30 апреля 2013 г.
Кăçалхи çанталăк условийĕ çĕре пĕр пек пиçме памасть: хĕвел питтинчи лаптăксем хăвăрт типшĕреççĕ, техникăпа пырса кĕме çук путлăх вырăнсем те нумай. Çакна тĕпе хурса "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем мĕн пур пек акăнакан лаптăкра нỹрĕк тытса хăварассине чи малти вырăна хунă.
Ял хуçалăх предприятийĕн виçĕ бригадинче те ака ĕçĕсем кал-кал пыраççĕ. Эрне кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов та ĕçлĕ визитпа района килсен район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа пĕрле "Комбайн" ЯХПКра уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă, çăкăр çитĕнтерекенсемпе тĕл пулнă.
Ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал ỹсен-тăран культурисем пĕтĕмпе 1500 гектар йышăнмалла. Çав шутран 1200 гектарĕ - тĕш тырă. Кунта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан выльăхсен хисепĕ пысăк. Çакна тĕпе хурса нумай çул ỹсекен курăксене те 150 гектар (пĕтĕмпе акăнакан лаптăкăн 40 проценчĕ) çинче акнă, куккурус 125 гектар пулать.
Кĕрхи культурăсене пурĕ 600 гектар акса хăварнă. Савăнмалăх пур: калчасем хĕллехи сивĕре те шăнман - лайăх хĕл каçнă. Лаптăксене агротехника хушнă вăхăтра минераллă удобренипе апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Гурий Федоров председательпе унăн çумĕ Олег Карсаков яваплă тапхăрта пурнăçламалли ĕç-хĕл пирки каласа кăтартнипе пĕрлех çĕрне-кунне пĕлмесĕр уй-хирте тимлекен механизаторсене ятран палăртса тав тума та манмарĕç. Пĕр тăван Абрамовсем - Вячеслав, Сергей тата Владимир, акă, лаптăксене нỹрĕк тытма хастар хутшăннă. Кивĕ Эйпеç бригадинче Николай Александров, Леонид Сусметов, Анатолий Андреев, Кавал бригадинче Венедикт Носов, Вячеслав Елисеев, Леонид Головин, Борис Соловьев, Владислав Изратов, Владимир Анисимов ял хуçалăх культурисене акнă, пусăрăнтарнă çĕрте пысăк пуçарулăхпа тимлеççĕ.
Ỹсен-тăран культурисен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен "Комбайн" ял хуçалăх предприятийĕн ятне çак çулсенче республикăри тата унăн тулашĕнчи хуçалăхсенче те лайăх пĕлекен пулса çитнĕ. Çавна май вĕсенчен пахалăхлă вăрлăх туянас текенсем йышлă - куллен вуншар тонна вăрлăх сутаççĕ...
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Источник: "Елчĕк Ен"