20 ноября 2012 г.
Йĕрке хуралĕн ĕçĕнче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă сотрудниксем сахал мар пирĕн хушăра. Суйланă ĕçе чун хушнăран тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăран район историйĕнче паллă йĕр хăварнă. Вĕсенчен пĕри милици ветеранĕ В.Г.Теллин. Вăл 1946 çулта Кавал ялĕнче çуралнă. Шкул сакки çинче ларнă вăхăтрах мал ĕмĕтлĕ те тăрăшуллă ача пулнипе палăрса тăнă, тантăшĕсен хушшинче яланах малти ретре пулма ăнтăлнă. Шкул хыççăн ăна шăпа Стерлитамак хулинчи хими заводне илсе çитернĕ. Кунта пĕр çул аппаратчик пулса тăрăшнă вăл. 1966 çулта çамрăк çар ретне тăнă. Служба тивĕçне 3 çул пурнăçланă хыççăн Шупашкарти химкомбинатра ĕçленĕ. 1970 çулта тĕреклĕ те вăй питти йĕкĕт Çĕнĕ Шупашкарти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пуçлать. Тĕрĕслĕхе хаклакан, ĕçе пысăк пахалăхпа тата хăвăрт пурнăçлакан милиционера ертỹçĕсем тỹрех асăрхаççĕ, кĕçех ăна шалти ĕçсен пайĕн уголовнăй шырав оперуполномоченнăйĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта 5 çул тăрăшнă хыççăн ĕçре пысăк ăсталăхпа палăрнă Валерий Гурьевича Канаш хулине куçараççĕ. Кунта уголовнăй шырав уйрăмĕн начальникĕ пулма шанаççĕ. Канаш хулинче 6 çул тăрăшать çамрăк. Лăпкăлăхпа палăрман хулара çăмăлах пулман ĕçлеме. Тĕрлĕ çынпа, темле преступникпа та тĕл пулма, пăтăрмахлă лару-тăрăва лекме тỹр килнĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене. Çапах та тĕрĕслĕхшĕн тăрăшни, инкек тỹсекене чĕререн пулăшса преступниксене тивĕçлипе айăплас туртăм пысăк пулни яланах çул уçса пынă. 1981 çулта В.Теллина Вăрнар районĕнчи шалти ĕçсен пайне куçараççĕ. Кунта 3 çул начальник çумĕнче ĕçлет вăл. 1983-1986, 1992-1994 çулсенче Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче тăрăшать. Пысăк опыт пухнă сотрудника 1991-1992 çулсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин уголовнăй шырав уйрăмĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе ĕçлекен оперуполномоченнăйĕ пулма çирĕплетеççĕ. Кирек хăш должноçра ĕçлесен те Валерий Гурьевич шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлама пултарнипе, çынлăха мала хунипе палăрса тăнă. Халăх хушшинче пысăк хисеп çĕнсе илме пултарнăранах вăл Елчĕк районĕнчи халăх депутачĕсен канашĕн депутатне суйланнă. Тỹрĕ те тивĕçлĕ ĕçне пула сахал мар тав сăмахне тивĕçнĕ. СССР ШĔМĕн Чулхулари аслă шкулĕнче, СССР ШĔМĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ академинче пĕлỹ илнĕ сотрудник. "Милици отличникĕ" кăкăр палли, 1,2,3 степень "Пĕр кăлтăксăр службăшăн" медальсем тата ытти наградăсем унăн кăкăрне илем кỹреççĕ. СССР Шалти ĕçсен министерствин Хисеп хучĕ вара ĕç ветеранĕшĕн чи пысăк награда
Источник: "Елчĕк Ен"