08 декабря 2012 г.
Çыннăн эрех ĕçесси ăçтан пуçланса каять-ха? Тата вăл мĕншĕн ĕçет? Ĕçкĕ ялан тенĕ пекех лайăх лару-тăрупа пуçланать: пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçнă е паллашнă, çуралнă куна паллă тунă самантсенче. Вĕсене çамрăксем те хутшăнаççĕ, пĕрремĕш черккене тутанса пăхаççĕ. Эрех тĕрлĕ çынна тĕрлĕ вăхăт хушшинче тата тĕрлĕ йывăрлăхпа "алла" илет. Паллă ĕнтĕ, эрех ĕçекен кашни çын алкоголика çаврăнмасть. Анчах çакă паллă, çын эрехе çамрăкранах мĕн чухлĕ çăмăлрах астивет, çавăн чухлĕ чир маларах аталанать. Унăн пĕр вĕçĕмсĕр эрех ĕçес килет, организм "симĕс шĕвексĕр" пурăнаймасть. Пĕрер черкке ỹплентернĕ хыççăн кăна вăл хăйне лайăх туйма пуçлать. "Чуна лăплантартăм", - тет. Çакна та палăртмалла, эрехпе ашкăнман çын та, ăна пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçсе, хăйĕн нерв системине сиенлет, çапла майпа сисмесĕрех чунне пушатать, çаплах алкоголь серепине кĕрсе ỹкет. "Çын алкоголике çаврăннине мĕнле пĕлме пулать?" - тесе ыйтаççĕ час-часах. Кунта çакă паллă: кăшт эрех ĕçнĕ хыççăн çыннăн ун патне туртăм вăйланать тата вăл мухмăр чĕртет пулсан, çакă ĕнтĕ алкоголизм пуçламăшĕ. Алкоголизмăн çак тапхăрĕнче пĕр черкке ĕçсен те çын пуçĕнче шухăш та юлмасть, хуйхă-суйхă та иртсе кайнă пек. Ăна ĕç те, çемье те кирлĕ мар. Пĕр чарăнмасăр ĕçесси тĕрлĕ çыннăн тĕрлĕ вăхăта тăсăлать. Хăшĕсем 3-5 кун, теприсем вара уйăхĕпех ĕçеççĕ. Çемйи, тăванĕсем тата ĕç коллективĕ сивленĕ хыççăн ĕçке ернĕ çын пĕр хушă тытăнса тăрать. Анчах ĕçес шухăш пĕрех пуçран тухмасть. Кăшт сăлтав тупăнсан татах ĕçме пуçлать. Ун чухне вара çемье куççулĕ те, пĕлĕшсен сăмахĕсем те чуна тивмеççĕ. Нумай ĕçнине чăтма пултарнине çапла ăнланмалла. Ĕçке ернĕ çыннăн организмĕ эрехе хăнăхать, каярахпа, вăй чакса пынă май, вăл хăвăрт ỹсĕрĕлме пуçлать, юлашкинчен кăштах ĕçнине те чăтаймасть. Ĕçес килни юлашки тапхăрта та иртмест. Эрех ăшне путнă çын вăтанма пăрахать, обществăра хăйне кирлĕ пек тытмасть. Наука тĕпчевĕнчен çакă паллă: 1 грамм спирт организмри 200 клеткăна вĕлерет. Нервпа пĕвер клеткисем пачах пĕтеççĕ, çĕнелеймеççĕ. Тĕнчери паллă ученăй-физиолог И.П.Павлов çапла каланă: "Нумай вăхăт хушши тăтăшах эрех ĕçсен нерв клеткисенче хусканупа лăплану процесĕсем нумайлăха вăйсăрланаççĕ. Вĕсен ылмашăвĕ пăтранса каять. Алкоголь чи малтан пусару процесне пăсать". Хусканупа пусару процесĕсем вăйсăрланаççĕ пулсан, мĕншĕн ĕçекенсем хĕрсех пакăлтатма пуçлаççĕ-ха? Çакă эрех нерв системине лексе пуç миминчи тулаш сийĕн ĕçне пăснипе пулать. Вăл пуç миминчи ытти центрсен ĕçĕсене тĕрĕслесе тăрать. Вăхăтлăха ĕçлеме пăрахсан ытти центрсем тĕрĕслеврен хăтăлаççĕ. Çапла вара çыннăн хусканăвĕ, калаçни, уткалани ылмашса, пăтрашăнса каять. Çавăнпа ỹсĕрĕлнине вăхăтлăха "ăс-тăнран тайăлни", "пăсăлни", - теççĕ. Çакăн пек чухне вăл хăй вăрттăнлăхне уçса пама е тата преступлени тума пултарать. Паллă ĕнтĕ, эрех чирне кайнă çынсене медицина пулăшăвĕ параççĕ. Анчах кашниех хăй те малашлăх çинчен шухăшлама тивĕç. Алкоголизмран ĕçме тытăниччен сыхланмалла. Уйрăмах алкоголь çамрăксемшĕн хăрушă. Çавăнпа та пирĕн ачасем эпир черкке çĕкленине пачах ан курччăр. Çакна ан манăр: пĕрремĕш черкке - чи хăрушши! Р.ШАКОВА, районти тĕп больницăри нарколог тухтăр.
Источник: "Елчĕк Ен"