13 июня 2013 г.
Акатуй - ĕçчен уявĕ,
Акатуй - хресчен уявĕ.
Акатуй - ял-йыш уявĕ,
Акатуй - чăваш уявĕ.
Елчĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр, пархатарлă ĕçĕшĕн кашнинех ятран каласа тав тăватпăр. Çапла пулма сăлтавĕ те пур: вĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене кашни çулхи пекех пысăк пахалăхпа пурнăçлама, яваплă ĕçе республикăра пуринчен те маларах вĕçлеме пултарнипе палăрчĕç. Çавна май вĕсем хăйсен тĕп уявĕнче - Акатуйра тивĕçлипе савăнма тата канма пултарчĕç.
Районта 56-мĕш хут иртекен ĕçпе юрă тата спорт уявне Раççей пĕлтерĕшлĕ мероприятие - тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкне халалланă. Çакна уяв сценине капăрлатнă баннерсем, халăх промыслисен маçтăрĕсем хатĕрленĕ тата кашни ял тăрăхĕнчи "Хăна çуртĕнче" йĕркеленĕ куравсем те уçăмлăн кăтартса параççĕ.
Уява йĕркелесе ирттерекен ушкăн район шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ мероприятие чи çỹллĕ шайра кăтартас тĕллеве чи малти вырăна хунине кашни çулхи тĕслĕхре курса ĕненетпĕр: программа анлă та пуян. Савăнăçлă лару-тăру пуçланас умĕн район пуçлăхĕ Р. Молодова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Миллин хресченĕн тарĕ витĕр пулнă çăкăра тирпейлĕн, асăрханса алла илеççĕ, çăкăр умĕнче пуçĕсене таяççĕ. Çăкăртан асли урăх мĕн пултăр?
Ярмăркка урамĕпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ертсе пынипе ял тăрăхĕсен делегацийĕсем шăпăр кĕввипе тĕп сцена умне çывхараççĕ. Тепĕр ушкăн "Çăкăртан асли урăх çук" театрализациленĕ пролог кăтартать: ипподром енчен хиртен ака ĕçĕсене вĕçлесе таврăнакан лавлă лаша тухать, тĕп ĕç хатĕрне - суха пуçне хресчен хăйĕнчен хăвармасть. Хăйсем эртелпе - ачи-пăчипе пĕрле лав хыçĕнчен утаççĕ. Вĕсем хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, производствăра малта пыракансем тыр-пул пучахĕсене аллисене тытса сцена умне çитеççĕ. Пархатарлă ĕçре тăрăшакана - çăкăр çитĕнтерекене тав туса Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г. Борисов ертсе пыракан Патреккелти халăх хорĕ "Алă çумасăр çăкăр ан тыт" юрра шăрантарать. Çапла майпа савăнăçлă лару-тăрура уяв уçăлать...
Елчĕксене Акатуй ячĕпе саламлама Чăваш Республикинчи Вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - К.Мифтахутдиновпа П.Краснов, П.Михайловский, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Афанасьев, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.Сапожников тата ытти официаллă çынсем килсе çитнĕ.
Чи çывăх тăвансене, ĕç паттăрĕсене - мухтав!
Уява савăнăçлă лару-тăрура уçма чи хастар ĕçченсене - 2013 çулхи ака чемпионне, "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи Владимир Борисов механизатора, Елчĕкри тĕп библиотека директорне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Людмила Зайцевăна, районти чи лайăх спортсмена, çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионки ята тивĕçнĕ Ольга Николаевăна ирĕк пачĕç. Вĕсем Елчĕк районĕн Гимнĕн кĕввипе Акатуй ялавне хăпартаççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ял-йыша район пуçлăхĕ Р.Молодова саламларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Миллин ака ĕçĕсене пурнăçлассинче уйрăмах тăрăшса ĕçленĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, производство çĕнтерỹçисене ятран палăртса хисеплерĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче ака ĕçĕсене пурнăçлассипе иртнĕ çулхи пекех пĕрремĕш вырăна йышăннă "Прогресс" акционерсен хупă обществине, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативне (иккĕмĕш вырăнта), "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăха тата "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативне (виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ) дипломсем тата хаклă парнесем парса чысларĕ. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче Николай Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхĕ чи лайăх ĕçлеме пултарнипе палăрнă. Фермер куçса çỹрекен кубокпа пĕрле диплом тата хаклă парне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Сăмах май, Николай Бикулов Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви çемье фермисем йĕркелес тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе патшалăх пулăшăвне илме те тивĕç пулнă. Пропашнăй культурăсене акса хăварассинче палăртнă условийĕсене пурнăçланă "Клевер" сахал яваплă юлташлăхри, ял хуçалăх техникине çур аки ĕçĕсене пурнăçлама чи лайăх хатĕрленĕ "Победа" сахал яваплă юлташлăхри çĕр ĕçченĕсем те ят-сума тивĕç пулчĕç. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕрпе пĕлсе тата тухăçлă усă курнăшăн паракан вымпела темиçе çултанпа алăран ямасть.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче ( хĕллехи тапхăрăн 7 уйăхне палăртнă) усă куракан 100 гектар çĕр пуçне "Прогресс" АХО 96 центнер аш-какай, "Комбайн" ЯХПК 620 центнер сĕт туса илсе, "Победа" ООО кашни ĕнерен 3798 килограмм сĕт суса районта мала тухнă. Уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче Светлана Григорьева ("Прогресс" АХО) ĕне сăвакан оператор, Ирина Адюкова ("Прогресс" АХО) пăру пăхакан оператор, Петр Никифоров ("Эмметево" ООО) мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператор, Валентина Павлова ("Прогресс" АХО) сысна самăртакан оператор, Феодосия Красильникова ("Рассвет" ЯХПК) сысна пăхакан оператор чи малтисем пулнă. Вĕсем район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата хаклă парнесене тивĕçрĕç. "Труд", "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи тĕп агрономсене - Эльза Германовăпа Ирина Ивановăна та район администрацийĕн пуçлăхĕ тав сăмахĕ каларĕ.
Ял хуçалăхĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхри Владимир Сергеев механизатора, "Яманчỹрелти сельхозхими" ОАОри Николай Комиссаров водителе, Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри уйрăмĕнче бригадир-зоотехникра тăрăшакан Любовь Шадриковăна Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, культура ĕçĕнче тунă ỹсĕмсемшĕн районти тĕп библиотека директорне Людмила Зайцевăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ятсене, "Прогресс" АХОри Геннадий Крылов гараж заведующине, "Сатурн" ЯХПКри Галина Краснова тĕп бухгалтера Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, "Прогресс" АХОри Николай Егоров водителе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, районти тĕп библиотекăри Наталия Романова пай ертỹçине Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин, кадастр палатин 1-мĕш категориллĕ инженерне Луиза Егоровăна Федерацин кадастр палатин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулнă ятпа саламлатпăр. Акатуй уявĕнче савăнăçлă чыслав саманчĕ нумай пулчĕ. Акă, Курнавăшри Смирновсене - Алиса Анатольевнăпа Иван Васильевича, Елчĕкри Колсановсене - Наталия Витальевнăпа Алексей Валерьевича амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене, "Прогресс" акционерсен хупă обществин трактористне Сергей Маркова çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, Пикшикри Раджив Ахметова, Кĕçĕн Шăхальти Петр Прохорова, Аслă Елчĕкри Сергей Прокопьева хăйсен хресчен (фермер) хуçалăхĕсене йĕркелеме патшалăхран укçа-тенкĕ уйăрса панине çирĕплетекен сертификатсене те пурин куçĕ умĕнче пачĕç. "Победа" сахал яваплă юлташлăх директорĕ Николай Головин, "Прогресс" акционерсен хупă обществин Ĕнел бригадин бригадирĕ Анатолий Куприянов, Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Антонина Волкова бухгалтер "Единая Россия" партин Чăваш Республикинчи регионри уйрăмĕн Тав хучĕсене илме тивĕç пулчĕç.
Çут çанталăк - пирĕн пуянлăх
Тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкне халалланă курав тĕп сцена çывăхĕнчех вырнаçнă. Çавна май ял тăрăхĕсенчи алă ăстисен пултарулăхĕпе пурте тенĕ пекех кăсăкланса паллашрĕç. Елчĕк ял тăрăхĕ кăтартакан ĕçсене пысăк хак паракансем нумаййăн пулчĕç. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕренекенсем Ирина Егорова вĕрентекен ертсе пынипе тĕрлĕ йывăç-курăка бисертан тума пултарнă. Искусство шкулĕн вĕренекенĕсем те (ертỹçи Римма Парферьева) курава пуянлатассинче пысăк тỹпе хывнă.
Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсем вырăнсенчи шкулсем хутшăннипе хатĕрленĕ куравсем те тулли, пуян содержаниллĕ. Вĕсене курса хак панă май пуçра çакăн пек шухăш çуралать: çут çанталăка сыхласа хăварассишĕн кашни çыннăн тăрăшса ĕçлемелле. Ирсерен кайăк сассипе вăранар, таса сывлăшпа савăнса сывлар. Хамăр савăнăçа янăравлă тăван чĕлхепе каласа кăтартар.
Ăçта шыв - унта пурнăç, тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Çакна шута илсе çынсен чун-чĕрисене савăнăç кỹрес тĕллевпе Ырсамай çырми хĕррипе юхса иртекен Таяпинка юхан шывĕ хĕрринче çумăрчăксем (фонтан) вырнаçтарни те илĕртỹллĕ пулса тухнă. Акатуй кунĕ çанталăкĕ шăрăх пулчĕ, çавна май çынсем юхан шыв таврашне туртăнчĕç, унăн сипечĕпе хăйсен кăмăлне илем кỹчĕç...
...Иртнĕ çулхи Акатуйра машинăпа техника станцийĕнчи (МТС) пĕрремĕш тракторсене кăтартнă пулсан, хальхинче килти хушма хуçалăхра усă курмалли мотоблоксене кăтартрĕç, кайран вĕсен чупас хăвăртлăхĕпе ăмăрту ирттерчĕç.
"Хăна çурчĕ" кĕрекене йыхравларĕ
Вырсарни кун кỹршĕ районта иртнĕ Акатуйра та пулма тỹр килчĕ. Танлаштартăмăр та, пирĕн районти хăна çурчĕсем, кирек мĕн каласан та, хăтлăрах, ăшăрах пек туйăнчĕç. Ял тăрăхĕсемпе ял хуçалăх предприятисем çак çуртсене пĕрлехи вăйпа кăçалхипе иккĕмĕш хут анчах йĕркелеççĕ пулин те, вĕсем пурте çак ĕçре юратса тата тăрăшса тимлени куç умĕнче. Кашни килрех хуçа уява курма пынисене ăш пиллĕ кăмăлпа кĕтсе илет, авалхи чăвашсен йăлипе вĕретсе хатĕрленĕ кăпăклă сăрипе сăйлать. Хăмла сăрийĕ пуçа та, ай, аванах каять. Кунта ытти пĕтĕм ĕçме-çиме те: чăн чăваш шăрттанĕ, пỹремеч-кукăлĕ, чуна уçăлтарса яракан сим пылĕ, ĕне юр-варĕ, чи сумлă вырăнта, паллах, ака пăтти.
Кил-çурта хăтлăх кĕртесси те пирĕн тăрăхра хăйне евĕрлĕ. Çак яваплă ĕçе пурнăçлама ял тăрăхĕсенчи шкулсенче, культура тытăмĕнче тăрăшакансем уйрăмах хастар хутшăннине палăртатпăр. Ку чухне вĕсене ĕлĕкхи йăла-йĕркесене лайăх пĕлекен ватăсем те нумай пулăшнă. 70 çултан иртнĕ ватăсем чылайăшĕ уява килме те ỹркенсе тăман: сĕтел умне тăрса хăнасене сăйлаççĕ.
Кашни килте илемлĕ çипсемпе эрешлесе тĕрленĕ пусма-хатĕр: чỹрече, алăк карри, минтер пичĕсемпе вырăн, сĕтел çи виттийĕ, алă вĕççĕн тĕрлесе стена çине вырнаçтарнă кавирĕ... Пурне те каласа, курса пĕтерес те çук. Çавна май жюри членĕсем малтанласа хăш кил-çурта чи лайăххи тесе палăртмаллине те пĕлмерĕç. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн "Хăна çуртĕнче" тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкне халалланă экспонатсемпе экспозицисем: Петр Теренин хăй аллипе йывăçран касса ăсталанă тĕрлĕ чĕр чунсен кỹлеписем, тĕрлĕ эрешсем темĕн тĕрли те пур. Авалхи йăла-йĕркене аса илтерекенни те нумай кунта: уявра çамрăксем тăраканкки сикеççĕ... Вĕсен çурчĕ умĕнчен чарăнса тăмасăр ниепле те иртсе каяймăн. Çапла майпа жюри членĕсем кил-çуртсенчи хăтлăхшăн Лаш Таяпа ял тăрăхĕ пĕрремĕш, Елчĕк ял тăрăхĕ иккĕмĕш, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнине пĕлтерчĕç.
Лавккисем пуян, туян анчах
Тĕрлĕ таварпа сутă тăвакан лавккасем ирхине сакăр сехет çитичченех ĕçлеме пуçланăран Ырсамай çырми хĕррипе ретĕн-ретĕн вырнаçнă палаткăсен таврашĕнче халăх хĕвĕшет те хĕвĕшет. Шашлăк шăрши те сăмсана кăтăклать. 13 вырăнта шашлăк пĕçерсе сутнине шутларăмăр. Тĕтĕмленĕ аша пур çĕрте те черет тăрсах туянаççĕ. Ăна кунтах тутанса пăхма та пулать, сутакансем хăйсен палаткисем çывăхĕнчех сĕтелпе саксем вырнаçтарнă. Шашлăка уçă сывлăшра астивнĕрен вăл тата техĕмлĕрех туйăнать.
Вырăнти обществăлла апатлану предприятийĕ, предпринимательсем харăсах темиçе вырăнта, "Санар" суту-илỹ çурчĕ уява пынисене тĕрлĕ ĕçме-çиме сĕнеççĕ. Сутуçăсем тавар туянакансемпе тараватлăн калаçни кăмăла çĕклет. Елчĕкре Акатуй иртнине Чĕмпĕр хулинче те пĕлеççĕ, унти кĕпе-йĕм фабрики лайăх пахалăхлă çи-пуç сĕнчĕ.
Анчах шухăша яраканни те пур. Лайăх астăватпăр, эпир ача чухне ялсенчи ăстасем - шур сухалсем уяв пасарĕнче хăйсем ăсталанă мĕн тĕрлĕ ĕç хатĕрне кăна сутмастчĕç пулĕ? Акатуй илемĕ - тăм шăхличĕ пирки каламалли те çук, ăна темиçе вырăнта сутнă, ача-пăча шăхличĕ каланă сасăпа хăлха хупланнă. Хальхи вăхăтра çак илем çухалса пырать. Кăçалхи уявра шăхличĕ сутакан пĕр çын - 75-ри Александр Никитин анчах пулчĕ. Адиково поселокĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Леонид Козлов хăй аллипе эрешлесе ăсталанă ывăс, çемьене телей илсе килекен такан сĕнчĕ.
Елчĕк ен юррисем илĕртеççĕ пире
Ентешсемĕр, пухăнсамăр,
Çепĕç юрă шăратар,
Елчĕк ен кермен пек капăр,
Мĕншĕн пирĕн юрлас мар?
Кирек мĕнле уявăн та юрă-ташăсăр илемĕ çук. Сцена умне вырнаçтарнă саксем çинчи çамрăксемпе ватăсем, сăрт çинчи çерем çине ларса тухнă ушкăнсем мĕн уяв пĕтиччен те татăлмарĕç. Елчĕк ен юррисене итлесе киленчĕç ентешсемпе хăнасем.
Хамăр тăван тăрăх çинчен халалланă юрăсене "Ман юратнă Елчĕк ен" ятпа шăрантарни уйрăмах килĕшỹллĕ пулчĕ. Районти кашни ял çинчен юрă çырнă вырăнти композиторсем. Вĕсене ял тăрăхĕсенчи чи пултаруллă фольклор ушкăнĕсем илемлĕн янăратрĕç.
Акатуйăн концерт программи районти культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ Чăваш Республикин Гимнне юрланипе уçăлчĕ. Халăх ура çине тăрса итлерĕ ăна. Пĕрлештернĕ хора Елчĕкри культурăпа кану центрĕн художество пултарулăх ертỹçи Иван Шурбин ертсе пычĕ. Баянисчĕсем - Геннадий Борисовпа Валерий Архипов тата Сергей Краснов. Хор А.Лукин сăввипе Ф.Лукин кĕвĕленĕ "Ешерет чăваш çĕр-шывĕ" юрра шăрантарчĕ. Концертра ытларах чăвашсен паллă композиторĕсен Г. Лебедевпа Ф.Лукинăн юррисем таврана саланчĕç. Çакă, паллах, ыт ахальтен мар. Паллă композиторсем çуралнăранпа кăçал шăпах 100 çул çитрĕ. Вĕсене халалласа йĕркеленĕ те уяв программине.
Патреккелсем çĕр пин юрă çĕр-шывĕнче пурăннине чăннипех çирĕплетеççĕ. 91 çулхи халăх хорĕ "Мухтав сире, çĕр ăстисем" шăрантарнă юрра ахаль итлесе тăраймасть çĕр çынни, ỹт-пỹре мăнаçлăх туйăмĕ хăпартланать. Хора культработниксемпе пĕрле вĕрентекенсем, воспитательсем, тивĕçлĕ канăва тухнă юрă ăстисем йышлăн çỹреççĕ. Хорпа кăна мар, уйрăммăн юрлакан юрăçсем те йышлă коллективра. Николай Карамаликовпа Татьяна Никифорова "Пой, гитара", Людмилăпа Виталий Марковсем "Санпа ĕмĕтсем" юрăсене илемлĕн янăратрĕç.
Вырăскассинчи "Шанăç" халăх фольклор ушкăнĕн чуна пырса тивекен чăваш халăх юррисене итлеме кăмăллă.
Республикăри "Кĕмĕл сасă" фестивалĕн дипломанчĕ, Курнавăшри Елена Цветкова сцена çине хăй çырса кĕвĕленĕ "Янра юрă, янра" юрăпа тухрĕ. Кĕçĕн Таяпари "Тайпике" ансамбль куракансене "Уй-хир юррипе" тыткăнларĕ. Яманчỹрелĕнчи "Эткер" фольклор ушкăнĕнче çичĕ-сакăр теçетке урлă каçнă кинемисем "Урам юррине" шăрантарнă чухне чун-чĕре тăван ял илемĕ ăшне путрĕ. Епле илемлĕ-çке чăвашăн авалхи юррисем.
Тăван ялăм - чун-чĕре ăшши
Инçетре те чунăм варринче.
Çывăхрах унран тата мĕн пур-ши?
Çавăнпа юрлатăп сан çинчен...
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи хор "Уяв курки" юрра уççăн янăратрĕ. Çак ушкăна ертсе пыракан Сергей Краснов чылай çул каялла купăсçăсен ансамбльне йĕркелесе янă. Хăвăлçырмари А.Сурков та ача чухне çав ансамбле çỹренĕ. Уявра ăста купăсçă "Шетмĕ хĕрринче" юрăпа савăнтарчĕ.
Лаш Таяпари информаципе культура центрĕ çумĕнчи "Тайпи" тата "Сударушки" ансамбльсем чăваш, вырăс халăх юррисене инçете-инçете çити янăратрĕç.
Кăçал районти культурăпа кану центрĕсенче хорсем йĕркелесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Аслă Пăла Тимешри хор Ф.Лукин илемлетнĕ "Пирĕн çĕр-шывра" чăваш халăх юррине янăратрĕ. "Куккук авăтать", "Пĕчĕкçеççĕ çырма" чăваш халăх юррисем те куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Энтепери "Вун тỹпе" ансамбль такмаксем калама ăста. Елчĕкри "Туслăх" ансамбль хĕрĕсемпе каччисем халăх умне Николай Красновăн "Çунатсăр вĕçеççĕ çулсем" , "Кам сиснĕ-ши" çĕнĕ юррисемпе тухрĕç. Аслă Елчĕкри "Сăрнай" фольклор ушкăнĕ "Тимĕр кĕпер авăнать" юрра илемлĕн шăрантарчĕ. "Тăван ялăм, савнă ялăм" литературăпа музыка композицийĕ те хăйне евĕрлĕ интереслĕ пулчĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Савуков ял пурнăçне Кĕлпук мучи пулса сăнарласа пачĕ.
Аслă Таяпари "Шанчăк" ушкăн хĕрĕсем çине пăхсан чун савăнать. Икĕ аркăллă кĕпе тăхăннă, илемлĕ тĕрленĕ саппун çакнă, тĕрĕллĕ шап-шурă тутăр çыхнă хĕрсем чăваш халăхăн "Ай, ишет-и пăлан" юррине çепĕççĕн юрларĕç.
"Çĕнĕ Пăва кинемисем" ансамбль кĕске вăхăтрах хăйсен хаваслă юррипе районта палăрчĕ. Акатуй сцени çинче вĕсен пултарулăхĕнчен киленĕç илекенсем йышлăн пулни тỹрех сисĕнчĕ.
Тăрăмри "Алмантай" ушкăн чăваш халăх юррисене юрлама кăна мар, чăваш ташшине ташлама та маçтăр. "Опа, опа" тесе çеç тăраççĕ пикесем пилĕкĕсене авкалантарса.
Курнавăшри "Палан" ансамбль "Ай-хай улма йывăççи" юрăпа сцена çине тухрĕ. Елчĕкри "Варкăш" ансамблĕн юррисене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Тỹскел ялĕнчи "Шуçăм" ушкăна Вениамин Игнатьев ертсе пырать. Вăхăтĕнче ялта вокалпа инструментсен ансамблĕ йĕркеленĕскер иртнĕ çулсенче хуларан яла куçса килнĕ. Юрлама юратакансене хăй патне туртнă музыкант. Коллективра арçынсем те сахалăн мар. Ăста баянист юрăсем те çырать. Акатуйра вĕсем Владимир Судаков çырнă "Тỹскел" юрра шăрантарчĕç.
"Пурçăн тутăрне" юрланă чухне кăштах çумăр çуса иртрĕ, чылайăшĕ унтан пытанма васкарĕ пулин те Тỹскел ялĕн çыннисем килĕсене саланма васкамарĕç. Ялти юрăçсемпе пĕрле вĕсем те чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç, ташă картине тăчĕç. Чи хаваслисем хальхинче Тỹскелсем пулчĕç пулинех. Вĕсен юрри-ташши инçете саланчĕ.
Сцена çинче ташă ансамблĕсем те йышлă пулчĕç. Елчĕкри искусство шкулĕнчи "Вдохновение", Аслă Елчĕкри "Шевле" ушкăна çỹрекенсем хăнасене илемлĕ ташăсен ытамне путарчĕç. Аслă Таяпаран килнĕ сакăр çулхи Кристина Никифорова хĕвел тухăç ташшине ташланă чухне вара пĕчĕк хĕр пĕрчисем те чăтса тăраймарĕç пулас, сцена çине хăпарса ташша ячĕç.
Ытти çулсенче районти Акатуйра Чăваш Енри эстрада юрăçисем илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтаратчĕç. Кăçал вара хамăр районтан тухнă эстрада çăлтăрĕсем темшĕн уява килме ерçеймен. Александр Нефрита вара Елчĕк хĕрĕсем чунтан кĕтрĕç. Вырăс юррисене янăратакан каччă юрланă чухне çамрăксем кăна мар, çулсем самаях каялла туртакан хĕрарăмсем те шăпăрт тăраймарĕç, илемлĕ юрă кĕввипе хуçкаланма пуçларĕç.
Владимир Мешков, Шупашкарти музыка училищинче вĕренекен Çĕнĕ Пăва каччи Георгий Смирнов, Аня Ефремова ентешсене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.
Уява хутшăннă кашни коллектив, уйрăм юрăç район администрацийĕн Тав хучĕсене тата парнесене тивĕçрĕç.
Вăйă выляр-и, çамрăксем?
Район çыннисемпе хăнасем халăх вăййисенче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Силленсе тăракан пĕрене тăрăх утса кантрапа çыхнă чăхха туртса илмелле. Туртса илсен чăх хăйне пулать, илеймесен тỹрех шыва чăматăн. Çак вăййа хутшăнакансем йышлăн пулчĕç. Чăх хуçисене вара палăртмаллах пулĕ: А.Ефимов, В.Чернов (Тăрăм), П.Галкин (Ĕнел), В.Доброхотов (Патреккел), М.Михайлова (Хăвăлçырма), О.Новикова (Аслă Елчĕк).
150 килограмм таякан трактор урапине йăвантарса кустаракан çамрăксем те йышлăн пулчĕç. 1 минутра урапана 15 хутчен кустарса Тăрамри В.Михайлов çĕнтерчĕ. Аслă Пăла Тимешри П.Ягудинпа Курнавăшри Д.Курчин иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Хапха урлă 16 килограмлă кире пуканне ывăтса Çĕнĕ Пăвари А.Балашникова çитекенни пулмарĕ.
Юпа тăрăх хăпарса парнене илекенсен йышĕнче Ĕнел çамрăкĕсем хастар пулчĕç. Куçа хупса чечек савăтне çĕмĕрес текенсем йышлăн пулчĕç, анчах çăмăл мар иккен чечек савăчĕ ăшĕнчи парнесене илме.
Ачасем вара хăйсем валли ятарласа уйăрнă площадкăра тĕрлĕ вăйăсенче киленчĕç. Карусельсемпе, квадрациклсемпе. электромобильсемпе тата ытти тĕрлĕ батутсенче ярăнчĕç шăпăрлансем. Пĕчĕк лашапа ярăннине вара часах асран кăлармĕç. Кунтах ача-пăча "Боди-Арт" художникне пит-куç, кĕлетке çине ỹкерчĕксем тутарчĕç. Пĕр сăмахпа, ачасен савăнăçĕ куç тулли пулчĕ.
Вăй виçеççĕ вăйлисем
Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн программинчи спорт вăййисем çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче, эрне кун пуçланчĕç.
Хĕрарăмсен волейбол площадкинче чи вăйлисене палăртрĕç. Çак турнирта пĕрремĕш вырăна Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчен килнĕ команда тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Çĕнĕ Пăва тата Лаш Таяпа ялĕсен командисем.
Футбол турнирĕнче Елчĕк ял тăрăхĕнчи спортсменсем хальхинче те мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çирĕклĕ Шăхаль тата Патреккел ялĕсенчи спорт тусĕсем пайларĕç.
Ытти çулсенче чăваш наци кĕрешĕвĕ ăмăртăвăн тĕп программине кĕрекенччĕ. Хальхинче çак мелпе кĕрешекенсем эрне кун тупăшрĕç. Тăватă виçере тĕпрен илсен çамрăксемпе шкул ачисем тупăшрĕç. Кĕрешỹн çак мелĕ ытларах Аслă Елчĕкре сарăлнăран 4 çĕнтерỹçĕрен виççĕшĕ çак ялтан: Алексей Тябуков, Евгений Тябуков тата Илья Чернов. Тăваттăмĕш çĕнтерỹçĕ - Элпуçĕнчи Николай Лапшин.
Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче спорт ăмăртăвĕсем малалла тăсăлчĕç. Программа çăмăл атлетсен хутăш эстафета чупăвĕпе пуçланчĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен чупăвне кашни командăран виçĕ хĕр ача тата виçĕ арçын ача тухрĕ. Кашни участник 200 метра чупрĕ. Кĕçĕн Таяпа шкулĕн команди финиша пĕрремĕш çитрĕ. Хăвăлçырма тата Чăваш Тăрăм шкулĕсенчи вĕренекенсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Çирĕклĕ Шăхаль тата Елчĕк шкулĕсенче вĕренекен çăмăл атлетсем. Ял тăрăхĕсен командисен ушкăнĕнче Кĕçĕн Таяпари çăмăл атлетсем чи вăйлисем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕк тата Курнавăш ял тăрăхĕсен командисем пайларĕç.
Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн программинчи вăйăсемпе тупăшусене кашни çулах çĕннине кĕртме тăрăшнине Акатуя килнĕ халăх асăрханă ĕнтĕ. Акă, мотоблок килти хуçалăхра чылай ĕçе çăмăллатма пулăшать. Унпа суха тăваççĕ, çĕре кăпкалатаççĕ, тĕрлĕрен япаласем турттараççĕ. Унпа çитес çĕре те часах çитме пулать. Пĕчĕк тракторăн чупас хăвăртлăхĕ те пысăк иккен. Тĕрлĕ ялсенчен килнĕ пĕчĕк "тимĕр ут" хуçисем Акатуя пухăннă халăха çакна кăтартса пачĕç те. Çĕнĕ Пăваран килнĕ Руслан Крысов ипподромри 800 метрлă çаврăма 2 минут та 16 çеккунтра вĕçлеме пултарчĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи Андрей Трофимов тата Елчĕкри Юрий Крылов та пĕчĕк техникăпа ĕçлеме те, ăна чуптарма та ăста вĕренсе çитнĕ.
Ипподромра лашасен ăмăртăвне пăхса тăма та кăмăллă пулчĕ. Лаша урапи çине 300 килограмм тиев хурса 800 метра кам маларах чупса тухать? "Победа" ОООран килнĕ Владислав Айметов "Русалка" лашапа ăна 1 минут та 21 çеккунтра вĕçлерĕ. Николай Данилов тытса пыракан "Ласточка" урхамах ("Энтепе" ООО) дистанцие 1 çеккунт каярах вĕçлерĕ. Виççĕмĕш вырăнта "Эмметево" ОООран килнĕ "Малыш" лаша. Лавçи - Петр Никифоров. Ку тупăшура пурĕ 11 участник пулчĕ.
Ĕç лашисемпе сĕрен янине те пăхма кăсăклă. "Прогресс" АХОн "Малыш" лаши (юлан утçи Александр Николаев) ипподромри 800 метрлă икĕ çаврăма чи малтан вĕçлерĕ. Çак хуçалăхăнах "Алиса" лаши (юлан утçи Сергей Мартынов) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Вăрăмхăвари Дмитрий Айметов "Русалка" лашипе иккĕмĕш вырăна тухрĕ.
Пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксене чуптарса район администрацийĕн пуçлăхĕн призĕсемшĕн ăмăртрĕç. Александр Пыркинăн ("Комбайн" ЯХПК) "Гротес" рысакĕ пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Патăрьелĕнчен килнĕ Анатолий Каргин тата Владимир Федоров хăйсен "Неформальный" тата "Пафос" рысакĕсемпе тухрĕç.
Штанга йăтакансен тупăшăвĕ çамрăксем, арçынсем, хĕрарăмсем хушшинче иртрĕ. 60 кг çитичченхи виçери каччăсен ушкăнĕнче А.Иноходов (Аслă Пăла Тимеш), Э.Миронов (Энтепе), С.Грибов, 60 кг йывăртарах виçере А.Марков (Энтепе), А.Никитин (Аслă Пăла Тимеш), С.Николаев (Патреккел) малти вырăнсене тухрĕç.
Çитĕннисен абсолютлă виçинче Виктор Леонтьев (Патреккел) кăкăр çинчен 145 кг штангăна тĕртсе Акатуй парнине - такана çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче И.Ишмуратов (Елчĕк) тата П.Ягудин (Аслă Пăла Тимеш), хĕрарăмсен ушкăнĕнче Аслă Пăла Тимешри Л.Иноходова, М.Портнова, Çĕнĕ Пăвари В.Ананьева чи вăйлисен йышĕнче.
Алă вăйĕ виçекенсен йышĕ те пĕчĕк пулмарĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Е.Портнова (Аслă Пăла Тимеш) чи вăйли пулни палăрчĕ. А.Гаврилова (Патреккел), М.Никитина (Вăрăмхăва) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 70 кг çитичченхи виçере Тĕмер ялĕнчен килнĕ В.Беляев Çĕнĕ Пăва каччисенчен П.Архиповран, А.Зайцевран вăйлăраххи палăрчĕ.
70 кг йывăртарах виçере ăмăртнă А.Дергачева (Аслă Пăла Тимеш), С.Солина спорта юратакансем аван пĕлеççĕ. Вĕсем районти, республикăри, Раççейри ăмăртусенче те палăрнă. Çулĕпе çамрăк А.Дергачев хăйĕнчен аслăрах С.Солинтан вăйлăрах пулнинчен тĕлĕнмелле мар. Çамрăксен - вăй. А.Максимов (Вăрăмхăва) - виççĕмĕш вырăнта.
Кире пуканĕ йăтакансен тупăшăвне те районта, республикăра, çĕр-шывра палăрнă спортсменсем хутшăнчĕç. 70 кг çитичченхи виçере Д.Курчинăн кăтартăвĕ (Курнавăш) - чи лайăххи. В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа), Н.Николаев (Ĕнел) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. 70 кг йывăртарах виçере А.Кузнецов (Патреккел), В.Лазарев (Акчел), А.Журавлев (Вăрăмхăва) пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Кире пуканĕ йăтакансен эстафета ăмăртăвĕ хăйне евĕрлĕ иртет. Командăри 4 атлетăн кашнийĕн икĕ минут хушшинче икĕ кире пуканне кăкăр çинчен нумайрах тĕртмелле. Ку енĕпе Курнавăш ял тăрăхĕн командин членĕсене çитекенни пулмарĕ Акатуйра. Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа атлечĕсем те призерсен йышне кĕчĕç.
Хĕрарăмсен ушкăнĕнче кире пуканĕ йăтассипе Е.Еремеева (Питтĕпел), М.Никитина (Вăрăмхăва), А.Волкова (Хăвăлçырма) палăрчĕç.
Çак вăхăтрах куракансем ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем патне йышлăн пуçтарăнчĕç. Ăмăртăва çамрăксем - 50, 60 кг çитичченхи виçери атлетсем пуçларĕç. Çăмăл виçере А.Блинов, И.Остроумов, Д. Александров, 60 кг çитичченхи виçере Д.Угодин, Д.Пробкин, Е.Теньков палăрчĕç. 60 кг йывăртарах виçере А.Федоров (Çĕнĕ Пăва), И.Чернов (Аслă Елчĕк), И.Юхмин (Курнавăш) çĕнтерчĕç.
Арçынсен ушкăнĕнче Раççейри, пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче палăрнă Александр Лапшин чăннипех хальхи вăхăтра чăн паттăр пулнине кăтартса пачĕ, 10-мĕш хут Акатуй парнине - такана тивĕçрĕ. А.Горшков (Аслă Елчĕк), А.Федоров (Хăвăлçырма) пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкине тăма тивĕç пулчĕç.
Çак вăхăт тĕлне арçынсем хушшинче волейбол турнирĕ вĕçленчĕ. Елчĕксен Шупашкарти ентешлĕхĕн команди районти Акатуя миççĕмĕш хут хутшăнмасть-ши? Унăн йышĕнче ытларах 60 çула çывхарса пыракансем. Апла пулин те вăл, иртнĕ çулсенчи пекех, ăмăртăва хутшăннă командăсенчен выляса илсе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх мар-и çакă? Турнирта иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă Тĕмер тата Çĕнĕ Пăва ялĕсен командисем те илĕртỹллĕ вăйăпа савăнтарчĕç.
Акатуй илемĕ - тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешесси. Вăл ĕçпе юрă тата спорт уявне вĕçлет, паттăра чыслать. Хăнăхнă йăлапа унăн малтанхи тапхăрĕ 75 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче иртрĕ. 75 кг çитичченхи виçере А.Горшков (Аслă Елчĕк), С.Скворцов (Акчел), А.Анисимов (Энтепе) малтисем. 75 кг йывăртарах виçере нумай çул Акатуй чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ В.Петрушкин хальхинче Ю.Чернова (Аслă Елчĕк), А.Воронцова (Патреккел) çĕнтерчĕ. Йывăр виçере кĕрешĕве тухнă Ю.Чернова халăх лайăх пĕлет. 45 çулхи атлет çамрăк чухне 10 хутчен Акатуйсенче çĕнтернĕ. Хальхинче те вăл кавир çине тухрĕ, пулас паттăра выляса ячĕ.
Акатуй паттăрĕ пулассишĕн В.Петрушкин тата А.Горшков кĕрешрĕç. Аслă Елчĕк çамрăкĕ В.Петрушкин хăйĕнчен çамрăкрах ентешне çĕнтерсе Акатуй паттăрĕ пулса тăчĕ.
С.АРХИПОВА. В.КИРИЛЛОВА. Н.АЛЕКСЕЕВ.