Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан çитĕнỹ пулать

03 декабря 2012 г.

 "Победа" сахал яваплă юлташлăхри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç кăтартăвĕсем ỹссех пыраççĕ. Ỹсĕм-çитĕнỹ тăрăшмасăр пулмасть. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе çулталăк тăршшĕпех тулăх та пахалăхлă апатпа тăрантарни, ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн кунне виçĕ хутчен сăвассине йĕркелесе пыни продукци туса илесси çине витĕм кỹретех. Кăçалхи 10 уйăхра та кунта пурĕ 11293 центнер, пĕр ĕне пуçне 6490 килограмм сĕт туса илме пултарнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕтĕмпе 583 центнер, пĕр ĕнерен 153 килограмм ытларах продукци туса илнĕ. Хĕл тапхăрĕнче те куллен кашни ĕнерен 17 килограмран кая мар сĕт сăвакан Анна Константиновăпа Елена Портнова кашни кунхи ĕçе хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пурнăçлаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен ĕç кăтартăвĕсене кура алла тивĕçлĕ шалу илеççĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри мăйракаллă шултăра выльăхсене пăхакан Людмила Портнова, Маргарита Курицына, Ксения Васильева, Игорь Сальников, Зинаида Свеклова та ĕçри кăтартăвĕсене ỹстерсех пыраççĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика