Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçнĕ

30 октября 2012 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă: 1. Ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçлĕ ăмăртăвĕнче "Прогресс" акционерсен хупă обществи çĕнтернĕ, куçса çỹрекен ялавпа диплома тивĕçнĕ. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине 14 процент, сĕтпе 9 процентстернĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 143 центнер аш-какай, 588 центнер сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 4869 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă çамрăк выльăхсене пĕр талăкра 827 грамм, сыснасене 581 грамм ỹт хуштарнă. 2. "Победа" сахал яваплă обществăн Аслă Пăла Тимешри сĕт-çу фермин коллективне диплом панă. Кунта 9 уйăхра кашни ĕнерен 5481 килограмм сĕт сунă. 3. "Прогресс" акционерсен хупă обществин Патреккелти сысна фермин коллективне диплом панă. Кунта самăртма хупнă ушкăнра сыснасем пĕр талăкра 581 грамм ỹт хушнă, кашни тĕп амаран 26 çура илнĕ. 4. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура çĕнтернĕ ĕçченсене Хисеп грамотисем парса чысланă: Алена Николаевна Семеновăна, "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне сăвакан операторне. Вăл кашни ĕнерен 6312 килограмм сĕт сунă. Людмила Васильевна Портновăна, "Победа" сахал яваплă обществăн мăйракаллă шултра выльăх самăртакан операторне. Вăл мăйракаллă шултра выльăхсене пĕр талăкра 1180 грамм ỹт хуштарнă. Ирина Витальевна Мышковăна, "Прогресс" акционерсен хупă обществин пăру пăхакан операторне. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра 919 грамм ỹт хушнă. Антонина Алексеевна Воронцовăна, "Прогресс" акционерсен хупă обществин сысна самăртакан операторне. Вăл пăхакан ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 865 грамм ỹт хушнă. Татьяна Петровна Антоновăна, "Прогресс" акционерсен хупă обществин сысна çурисем илес енĕпе ĕçлекен операторне. Вăл кашни тĕп амаран 29,4 çура илнĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика