27 июня 2013 г.
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" XXI фестивальне уçнă çĕре хутшăннă. Савăнăçлă уява çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Енĕн культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата официаллă ытти çынсем хутшăннă.
Халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ Раççейĕн культура уçлăхĕнче уйрăм вырăн йышăнать, çулленех тĕрлĕ енлĕрех, тарăн шухăшлăрах пулса пырать. Фестиваль уçăличчен унта хутшăнакансем йăлана кĕнĕ йĕркепе Шупашкар хулин тĕп проспекчĕ тăрăх утса тухнă.
Хăйĕн салам сăмахĕнче Михаил Игнатьев Раççей регионĕсенчи пултарулăх коллективĕсене Республика кунĕнче Чăваш Ене кашни çулах хăйсен ăсталăхне кăтартма килнĕшĕн тав тунă. Фестивале хутшăнакансене, хăнасене вăл ăнăçу, юрату, илемлĕ, килĕшỹллĕ пулма суннă.
Михаил Игнатьев професси коллективĕсен пултарулăх проекчĕсен республикăри конкурсĕн çĕнтерỹçисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене (кашнинех 2856 пин тенкĕпе танлашать) илме свидетельствăсем панă.
Кăçал "Раççей çăл куçĕсем" фестивале Раççей Федерацийĕн 27 регионти 29 коллективĕ тата Беларуçри 1 коллектив, пĕтĕмпе 700 ытла çын, хутшăннă. Çавăн пекех уяв мероприятийĕсене Чăваш Республикинчи 200 ытла коллектив (4 пине яхăн çын) хутшăннă. "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăннисен йышĕнче пирĕн пата нумай çул килекен коллективсем пур, кусем - Чĕмпĕр облаçĕнчи "Шанăç" халăх ансамблĕ, Карел Республикинчи "Karjala" фольклорпа этнографи ансамблĕ, Киров облаçĕнчи "Слобода" фольклор ансамблĕ, Брянск хулинчи "Бабкины внуки" вырăс юррин ансамблĕ тата ыттисем.
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче фестиваль мероприятийĕсем Шупашкар хулинчи 6 концерт лапамĕнче иртнĕ. Фестивале килнĕ хăнасем çак кун Тăвай районĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. 2013 çулта Республика кунне уявланă май вăл тĕп мероприятисене ирттермелли ирĕке çĕнсе илнĕ.