Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе тухăçлă йĕркеленĕ

20 июля 2013 г.

Ĕçе тухăçлă йĕркеленĕ

Энергие перекетлекен çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсемпе усă курса ĕçлекен "Победа" сахал яваплă юлташлăхра ĕç çи тухăçлăхĕ пысăк - пĕтĕм лаптăкри тыр-пулăн 40 процентне çапса тĕшĕленĕ, пỹлмесене пухса кĕртнĕ ĕнтĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче вырма ĕçĕсене пурнăçлама икĕ комбайн та çăмăллăнах ĕлкĕрет. "Палессе" "уй-хир карапĕн" ĕç тухăçлăхĕ уйрăмах пысăк. Анатолий Алексеев инженер-механизатор çак çĕнĕ йышши техникăпа усă курса кашни çул сезонра 500 гектар ытла, нормăпа палăртнинчен 150 гектар ытла тĕш тырă çапса тĕшĕлет. "Енисей -1200" комбайн та çĕнĕ, Александр Кошельков ăна шанчăклăн ĕçлеттерет. Хиртен йĕтеме, йĕтемре алласа тасатнă тырра хранилищĕсене турттаракан Владимир Козлов, Владимир Смирнов тата ытти водительсемпе трактористсем те хăйсене шанса панă техникăсене тухăçлă ĕçлеттерме пултарнипе палăрса тăраççĕ.

Шăрăх çанталăкра ял хуçалăх культурисем самай пысăк лаптăкра типсе сиенленнине пытараймăн, çакна ятарлă комисси те çирĕплетнĕ. Пурпĕрех, кашни ĕçе вăхăтра, кая юлмасăр пурнăçлама хăнăхнă ял хуçалăх предприятийĕнче чи малтан акнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, хальлĕхе вырма ĕлкĕреймен лаптăксене курсан, савăнмалăх пур. Тулă, урпа анисем çум курăксăр, таса, вĕсене пурне те тỹррĕн çапса тĕшĕлеççĕ.

Тырра пухса илнĕ лаптăксенче улăм пухаççĕ, ăна рулонсене хываççĕ, ун хыççăнах кĕрхи çĕртме тăваççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине кунта тĕп ĕç вырăнне шутлаççĕ. Çакна ăнланса ял хуçалăх предприятийĕнче фермăри ĕне выльăха тăрантарма кашни çул çирĕп апат никĕсĕ хывса хăвараççĕ. Çак вăхăтчен 3500 тонна пахалăхлă сенаж, 400 тонна утă, пĕр условлă выльăх пуçне шутласан 30 центнер апат единици хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Выльăх апатне малашне те хатĕрлеççĕ. Çитес кунсенчех 100 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăка иккĕмĕш хут çулма тухмалла. Икĕ эрне каялла вырăн-вырăнпа çунă çумăр шăпах нумай çул ỹсекен курăк тата куккурус лаптăкĕсене витермелле лỹшкентернĕрен вĕсем тĕлĕнмелле лайăх ỹссе çитĕннĕ. Çавна май хальхи вăхăтра сăвăнакан ĕнесене чĕр куççи таран çитĕнекен ура айĕнчи йỹнĕ апатпа умран юличчен тăрантаççĕ, ĕнесене курăка çулса та параççĕ. Куллен кашни ĕнерен 23-24 килограмран кая мар сĕт суни ахальтен мар. Унпа пĕрлех рационра сăвăнакан кашни ĕне пуçне 4 килограмм çăнăх, хушма апатсем - тăвар, пурă çăнăхĕ тивĕçет.

60 гектар лаптăкра çитĕнекен "уй-хир пикинчен" те, малтан шутланă тăрăх, сахал мар силос пулмалла.

Светлана АРХИПОВА.

Анатолий Алексеев, Александр Кошельков комбайнерсем тата Алексей Московский пулăшакан хаклă вăхăтăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика