01 августа 2013 г.
Кăçалтан пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртме тытăнчĕç. Вĕсем уйрăм предпринимательсен, сиенлĕ тата хăрушă производствăсенче тимлекенсен (пенсие маларах тухма ирĕк пуррисен) тỹлевĕсене, çавăн пекех пенсин хушăнса пыракан тарифĕсене пырса тивеççĕ.
Нумаях пулмасть Раççей Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви пенсин çĕнĕ формулине сỹтсе явма халăх умне кăларчĕ. Ватлăхпа тухнă ĕç пенсийĕсене çĕнĕлле шутламалли йĕркесем пирки эпир Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçине Зинаида Анатольевна Яковлевăна каласа пама ыйтрăмăр.
- Зинаида Анатольевна, чи малтанах пурне те хумхантаракан ыйтăва татса парас килет: пенсине тухмалли вăхăт пысăкланать-и?
- Ỹсмест. Пенси çĕнĕ формулинче пенси çулĕнче ĕçленине хавхалантарма урăхла механизмсене пăхнă.
- Пенси çĕнĕ формулине йышăнма мĕн хистенĕ-ха?
- Паян ĕç пенсийĕн виçи ĕç паракан хăйĕн ĕçченĕн пулас пенсийĕ валли хывакан страхлакан тỹлевĕнчен кăна килет. Стаж пенси çине пачах та витĕм кỹмест темелле. Çакнашкал тỹлев йĕрки пысăк стажлă çынсене тивĕçтермест. Çавăнпа та 2015 çултан пурнăçа кĕртме палăртнă çĕнĕ формулăра шалусăр пуçне стаж та пĕлтерĕшлĕ.
- Пенсие çĕнĕлле шутлас йĕркене тĕплĕнрех ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн?
- Ĕç пенсийĕ хальхи пекех икĕ пайран тăрать - страхлакан тата хушăнса пыракан пайсенчен. Страхлакан пенсие уйрăм пенси коэффициентĕнчен тата патшалăх гарантилекен тỹлеве шута илсе шутлаççĕ. Хушăнса пыракан пенси паянхи пекех ĕç пенсийĕн хушăнса пыракан пайне шутланă евĕрлех.
- Уйрăм пенси коэффициенчĕ мĕне пĕлтерет-ши?
- Çĕнĕ йĕркепе страхлакан пенсие шутланă чухне çĕнĕ ăнлав - "çулталăкри пенси коэффициенчĕ" пурнăçа кĕрет. Вăл ĕç çыннин официаллă шалăвне страхлакан пая куçакан чи пысăк ĕç укçи çине пайлансан пулать.
- Эппин, шалу мĕн чухлĕ пысăкрах, çулталăкри пенси коэффициенчĕ çавăн пек пысăкрах пулĕ-и?
- Тĕрĕс. Çавăн пекех ĕç укçин виçине çичĕ çул хушши 0,1 утăмпа тапхăрăн-тапхăрăн ỹстерессине пăхса хăварнă. Унран Раççейри вăтам ĕç укçине кура 1,6 ран пуçласа 2,3 таран страхлакан пая куçараççĕ. Паян çĕр-шывра вăтам ĕç укçи 27 пин тенкĕпе танлашать. Пенси фондне 47 пин тенкĕ таранчченхи шалуран взнос куçараççĕ. Вăл вăтам шалăвăн 2,3 кăтартăвĕ таран ỹсĕ. Апла пулин те ĕç паракан куçаракан страхлакан взнос тарифĕ малтанхиллех 22 процент пулĕ.
- Пенси виçи çине стаж мĕнле витĕм кỹрĕ-ха?
- Енчен те ĕç пенсине палăртнă вăхăт тĕлне арçыннăн стажĕ 35 çул, хĕрарăмсен 30 çул пулсан, çĕнĕ йĕркепе вĕсем пысăкрах пенси илсе тăма тытăнĕç. Хĕрарăмăн 30 çултан пуçласа 40 çул, арçыннăн 35 çултан пуçласа 45 çул таранхи кашни çулхи ĕçĕшĕн пĕр пенси коэффициентне хушса тỹлеççĕ. Хĕрарăмсене 35 çулхи, арçынсене 40 çулхи стажшăн тата пилĕк пенси коэффициенчĕ хушаççĕ. Пенси коэффициенчĕн хакне çулсеренех Раççей Правительстви палăртĕ.
Çĕнĕ йĕркепе пенсине каярах тухни тухăçлă пулĕ. Енчен те тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ пулин те çын ĕçлет, пенсие кайма заявлени çырмасть пулсан унăн страхлакан пенсийĕ çулсеренех преми коэффициенчĕпе пуянланать. Çапла палăртнă тỹлев 19, страхлакан пенси 24 процент таран пысăкланĕ. Енчен те пенси çулĕнчен сакăр çул ытларах ĕçлесен палăртнă тỹлеве 73, страхлакан пая 90 процент таран ỹстерĕç.
- Пысăк стаж пирки ăнланмалла. Пĕчĕк стажлисен тĕлĕшĕпе улшăнусем пур-и?
- Паянхи куна ватлăхпа ĕç пенсине тухмалли чи пĕчĕк стаж - 5 çул. Ăна 15 çула çитерме палăртаççĕ. Чылай çĕр-шывра пенсие тухмалли чи пĕчĕк стаж - 20 çул.
- Енчен те çын кирлинчен сахалтарах ĕçленĕ пулсан мĕн тумалла?
- Камăн стаж 15 çулран пĕчĕкрех пулать, вĕсен Пенси фондĕнчен социаллă пенси ыйтса илме ирĕк пур: хĕрарăмсен 60, арçынсен 65 çулта.
- Çĕнĕ йĕркепе стаж валли мĕнле тапхăрсене шута илеççĕ?
- Шутлавăн çĕнĕ йĕркипе стажа çарта пулнине тата ачапа ларнă вăхăта та кĕртме палăртнă. Кунсăр пуçне виçĕ ача пăхнине те стаж вырăнне шутлĕç. Ку çулсемшĕн уйрăм коэффициентсем пулĕç. Иккĕмĕш ачашăн вăл икĕ хут, виççĕмĕшĕшĕн виçĕ хут пысăкрах пулĕ.
- Çĕнĕ йĕркепе хальхи пенсионерсен пенсийĕсене çĕнĕлле шутлĕç-и?
- Паянхи пенсионерсен пенсийĕсене çĕнĕрен шутлĕç. Хăшĕ-пĕрисен пысăкланĕ, анчах пĕчĕкленмĕ.
- Çĕнĕ формулăн чи кирлĕ саманчĕсене тепĕр хут аса илер-ха...
- Пĕрремĕшĕнчен, пенси ỹсĕмĕ улшăнмĕ. Иккĕмĕшĕнчен, пенси виçи стажран тата шалуран килĕ. Виççĕмĕшĕнчен, страхлакан пенсин палăртнă тỹлевĕ сыхланса юлать. Юлашкинчен, страхлакан пенси Пенси фончĕн тупăшĕсем ỹснине кура индексациленет, инфляци шайĕнчен пĕчĕкрех пулмасть.
- Зинаида Анатольевна, калаçушăн тав.