Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умĕнче ĕçекен - инкек илсе çỹрекен

29 июля 2013 г.

Руль умĕнче ĕçекен - инкек илсе çỹрекен

А.В. Адюков - полицин аслă лейтенанчĕ - Шупашкарти милици шкулĕнчен вĕренсе тухсанах тăван ене килнĕ. Административлă айăплав йышăнăвĕсене пурнăçлакан инспектор Елчĕкре ĕçлеме тытăннăранпа кăçал шăпах вунă çул иртнĕ. Апла пулсан, унăн ку енĕпе опыт та, тишкерỹ-пĕтĕмлетỹ практики те çителĕклех. Çакна шута илсе эпир ăна уçă калаçăва чĕнтĕмĕр. 

- Мĕн каласан та, опыт тени кирек мĕнле ĕçре те - чăн-чăн пуянлăх. Службăри тусусене, вĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне витĕрех куратăн. Тепĕр тесен, халĕ эпĕ çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене камсем ытларах пăсма пултарасси таранах (хамăр тăрăхра пурăнакансене, паллах) пĕлекен пултăм. Çакă вара лару-тăрăва лайăхрах тытса тăма та пулăшать, - тỹрех палăртрĕ Андрей Владимирович.

- Тен, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çул çинчи инкексен шучĕ те, унта вилекенсен хисепĕ те (пĕлтĕрхипе танлаштарсан) самаях чакни çакăнтан та нумай килет?

- Килĕшмелле. Пĕр шутласан, эпир ПАИ (Патшалăх автоинспекцийĕ) ĕçченĕсемпе транспорт çỹретекенсем пĕр кимĕре ишетпĕр вĕт. Пурте пĕрле, кар тăрса, ăна мĕн чухлĕ йĕркеллĕрех тытатпăр, пĕр тикĕс пыма тăрăшатпăр, инкек çавăн чухлĕ ытларах пăрăнса каять, ăнсăртран лекес пулсан та çăмăлтарах иртет. Калăпăр, пĕлтĕр пирĕн çулсем çинче малтанхи ултă уйăхра пĕтĕмпе 12 инкек пулнă, унта виçĕ çын вилнĕ, вун тăххăрăн аманнă пулсан, кăçал унăн çурри (Тьфу! Куçăхас марччĕ!) кăна палăрчĕ. Çакна эпир икĕ çын пурнăçне упранипе тата вунă çын аманассине сирсе янипе танлаштаратпăр. Куншăн манăн йĕркене ытларах пăхăнакан водительсене (вĕсемпе пĕрле пассажирсене те) тимлĕ пулнăшăн тав тăвас килет. Çуран çỹрекенсенчен çирĕпрех ыйтнине тата асăрхаттарупа ăнлантару ĕçне вăйлатнине пула вĕсен айăпĕпе инкек пулманни те _ курăмлă пулăм. Кунта çул-йĕр тытса тата пăхса тăракансен тỹпи те пысăк. Вĕсем чылай çĕрте тротуарсем тата çул урлă каçмалли вырăнсене курăнмалла тунин уссине уйрăммăн палăртмалла.

- Çапах та пĕтĕмĕшле йĕркене пăсакансем сахал мар-ха...

- Тĕрĕсех. Ун пеккине 865 палăртнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 55 тĕслĕх сахалрах. Апла пулин те çакă лăпланмалли сăлтав мар. Йĕркене пăсакансен йышĕнче эрех-сăрапа иртĕхекенсем йышлăрах. Вĕсенчен çиччĕшне (унччен водитель правине тытса илнĕскерсене) арестлеме те тивнĕ. Йĕркене пăхăнман пĕчĕкрех йăнăшсем те пайтах. Çавна пула айăплисене 318500 тенкĕ штраф панă. Сахал мар вĕт. Пĕри те йĕркене пăсман, çул çинче пăтăрмах пулас хăрушлăх кăларса тăратман пулсан çав укçа-тенкĕ уйрăм çыннăн е çемье бюджетĕнче сыхланса юлнă пулĕччĕ. Çитменнине водитель правине çулталăк çурăран пуçласа икĕ е ытларах çула тытса илнисем кăна вуншарăн. Вĕсем çак хушăра çула тухаймаççĕ, транспортпа усă курса укçа-тенкĕ ĕçлесе илеймеççĕ е ытти пулăшу кăтартаймаççĕ.

- Анчах хăш-пĕр правасăррисемех ял хушшинче çỹреççĕ тенине илтме пулать.

- Нимĕн те калаймăн. Машина хуçи вырăнне унăн çывăх çынни (права пурри) тупăнкалать. Ун пеккисем шану хучĕпе çула тухаççĕ. Çав вăхăтрах... пĕр водитель пире тарăхтарсах çитерчĕ ĕнтĕ. Вăл икĕ çул правасăр ларнă хыççăн водитель документне çĕнĕрен алла илнĕ куннех ỹсĕрле çакланчĕ. Унтанпа вунă хута яхăн руль умне ларнине асăрханă, çавăн чухлех тĕрлĕ вăхăтлăха арестленĕ пулсан та тỹрленỹ çулĕ çине тăманни палăрать. Пĕр чĕкреллĕ ĕне пĕтĕм кĕтĕве варлать тенĕ пекех килсе тухать вĕт. Районта аллă ытла ял, тĕрлĕ шайри çулсен тăрăшшĕ 200 километра яхăн. ПАИ штатĕнче иккĕн кăна пулнине шутласан общественность пулăшăвĕ, пур çĕрте те куç-хăлха кирли пуриншĕн те паллă.

Акă, çу уйăхĕн вĕçĕнче Лаш Таяпа çамрăкĕ шлем тăхăнмасăрах скутерпа Çĕнĕ Эйпеçе çитме шутланă. Анчах çул пăрăнчăкĕнче сирпĕнсе кайнă та аманса сиенленнĕ. Юрать-ха, çакна асăрхакансем пулнă. Вĕсем инкек пулни çинчен çул çитмен ачан çемйине тата ПАИне пĕлтернĕ. Аманнă çамрăкăн самаях сипленме тивнĕ. Çак сăлтав ачасене çитĕннĕ-çитĕнменех автомототранспорт илсе, шанса пама юраманни пикри асăрхаттаракан тепĕр тĕслĕх пулса тăрать.

- Паллă ĕнтĕ, чылай чухне йĕркене пăснă вак-тĕвекех пысăк инкек патне илсе çитерет.

- Çапла çав. Акă, мотоциклпа е скутерпа шлемсăр çỹрекенсемшĕн - инкек юнашарах. Нумаях пулмасть пĕр çамрăк больницăна та лекрĕ. Ашшĕ-амăшĕ çирĕп ыйтмасть вĕсенчен. Ку кăна та мар, çул çитмен ачисенех транспорт парнелесе питех те пысăк йăнăш тăвать. Нехекренех вилме те пултарать вĕт ачи-пăчи! Автомашинăсем çинче хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманни те ырă мар япала. Нумаях пулмасть ун пеккисенчен пĕри инкекре вилчĕ, пиçиххипе çыхăнни чĕрĕ юлчĕ.

Çул çинчи инкек-синкекре е йĕркене пăснинче ĕçме юратакансен тỹпи чи пысăккине тепĕр хут пусăмлатса калатăп. Нумаях пулмасть район центрĕпе юнашар ялта пурăнакан К., хĕрĕнкĕскер, урăх çын машинипе велосипедпа пыракан çине пырса кĕнĕ те инкек тỹснине пăрахса кайнă. Аманнин Патăрьел больницинче сипленме тивнĕ. Таркăна полици сотрудникĕсем тепĕр çур сехетрех тытса чарнă. Анчах инкек мĕн хака ларнине (икĕ енне те!) никам та тĕп-тĕрĕс шутласа кăлараймĕ.

Кăçал кăна çул-йĕр йĕркине 9 (!) хутчен пăснă водитель (Курнавăш тăрăхĕнчен) хăйпе пĕрле виçĕ пассажир илнĕ те "уçăлма" тухнă. Пĕрне те хăрушсăрлăх пиçиххине çыхтарасси пирки аса та илмен пулĕ. Хăй вара пысăк мар пăрăнчăкрах машинине пăхăнтарайман. Çавна пула транспорт чăнкă канава йăваннă. Пассажирсем пурте аманнă, иккĕшне больницăнах илсе кайма тивнĕ. Йывăр суранланнăскерсен чылай сипленме тивет.

Тепĕр хăрушлăх пирки аса илтерни те вырăнлă пулĕ. Пурте пĕлетпĕр, халĕ кашни ялтах çĕр ĕçлемелли е транспорт вырăнне усă курмалли мотоблоксем - пĕчĕк тракторсем йышлă. Вĕсемпе тытса пыма ятарлă ирĕк кирлĕ мар. Анчах... Ĕçлекен-çỹрекенсенчен чылайăшĕ эрехпе сăраран пăрăнманни сисĕнет. Вĕсемех урамри е ял хутлăхĕнчи çул çине тухни, çỹрев йĕркисене пăсни, час-часах урапа çине çынсем лартса çỹрени тĕл пулать. Кун пек чухне пĕр-пĕринчен çирĕп ыйтасси, урă пурнăç тата хăрушсăрлăх йĕркисене пĕр пăркаланмасăр пурнăçласси пĕрремĕш вырăна тухса тăрать.

"Руль умĕнче ĕçетĕн - инкеке илсе çỹретĕн", - çирĕплетсех калатăп вĕсене. Çавăнпа та эрех-сăра шăрши кĕрекен водитель тытса пыракан транспорт хатĕрĕ çине лариччен шухăшласа пăхăр, илсе çитереет-и вăл сире кирлĕ тĕле? Ун пеккине "Халех машинуна е ытти транспортна гаража ларт!" теме пĕрре те вăтанса ан тăрăр.

- Ырă та уçă калаçушăн пысăк тав сире, Андрей Владимирович. Сирĕн те, пин-пин водитель çулĕ те яланах ăнăçлă пултăр.

Анатолий ТИМОФЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика