Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тĕнче пуриншĕн те пĕр"

05 декабря 2012 г.

Çак ятпа йĕркеленĕ сусăррисемпе хевтесĕррисен районти пĕрремĕш фестивалĕ çỹллĕ шайра иртрĕ. Уява ăнăçлă ирттерес тесе социаллă ĕçченсемпе пĕрлех культурăра тăрăшакансем пысăк тимлĕхпе палăрчĕç. Сусăррисен хушшинче тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе палăракансем йышлă пулни те фестивале пуянлатрĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрне пухăннисем малтанах райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕренпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый саламне ăшшăн йышăнчĕç. Фойере тĕлĕнмелле пуян алă ĕç куравĕ ĕçлерĕ. Сцена çинче вара юрă-кĕвĕ янăрарĕ, халап, сăвă калакансем те сахаллăн пулмарĕç. Пĕри тепринчен пултаруллă сусăррисем, вĕсенчен мухтавлă, чаплă артист, художник пулма пултарнă, анчах шăпаран иртме çук. Юрă-кĕвĕ конкурсĕнче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи Н. Ильинăна çитекенни пулмарĕ. Унăн çепĕç сасси, килĕшллĕ хусканăвĕ пурне те тыткăна илчĕ. "Савăнса пурăнасчĕ", "Çимĕк каçĕ" юрăсене чуна хускатмалла шăрантарчĕ. Иккĕмĕш вырăна Аслă Пăла Тимешри А.Портнов, Çĕнĕ Пăвари В.Крысов йышăнчĕç. Элекçей Тимешри В.Мышков виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Тăрăм ял тăрăхĕнчи К.Голубев "Анне" юрăпа тыткăнларĕ. Сăвă калас, халап ярас конкурсра ачасенчен О.Яковлева (Таяпа Энтри), И.Рожкова (Лаш Таяпа), А.Быков (Вырăскасси) чи маттуррисем пулчĕç. Çитĕннисенчен В.Савуков (Аслă Елчĕк) тепĕр артистран та ирттернине курса савăнчĕç. Валерий Егорович Кĕлпук мучи сăнарне асра юлмалла калăпларĕ. А.Дутова (Тĕмер) хăй çырнă сăвăсемпе тĕлĕнтерчĕ. А.Смирнов та (Кавал) сăвă çырма ăста пулнине çирĕплетрĕ, фестивале йĕркелекенсене тав тума та манмарĕ, кунашкал уявсем сусăррисене хавхалану книне палăртрĕ вăл. Алă ĕç куравĕнче инвалидсен ĕçĕсене курса тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Мĕн кăна ăсталама пĕлмеççĕ вĕсем. Пĕри çыхать, иккĕмĕшĕ тĕрлет, виççĕмĕшĕ сувенирсем тăвать. Ачасенчен пĕрремĕш вырăна К.Чернова (Аслă Елчĕк) тухрĕ. Вăл бисертан тĕрлĕ япала ăсталанă. Çак ялти Е.Мешков вара иккĕмĕш класра анчах вĕренет пулсан та паха сувенирсем тума маçтăр. Çитĕннисенчен А.Петрова (Елчĕк), В.Комиссарова (Яманчрел), В.Дангаузер нел) Н.Чернов (Тăрăм), В.Филиппова (Аслă Пăла Тимеш) призлă вырăнсене тивĕçрĕç. Картинакерессипе А.Архилин (Аслă Елчĕк), А.Колбасов (Кĕçĕн Таяпа), А.Никифоровирĕклĕ Шăхаль) шкул ачисем палăрчĕç. Аслисенчен М.Острова (Хĕрлĕçыр), Д.Марков (Патреккел) çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. Курава 27инвалид хутшăнса 200 ытла ĕç тăратма пултарни вĕсен ырă кăмăллăхне, сăпайлăхне, ĕçченлĕхне, пултарулăхне çирĕплетрĕ. В.ВАСТУЛОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика