22 ноября 2012 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе иртнĕ тунти кунхи ларура райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, районти предприятисемпе организацисен ертỹçисем районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явнă. Чỹк уйăхĕн 14-мĕшĕнче районта "Çĕпĕр шыççин чирне пĕтермелли мероприятисем йĕркелесси" темăпа командăпа штаб тренировки иртнĕ. Унта тĕрлĕ службăсем хутшăннă. Тренировка ăнăçлă иртнĕ май, вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн тавне тивĕçнĕ, уйрăмах ветеринари служби. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертỹçине А.Клементьева Тав çырăвне пачĕç. Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пурлăхшăн тата çĕршĕн, чỹк уйăхĕн 6-мĕшĕнче транспортшăн налуксем тỹлемелли вăхăт вĕçленнĕ. Район администрацийĕн финанс пайĕн ертỹçи Г.Анисимова пĕлтернĕ тăрăх, налуксене туллин пухайман: пурлăхшăн илекен налукпа 20 процент, çĕршĕн илекен налукпа 24 процент, транспортшăн тỹлекен налукпа 27 процент парăма юлнă. Пурлăхшăн илекен налука Аслă Елчĕк, Тăрăм, çĕршĕн илекен налука Аслă Елчĕк, Курнавăш, транспортшăн тỹлекен налука пухассипе Тăрăм ял тăрăхĕсенче лайăх ĕçленĕ. Аслă Таяпа, Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче ĕçлемелли чылай. Раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕччен ял тăрăхĕсем налуксем енĕпе пухăннă парăмсемпе татăлма кирлине палăртрĕç. Район администрацийĕн экономика пайĕн ертỹçи В.Муратов районта 26 тĕллевлĕ программа ĕçленине, вĕсене тĕрлĕ çулсенче пурнăçа кĕртме 1753,8 миллион тенкĕ уйăрнине палăртрĕ. Кăçал 4 программăн вăхăчĕ вĕçленет. Вĕсене малалла тăсмалла. Раççей МЧСĕн районти пушар асăрхавĕн уйрăмĕн ертỹçи А.Сайкин пушарсен хăрушлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Кăçал та, пĕлтĕрхи çак тапхăрти пекех, 19 пушар тухса 800 пин тенкĕ яхăн тăкак кỹнĕ. Пушарсен тĕп сăлтавĕсем: вут-çулăмпа асăрханусăр усă курни, ачасем шăрпăкпа выляни, электрооборудовани тата кăмакасем юсавсăр пулни тата ытти те. Халĕ районта "Пурăнмалли çурт-йĕр" операци пырать. Çак тапхăрта ял тăрăхĕсенче ăнăçсăр çемьесене тĕрĕслеççĕ, асăрхаттараççĕ. Ларура ялсене тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусене те тишкернĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"