Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй ентешсене пуçтарнă

27 июня 2013 г.

Акатуй ентешсене пуçтарнă

Республика кунне халалланă уяв программине хутшăнса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи Юрă уйĕнчи пĕтĕм чăвашсен "Акатуй" уявне çитсе курнă.

Уява Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен, Беларуçран килнĕ диаспора представителĕсене, хăнасене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Республика Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕпе Алена Аршиновăпа, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим Ефимовпа тата Шупашкар хулин пуçлăхĕпе Леонид Черкесовпа кашни район, хула вырăнти йăла-йĕркене тĕпе хурса йĕркеленĕ аваллăхри ялсене курса çаврăннă (сăн ỹкерчĕкре - Елчĕксен "ялĕнче").

Елчĕк районĕн "картишĕнче" куракансем анатри чăвашсен пурнăçне кăтартнă ĕçсемпе киленсе паллашнă. Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕн ертỹçи Леонид Князев ухатана каймалли хатĕрсене, хăйсем усракан чĕр чунсен тирĕсене мĕнле хатĕрлени çинчен каласа, кăтартса панă. Çавăн пекех Елчĕксем хăнасене чăвашсен авалхи апат-çимĕçĕпе - шăрттанпа, чăкăтпа тата ытти тутлă çимĕçсемпе, кăпăклă сăрапа хăналанă. Елчĕк район апат-çимĕçне кашни ял тăрăхĕнчи ăста поварсем хатĕрленĕ.

Михаил Игнатьев салам сăмахĕнче паянхи Раççейре, паянхи саманара наци культурипе истори аваллăхĕнче, халăх искусствипе пултарулăхĕнче çамрăк ăрăва ăнланма тата çывăхланма пулăшакан çĕнĕ мелсене ĕçе кĕртнине палăртнă. "Пирĕн малашне те вĕсене çамрăксене памалла, чăваш халăхĕн ăс-тăн пуянлăхне аталантармалла", - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова республика çыннисене уявпа саламланă, çирĕп сывлăх тата пурнăçра ăнăçу суннă.

"Чăваш тĕнчин илемĕ - Акатуй" программи пуян та анлă. Хăнана Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи туссем йышлăн килсе çитнĕ. Пирĕн районти "Вун тỹпе" (Энтепе), "Тайпи" (Лаш Таяпа), "Эткер" (Яманчỹрел) фолькор ушкăнĕсем куракансене анатри чăвашсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Елчĕкри искусство шкулĕнчи "Вдохновение" ташă ушкăнĕ Хĕрлĕ площадьре иртнĕ "Ай, ташлар-и?" фестивале хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика