05 декабря 2012 г.
Виçĕм кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Л.Левый ертсе пынă. Раççей налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн начальникĕн çумĕ Н.Поликарпова тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарассипе Елчĕк районĕнче раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсене пĕрлештерсе тăракан налук инспекцийĕ çулталăк пуçланнăранпа налуксен палăртнă суммин 98,4 процентне пуçтарнă, çав шутран Елчĕк районĕ тăрăх - 90 процентне. Федераци тата республика бюджечĕсене пырса кĕмелли налуксене те, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 95,4 процент çеç пурнăçланă. Вырăнти бюджета кĕмелли налуксен хисепĕ те кỹршĕллĕ районсемпе танлаштарсан пĕчĕкрех. Паянхи кун тĕлне пурлăхран пырса кĕмелли налука районĕпе 151 пин тенкĕлĕх, çĕр налукне 635 пин тенкĕлĕх, транспорт налукне 1526 пин тенкĕлĕх пуçтарса çитереймен. Çак виçĕ налука пуçтарассипе Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче лару-тăру япăх. Аслă Елчĕк, Курнавăш, Тăрăм ял тăрăхĕсенче налук парăмĕсем, район кăтартăвĕсемпе танлаштарсан, пĕчĕкрех. Вĕсем налуксене пуçтарассипе юлашки вăхăтра лайăхрах ĕçлени палăрать. Н.Поликарпова Елчĕк районĕнчи юридика сăпатĕнчи организацисемпе уйрăм предпринимательсем налуксене мĕнле тỹлесе пынипе те паллаштарчĕ. Л.Левый налуксем пуçтарăнманнине хăш-пĕр ертỹçĕсен явапсăрлăхĕпе, ĕçе йĕркелеме пĕлменнипе, специалистсем тивĕçлĕ шайра ĕçлеменнипе сăлтавларĕ. Кирек мĕнле пулсан та лару-тăрăва лайăхлатмалла. Çакăн пек çирĕп тĕллев лартрĕ Л.Левый ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем умне. Элĕкре иртнĕ республикăри культура учрежденийĕсен работникĕсен канашлăвĕнче культурăпа кану учрежденийĕсен смотр итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн районти Елчĕкри культурăпа кану центрĕ, Курнавăшри информаципе культура центрĕ, Патреккелĕнчи информаципе культура центрĕ, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн информаципе методика центрĕ призлă вырăнсене йышăннă. Маларах Елчĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека "21-мĕш ĕмĕрти библиотека" конкурсра çĕнтернĕччĕ. Канашлура вĕсен ертỹçисене дипломсем парса чыс турĕç. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.
Источник: "Елчĕк Ен"