ача çуратнисем (усрава илнисем) 44,2 пин çын амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене тивĕçнĕ. Вăл шутран Елчĕк районĕнчен - 815. Ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе виçĕ тĕллевпе усă курма май пур: пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, кирек хăш ачине те вĕрентме тата ача амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнакан пайне йĕркелеме. Амăшĕсенчен ытларахăшĕ укçа-тенкĕне çемьен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма яраççĕ. Çавна май çак мел пирки Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçи Зинаида Яковлева каласа пама кăмăл турĕ.
- Зинаида Анатольевна, ача амăшĕн капиталне çемьен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма уйăрас текенĕн мĕн тумалла-ха?
- Саккунпа килĕшỹллĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă чухне ача амăшĕн капиталне çакна валли уйăрма пулать:
- пурăнмалли çурт-йĕр туянма е çурт тума илнĕ кредита тỹлесе татма тата кредит килĕшĕвĕпе пăхнă процентсене тỹлеме;
- суту-илỹ килĕшĕвĕпе пурăнмалли çурт-йĕр туяннă чухне тỹлеме;
- çурт-йĕр строительствине пая кĕрсе хутшăннă чухне килĕшỹ хакне тỹлеме;
- подряд организацине хутшăнтарса е хутшăнтармасăр харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне тума е реконструкци тума тỹлеме;
- харпăр хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕрне тума е реконструкци тума кайнă тăкаксене саплаштарма;
- пурăнмалли çурт-йĕр, çурт-йĕрпе строительство членне кĕме е пай взносне тỹлеме;
- пурăнмалли çурт-йĕр туянма е çурт-йĕр тума кредит е займ (вăл шутра ипотека кредичĕ те) илнĕ чухне пĕрремĕш взноса тỹлесе татма.
- Амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе хăçан усă курма юрать?
- Енчен те унпа пурăнмалли çурт-йĕр кредитне е займне тỹлесе татма усă кураççĕ пулсан, ача миçе çула çитни пĕлтерĕшлĕ мар. Çурт-йĕр условийĕсене урăхла мелсемпе лайăхлатнă чухне вара иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача виçĕ çул тултарни кирлĕ.
- Кредит формине ылмаштарнă чухне ача амăшĕн капиталне тĕп парăма тата процентсене тỹлеме уйăрма май пур-и?
- Паллах. Тĕслĕхрен, малтанласа ипотека кредичĕ илнĕ пулнă тейĕпĕр. Кайран вара пурăнмалли çурт-йĕр туянма е тума малтан илнĕ кредита тỹлесе татма меллĕрех условисемпе урăх кредит илнĕ. Кунта асăрхаттарса хăварасшăн, кредит формине улăштарни (перекредитование) ача çураличчен пулма тивĕç.
- Зинаида Анатольевна, енчен те килĕшĕве сертификат хуçи ячĕпе мар, унăн мăшăрĕ ячĕпе тунă пулсан ача амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма усă курма пулать-и?
- Ку тĕлĕшпе нимĕнле чару та çук. Енчен те çурт-йĕре мăшăрĕ туянать е тăвать пулсан та, кунпа пĕрлех мăшăрех кредит килĕшĕвĕпе заемщик пулса тăрать пулсан та.
- Çурт-йĕр тăвас ĕçсем вĕçленмен пулсан та ача амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр кредитне парса татма усă курма май пур-и?
- Май пур. Çавна валли пая кĕрсе строительство ĕçĕсене хутшăнасси патшалăх регистрацийĕ витĕр тухнă килĕшĕвне е харпăр хăйĕн пурăнмалли çуртне тума ирĕк илнине çирĕплетекен документа илсе пымалла.
- Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕ хăйсен пурăнмалли çурчĕсене тунă е реконструкци ĕçĕсем пурнăçланă чухне подряд организацийĕсене явăçтарасшăн мар. Асăннă тĕллевпе укçа-тенкĕне мĕнле куçарса параççĕ?
- Пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма е реконструкци тума ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине икĕ тапхăрпа уйăраççĕ. Пĕтĕм суммăн пĕрремĕш çуррине строительство ĕçĕсене тытăнма параççĕ. Анчах та çĕр докуменчĕ, строительство ĕçĕсене тума пуçăнма ирĕк илни, реконструкци ĕçĕсем туса ирттернĕ чухне вара кунсăр пуçне ку çуртăн докуменчĕсем кирлĕ пулаççĕ. Укçа-тенкĕ суммин иккĕмĕш çуррине малтанхи суммăна илнĕ хыççăн 6 уйăх иртнĕ хыççăн парĕç. Çавна валли строительство тата реконструкци ĕçĕсене тĕп пайне пурнăçланине çирĕплетес пулать.
- Çуртне туса лартнă е реконструкци ĕçĕсене вĕçленĕ пулсан тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕне мĕнле йĕркепе уйăрса парĕç-ха?
- Ку енĕпе ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине пĕр харăссăн палăртнă сумма чухлĕ куçарса параççĕ. Анчах çакă пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать: туса лартнă харпăрлăха çирĕплетни 2007 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен пулмалла мар. Реконструкци тăвакан çурта вара харпăрлăха хăçан çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ мар. Реконструкци ĕçĕсене 2007 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн туса ирттерни кирлĕ кăна.
- Зинаида Анатольевна, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче ача пур çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртрĕç. Вĕсем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма илекен займсене те пырса тивеççĕ. Çĕнĕ саккун уйрăмлăхĕсем мĕнре-ха?
- Законодательствăри улшăнусем ача амăшĕн капиталĕн суммине саккуна пăсса алăри укçа çине куçарассине чарассипе çыхăннă. Кунта ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкине çурт-йĕр туянма е тума илнĕ займсене татса пама уйăрассипе требованисене çирĕплетнĕ. Халĕ вĕсене кредит тата микрофинанс организацийĕсем, потребительсен кооперативĕсем, çавăн пекех ытти организацисем (обязательствисене ипотека килĕшĕвĕпе тивĕçтернĕ пулсан) пама пултараççĕ. Кунпа пĕрлех заем укçи-тенкине алăран памаççĕ, заемщикăн банк счечĕ çине куçараççĕ.
- Хăш чухне ача амăшĕн капиталĕн сертификачĕн хуçисем тĕлĕнеççĕ: капитал укçи-тенкипе усă курасси пирки йышăну тăвасси мĕншĕн-ха чылай вăхăта тăсăлать?
- Саккунпа килĕшỹллĕн ача амăшĕн капиталĕпе усă курасси пирки йышăну тăвасси заявлени панăранпа 30 кунпа танлашать. Ку тапхăрта заявленисем тĕрлĕ ведомствăсене ярса параççĕ: Шалти ĕçсен министерствине - ача амăшĕ ачана хирĕçле преступленисем туманнине палăртма; опекăпа ЗАГС органĕсене - амăшне ача прависенчен хăтарманнине тата ачана унран туртса илменнине палăртма. Енчен те пурăнмалли уйрăм çурт туянаççĕ пулсан, ку çурт пурăнма юрăхлипе юрăхлă маррине палăртма ятарлă комиссие запрос ярса пама тивет. Хăш чухне право сыхлавĕн органĕсене те запрос яма лекет - капиталпа ултавлă майпа усă курас текенсем те çук мар. Палăртнă вăхăт хушшинче ведомствăсем пире хуравсем ярса пама тивĕç. Вĕсене шута илсе йышăну кăларатпăр та.
Çемьесем пирĕн йышăнăва питĕ кĕтнине эпир лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та май килнĕ таран ĕçе хăвăртлатма тăрăшатпăр.
- Укçа-тенкĕне йышăну пулнă хыççăн мĕн вăхăтран куçарса параççĕ?
- Законодательствăпа килĕшỹллĕн - ача амăшĕн капиталĕн укçи-тенкипе усă курасси пирки заявлени панăранпа икĕ уйăхран кая юлмасăр. Çапла вара заявлени тĕлĕшпе йышăну тума пĕр уйăха яхăн каять тата тепĕр уйăх - укçа-тенкĕне илме ăна кредитпа, займпа, вĕрентỹ çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен организацисен, çурт-йĕр сутаканăн счечĕ çине куçарса пама. Сăмахран, çĕртме уйăхĕнче йышăннă заявленисем тĕлĕшпе заявкăсене Мускава утă уйăхĕн пуçламăшĕнче ярса патăмăр. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлнелле укçа-тенкĕ çитнĕ те вĕсене ыйтакансене уйăх вĕçлениччен куçарса панă.
- Зинаида Анатольевна, тĕплĕн ăнлантарса панăшăн тавтапуç.