13 мая 2013 г.
Çулсем иртеççĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсен шучĕ çултан-çул чакса пырать.
Хальхи вăхăтра Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенче пĕртен- пĕр вăрçă ветеранĕ - 93 çулхи Тихон Григорьевич Табаков пурăнать. Вăрçă çулĕсем пирки мана вăл çапла каласа пачĕ: "1942 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче пире те вăрçа кайма ят тухрĕ. Ялтан эпир пиллĕкĕн тухса кайрăмăр: вăл вăхăтри колхоз председателĕ Федот Деомидович Сильвестров, Андрей Викторович Макаров, Николай Григорьевич Григорьев, Филимон Федорович Иванов тата эпĕ.
Малтанах пире Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă вĕренỹ лагерĕнче вăрçă ĕçне вĕрентрĕç. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн мунча кĕртсе салтак тумтирĕ пачĕç. Çак лагерьте 3 эрне тăнă хыççăн пире фронта ячĕç. Эпир, хамăр таврари ялсенчен виççĕн: эпĕ, Федот Сильвестров тата Лаш Таяпари Виктор Сметанин пĕр командăна лекрĕмĕр. Пирĕн Воронеж фронтне каймалла пулчĕ. Малтан эпир эшелонпах ларса кайрăмăр-ха, анчах та палăртнă вырăна çитиччен вăрах вăхăт çуран утма тиврĕ. Мĕншĕн тесен нимĕç авиацийĕ вăл вăхăтра питĕ вăйлăччĕ, вăрçа каякан эшелонсем çине бомбăсем пăрахнăран тата пулеметсенчен пенĕрен чукун çул линийĕсем сиенленчĕç.
Воронеж фронтĕнче çак вăхăтра питĕ вăйлă çапăçусем пыратчĕç. Нимĕç çарĕсем пирĕн оборонăна татса 150-400 километр таран шалалла кĕрсе кайма пултарчĕç. Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче нимĕçсем Воронеж хулине те тытса илни пирки пĕлтĕмĕр. Нимĕçсен командованийĕн планĕпе пирĕн Кăнтăр хĕвел анăç, Кăнтăр тата Воронеж фрончĕсен çарĕсен пысăк ушкăнне çавăрса илсе вĕсене аркатмалла пулнă.
Анчах та пирĕн çарсем пĕрлехи вăйпа хирĕç тăнăран тата салтаксем пысăк паттăрлăх кăтартнăран, резервсем вăхăтра çитсе ĕлкĕрнĕрен нимĕç çарĕсен çулне çак вырăнта вăхăтлăха чарса лартма май килнĕ. Çапах та фашистсем малаллах талпăннă.
Воронеж фронтне шăп çав вăхăтра пырса çитрĕмĕр эпир. Пире оборона тытма траншейăсемпе окопсене вырнаçтарчĕç, блиндажсем уйăрса пачĕç. Эпир, маларах асăннă виçĕ юлташ, автоматчиксен ушкăнне лекрĕмĕр.
Çапла пуçланчĕ фронтри пурнăç. Кăнтăрла окопсенчен, траншейăран тухман, çĕрле виçĕ юлташ блиндажра пĕр нар çинче юнашар выртса тăраттăмăр. Пĕрин шинельне пуç айне хураттамăр, теприн çине выртнă, виççĕмĕшĕпе витĕннĕ.
Нимĕçсем çине-çине бомбăсем пăрахнăран, пулеметсемпе тупăсенчен пенĕрен таврара тĕтĕм-сĕрĕм тăратчĕ, нимĕн те курăнмастчĕ. Пĕррехинче пирĕн траншейăран инçе мар бомба ỹкрĕ. Ỹкме ỹкрĕ-ха, çапах та çурăлмарĕ вăл. Темле асамлă вăй вилĕмрен çăлса хăварчĕ пире.
Кĕçех пирĕн, виçĕ юлташăн, уйрăлма тиврĕ. Эпĕ минометчиксен уйрăмне лекрĕм. Нимĕçсем пирĕн оборонăна урăх татса кĕреймерĕç пулсан та çаплах татти-сыпписĕр персе тăчĕç-ха. Эпир те тăшман çине минометсенчен персех тăратпăр. 1942 çула çакăнтах вĕçлеме лекрĕ. 1943 çулта хамăр çарсем наступлени пуçларĕç. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче пирĕн çарсем Воронеж хулине каялла илчĕç... Вăрçă вăхăтĕнче мана "Аттелĕхĕн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕшĕн" медаль парса чыс турĕç.
Вăрçă чарăнсан киле килтĕм. Мирлĕ вăхăтра конюхра, скотникра ĕçленĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче пурнăç йывăрччĕ. Колхозра ĕçленĕшĕн 10 куна 4 килограмм авăртман пăри тыррине паратчĕç. 1950 çулта вербовкăпа Казахстанри Лениногорск хулине çемйипех ĕçлеме каймалла пулчĕ. Чул кăларакан карьерта тăрăшрăмăр. Ĕçĕ йывăррине кура укçине те аванах тỹлетчĕç. Икĕ çултан тăван яла каялла куçса килтĕмĕр. Ку вăхăтра колхоз ура çине тăнăччĕ ĕнтĕ. Тепĕр хут колхозра тăрăшма пуçларăм. Пĕр вăхăтрах конюхра тата шорникре, скотникре, каярахпа арманта чылай çул вăй хутăм. Арман ĕçне пенсие тухсан та пăрахмарăм, хуралçăра ĕçлерĕм".
Хальхи вăхăтра ветеран килĕнче пĕчченех пурăнать. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă ачисемпе мăнукĕсем (8 ача, 19 мăнук, 34 кĕçĕн мăнук, 3 кĕçĕнтен те кĕçĕн мăнук ветеранăн) Тихон Григорьевича манмаççĕ, килсех тăраççĕ. 93 çулта пулсан та ветеран выльăх-чĕрлĕх тытать, çăм атă йăвалать.
- Текех вăрçă нихăçан та ан пултăрччĕ, - тет ветеран.
- Мĕн чул çын пурнăçне татрĕ тата уксах-чăлаха, нумайăшне тăлăха хăварчĕ вăл. Энтепепе Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенчен кăна 102 çын вăрçăран таврăнаймарĕ.
Н.АЛЕКСАНДРОВ. Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"