30 октября 2012 г.
Ял хуçалăх культурисене туса илессипе "Прогресс" акционерсен хупă обществи палăрнă. Ăна куçса çỹрекен ялав, диплом панă. Ял хуçалăх предприятийĕнче усă куракан 1 гектар çĕр пуçне 36,8 центнер апат единици туса илнĕ. 2. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши ял хуçалăх культурисене туса илессипе "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ăна диплом парса чысланă. Хуçалăхра кашни гектартан тухакан тухăç 31,4 центнерпа танлашнă. 3. Çĕр улми туса илессипе "АСК-Яльчики" сахал яваплă общество палăрнă. Ăна диплом панă. Обществăра 235 гектар лаптăкран кашни гектар пуçне 362,9 центнер çĕр улми пухса илнĕ. 4. Комбайнерсем хушшинчи ăмăртура "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Владимир Ильич Анисимов çĕнтернĕ. Вăл "Дон-1200" комбайнпа пĕтĕмпе 12570 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, "2012 çулхи вырма чемпионĕ" ята, район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Водительсенчен "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Владимир Васильевич Краснов мала тухнă. Вăл ГАЗ-53 автомашинăпа 17890 центнер тĕш тырă турттарнă. Механизаторсенчен "Яманчурино" сахал яваплă обществăри Юрий Сергеевич Быков палăрнă. Вăл ХТЗ-150 тракторпа 510 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă. 5. Ял хуçалăх производствинче ăнăçлă ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысланă: Николай Ильич Чернова, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн водительне; Николай Леонидович Сусметова, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн сысна фермин заведующине; Евгений Алексеевич Козлова, "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕн механизаторне; Полина Александровна Красновăна, "Яманчурино" сахал яваплă обществăн мăйракаллă шултра выльăхсене самăртакан операторне; Светлана Николаевна Бобровăна, "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне сăвакан операторне; Феодосия Семеновна Красильниковăна, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн сысна çурисем илес енĕпе ĕçлекен операторне; Ирина Анатольевна Ивановăна, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн бухгалтерне; Алексей Александрович Трофимова, "АСК-Яльчики" сахал яваплă обществăн водительне; Николай Владимирович Чуманова, А.В.Петров фермер (хресчен) хуçалăхĕн механизаторне.
Источник: "Елчĕк Ен"