12 декабря 2012 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан çын татăлма пĕлмест. Кам кăна килмест пулĕ пирĕн пата: тĕрлĕ сăлтава пула ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнисем (вĕсенчен ытларахăшĕ предприяти-организаци хупăннăран, штатсене пĕчĕклетнĕрен, е салтакран таврăнсан тỹрех шалу тỹлекен вырăна вырнаçаймасăр хăшкăлнисем т. ыт. те), хăйсен ĕçне пуçарас ĕмĕтпе хавхаланнисем те сахал мар. Пурте пысăк шанăçпа, центр пулăшусăр хăвармасса пĕлсе, ĕненсе килеççĕ. Пирĕн служба вĕсене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ предприяти-организаци ертỹçисемпе, предпринимательсемпе çыхăнать, вĕсенче пушă ĕç вырăнĕсем - ваканси пурри çинчен ыйтса пĕлет. Каярахпа вакансисен ярмăрккине ирттеретпĕр. Унта хутшăнма хамăр патăмăрта шутра тăракан ĕçсĕр çынсене чĕнетпĕр. Центрта тăрăшакансен ĕçĕ нумай енлĕ, пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен киленĕçлĕ ĕç пурнăç тыткăчи пулнине кунти кашни ĕçчен лайăх ăнланать. Кăçалхи 11 уйăхра ĕçе вырнаçас тĕллевпе центра 1168 çын (иртнĕ çулхинчен 1 процент ытларах) килнĕ. Ĕç шыракансен йышĕнчен хăйсен ирĕкĕпе коллективран кайнисем (19 процент), организаци-предприяти е учреждени хупăннипе е ĕçлекенсен штачĕсене пĕчĕклетнипе тата ку е вăл предприятире тăрăшакансен шутне чакарнипе шалусăр тăрса юлнисем (3,5 процент), тĕрлĕ шайри професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕсенчен тата вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнисем (2 процент), социаллă хỹтлĕхе тивĕçлĕ категорири çынсем (пенсие тухма хатĕрленекенсем, нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕ, инвалидсем, ирĕклĕх прависĕр хăварнă хупса усракан çĕртен таврăннисем, çар тивĕçне пурнăçланисем (8,4 процент), вĕренỹрен ирĕк вăхăтра ĕçлеме кăмăл тунă 14 çултан пуçласа 18 çулчченхи çул çитмен çамрăксем (47,7 процент). 2012 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлев центрĕнче ĕçсĕр тăрса юлнă 28 çынна шута илнĕ. Районти ĕçсĕрлĕх шайĕн кăтартăвĕ, вăй питти çынсемпе танлаштарсан, 0,26 процент шутланать. Ĕçсĕр юлнă çынсенчен 20-шĕ - хĕрарăмсем. 30 çула çитмен çамрăксем - 21,4 процент, пенси ỹсĕмĕсенчи (тивĕçлĕ канăва тухасси 1-2 çул юлнă) çынсем - 14,3 процент. Предприятие хупнипе тата персонал йышне пĕчĕклетнипе ĕçсĕр тăрса юлнисем (50 процент) ĕçлев центрне юлашки шанăç вырăнне хурса кунта килсе регистрациленнĕ. Шута тăнă çынсен 32 проценчĕ - хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен кайнисем. Юлашки çулсенче общество ĕçне хутшăнтарасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Вĕсене вăхăтлăх е сезонлăх ĕç йĕркелетпĕр. Чылайранпа ĕçлемен тата опыт пухман çынсемшĕн çакă питĕ меллĕ. Общество ĕçĕ нумай енлĕ. Пирĕн патра шута илнĕ ĕçсĕр юлнă çынсемшĕн çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те канăç çук, вĕсем хĕлле çулсене, объектсене юртан тасатаççĕ, çăва тухнă май территорисене тирпей-илем кĕртес енĕпе вăй хураççĕ, клумбăсене тасатса чечексем акаççĕ-лартаççĕ, ял хуçалăх культурисем туса илме, вĕсене çум курăкран тасатма, выльăх апачĕ хатĕрлеме, тыр-пул пухса кĕртме хутшăнаççĕ. Ялта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха тытса тăма укçа-тенкĕ сахал уйăраççĕ. Çавна май пур пек служба çак ĕçсене пурнăçлама ĕлкĕрейменни те пулать. Ку чухне ĕçсĕррисен пулăшăвĕ питех те вырăнлă. Общество ĕçĕ территорие тирпей-илем кĕртессипе анчах çыхăнман. Ĕçсĕррисен тепĕр пысăк ушкăнĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене ака-суха, вырма тата кĕрхи уй-хир ĕçĕсенче пулăшать. Чылай тĕслĕхре общество ĕçĕсене вăхăтлăха хутшăнакансем яланлăх ĕç вырăнĕ тупаççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçал ĕçсĕр тесе шута илнĕ 249 çынна вăхăтлăх обществăлла ĕçе явăçтармалла пулнă пулсан, предприятисемпе тата организацисемпе тачă çыхăну тытса эпир 252 çынна тỹлевлĕ вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма пултартăмăр. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 397044 тенкĕ тăкакланă. Йывăр вăхăтра пулăшнăшăн, алла усма паманшăн центрта тăрăшакансен ячĕпе тав сăмахĕ каланине час-часах илтме тỹр килет. Мĕншĕн тесен пирĕн пысăках мар туслă коллектив кунта пысăк шанăçпа килнĕ кашни çыннăн нуши-тертне чĕре витĕр кăларса пулăшма тăрăшать. О.ПАСХИНА, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн ертсе пыракан инспекторĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"