Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун-чĕре канăçĕ

27 июня 2013 г.

Чун-чĕре канăçĕ

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ - биологи учителĕ, завуч, шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Николай Васильевич Богданов хăйĕн пурнăçне çут çанталăкпа шайлашуллăн пурăнса ирттерет. Çапла майпа вăл унăн сĕткенĕнчен вăй илет. Ахальтен-и вăл сăн-сăпачĕпе те, чун-чĕрипе те хăйĕн çулĕсене кура мар çамрăк курăнать...

Кивĕ Арланкассинче пурăнакан Богдановсен кĕреш пек пĕренесенчен хăпартнă пысăк çуртĕнче вăрманти пек уçă та таса сывлăш. Çуллахи шăрăх çанталăкра чăн-чăн ырлăх кунта. Пахчине тухса курсан тата! Хỹме хĕррипе темиçе сортлă иçĕм çырли çитĕнет. Унăн сапанĕсене Николай Васильевич 25 çул каяллах кăнтăра канма кайсан кỹрсе килнĕ. Ун чухне таврара иçĕм çырли туса илекенсем сайра пулнă. Теплицăра çитĕнекен хăяр çу пуçламăшĕнчех ĕлкĕрнĕ, кĕçех помидор та хĕрелме тытăнмалла. Кил хуçи пыл хурчĕсен пурнăçне лайăх пĕлет - тахçантанпах хурт-хăмăр ĕрчетет. Çавăн пекех вăл хăйĕн кил-çурчĕ çывăхĕнчи çырма хĕррине сайра тĕл пулакан йывăç хунавĕсене лартса чĕртнĕ. Тин лартнă хунавсем те пур, вĕсене качака-сурăх ан кăшлатăр тесе йĕри-тавра илемлĕ карта тытса çавăрнă. Çурт çывăхĕнчи çырма урлă каçса çỹремелли пĕчĕк кĕпере, канса лармалли саксемпе таканккие те Николай Васильевич хăй аллипе ăсталанă. Таканкки тенĕрен, çак çулсенче ăна вăл темиçе хутчен те çĕнетнĕ, илемлетнĕ. Мăшăрĕпе, Антонина Зиновьевнăпа иккĕшĕ вĕсем унта малтан мăнукĕсене утьăкка сиктернĕ пулсан, халĕ кĕçĕн мăнукĕсене çавăтса тухаççĕ...

Богдановсем - ялти ятлă-сумлă çынсем. Хăйсен ачисене те тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем кунта пурăнмаççĕ пулин те тăван ялне - ивĕ Арланкассине, унăн çыннисене яланах куç тĕлне тăваççĕ, хисеплеççĕ. Çакна нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать. Шупашкар районĕнче лесничество директорĕ пулса ĕçлекен Василий ывăлĕ, акă, вăрçăран таврăнайманнисене асăнса вырнаçтарнă палăк йĕри-тавра лартма сайра тĕл пулакан йывăç хунавĕсене илсе килсе панă. Вăрçă хирĕнчен тăван яла каялла таврăнайман кашни паттăр салтак ятне асăнса ял-йыш туя хунавĕсене лартма тухнă...

Светлана АРХИПОВА.

Богдановсем - Николай Васильевичпа Антонина Зиновьевна килти теплицăра.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика