Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кỹршĕсенчен те вĕренни вырăнлă

16 ноября 2012 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе йăлана кĕнĕ тунти кунхи канашлăва хутшăннă райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, малашлăха палăртнă. "Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕ" ООО ĕç-хĕлĕ çинчен Б.Капламов чарăнса тăнă. Предприятире хальхи вăхăтра 28 çын ĕçлет. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 10 пин тенкĕ ытларах. Тĕпрен илсен, кунта нумай хваттерлĕ çуртсене хăпартассипе тимлеççĕ. Иртнĕ тапхăрта строительсем тĕп библиотекăн мансардине, нумай ачаллă çемьесем, вăрçă ветеранĕсемпе тăлăх ачасем, çамрăк çемьесем валли çуртсем тунă. Анчах, шел пулин те, хваттерсемпе çуртсене туянасшăнах мар. Сăлтавĕсем мĕнре-ши? Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, строительство ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулманнинче, çуртсен таврашне тирпей-илем кĕртменнинче, предприяти ертỹçисем ĕçе йĕркелеме пĕлменнинче тата ытти те. Çав вăхăтрах кỹршĕсем - Патăрьелсем хваттерсене хăвăрт сутма май тупаççĕ. Кунти "Була" строительство организацийĕн ĕç-хĕлне пурăнма куçакан çынсем пысăк шайра хаклаççĕ. Тен, вĕсен ырă тĕслĕхне алла хăвăртрах илмелле? Çакна слайд семпе те çирĕплетсе пачĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи П.Тремасов çитес çулхи çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра вăрлăхсен 52 проценчĕ кондици шайне ларнă. "Энтепе" ОООра, "Комбайн", "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче вăрлăхсем 100 проценчĕпех акма юрăхлă. Минераллă удобренисем 100 тонна ытларах туяннă. Кунта "Эмметево", "Клевер" ОООсем, Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. "Прогресс" АХО, "Победа" ООО, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ минераллă удобренисем туянас енĕпе килĕшỹсем тунă. Канашлура ял хуçалăх предприятийĕсенчи фермăсене хĕл каçма хатĕрленине те тишкерме пăхнăччĕ, анчах... Çак ыйтăва ял хуçалăх ертỹçисемпе, специалисчĕсемпе ирттерекен канашлура пăхса тухма кирлине палăртрĕç. РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсен хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн ертỹçи В.Волков районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Чăннипе, юлашки вăхăтра выльăхсене вăрласси ỹссе пыни палăрать. Уйрăмах мăйракаллă шултра выльăхсем "çухалаççĕ". Кунта вĕсен хуçисем те айăплă: кăкарнă ĕнесемпе пăрусене никам та сăнаса-асăрхаса тăмасть - вĕсене вăрласа кайнă тĕслĕхсем те сахал мар. Çавăнпа выльăх хуçисем тимлĕ пулмалла, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене вăйлатмалла. Канашлура ытти ыйтусене те тишкернĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика