Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕре тата çурта пĕрле шута илеççĕ

11 октября 2012 г.

 

Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертỹçин çумĕ Татьяна Расколова вулакансен ыйтăвĕсем çине хуравлать: _ Капиталлă строительство объекчĕсене çĕнĕ йĕркепе шута илеççĕ тенине илтнĕ.Малтанхипе танлаштарсан мĕн улшăннă? _ Зданисемпе сооруженисене, çуртсене, ĕç вĕçленмен строительство объекчĕсене патшалăх учетне илессинче, чăннипех, çĕнĕ йĕрке çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн 39 субъекчĕ çĕнĕ йĕркепе маларахах усă курнă пулсан, пирĕн республикăра вăл кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе кĕнĕ. Çĕнĕлĕх тĕллевĕ капиталлă строительство объекчĕсене кадастр учетне илессипе çыхăннă, çак ĕç 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçланать. Халĕ капиталлă строительство объекчĕсене шута илессине тата кадастр паспорчĕсене парассине БТИ организацийĕсем мар, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнче _ Кадастр палатисенче пурнăçлаççĕ. Унччен вара Кадастр палатисенче çĕр лаптăкĕсене анчах шута илнĕ. Çĕнĕ объектăн кадастр паспортне илес тесен капиталлă строительствăн техника планне тăратмалла. Хальхи вăхăтра ăна БТИ ĕçченĕсем те, кадастр инженерĕсем те туса пама пултараççĕ пулсан, 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа кадастр инженерĕсем анчах. Ĕçе кĕрекен çĕнĕлĕхре чи курăмли, кирли _ çĕр лаптăкĕсем мĕн чухлĕ пулнине кура тата капиталлă строительство объекчĕн техника планĕнче кăтартнине шута илсе çуртсемпе сооруженисен, ĕç вĕçленмен строительство объекчĕсен координачĕсене палăртасси. _ Пурăнмалли уйрăм çурта патшалăх учетне тăратма мĕнле документсем кирлĕ? _ Çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн пурăнмалли уйрăм çурта Кадастр палатинче патшалăх учетне тăратма çак документсем кирлĕ: 1) учета илме ыйтса çырнă заявлени; 2) пурăнмалли уйрăм çуртăн техника планĕ. Ку чухне 2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2012 çулхи чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен техника планĕ вырăнне техника паспортне тăратма юрать; 3) çурт сирĕн пулнине ĕнентерекен документ _ нотариус çирĕплетнĕ оригинал е копи ( енчен те Патшалăх пĕрлехи реестрĕнче куçман пурлăха тата унпа тăвакан ĕçсене регистрацилемен пулсан). _ 2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара объектсене шута илесси хăш вăхăта тăсăлать? _ Çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн капиталлă строительство объекчĕсене учета, улшăнусене шута илес, тата учетран кăларас ыйтусене 20 ĕç кунĕнче татса памалла. Заявленипе тухнă çыннăн ыйтăвне, объекта патшалăх учетне илнине çирĕплетекенни _ алла кадастр паспортне илни. _ Кадастр палати объектсем пирки сведенисене хăш вăхăтра парĕ, уншăн миçе тенкĕ тỹлемелле пулĕ? _ Сведенисем парассине 5 ĕç кунĕнче татса пама тивĕçлĕ. 2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен уншăн укçа тỹлемелле мар. _ Техника планĕ техника паспортĕнчен мĕнпе уйрăлса тăрать, 2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн техника паспортне никĕсе хурса пурăнмалли çурта патшалăх учетне тăратма пулать-и? _ Техника планĕнчи хăш-пĕр сведенисем (объект лаптăкне, вăл миçе хутлă, стенасене мĕнле материалтан тунине палăртни тата ытти сведенисем) техника паспортĕнчи пекех. Уйрăмлăх _ техника планĕнче куçман пурлăх объекчĕ хăш вырăнта вырнаçнине кăтартни. Çакна геодези ĕçĕсене туса ирттернĕ хыççăн анчах палăртма пулать. 2012 çулхи чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен строительство объекчĕсене патшалăх учетне тăратма БТИрен илнĕ пурте пĕлекен техника паспорчĕсемпе усă курма пулать. _ 10 çул каялла эпĕ çурт туянтăм, БТИре техника паспорчĕ илнĕ хыççăн харпăрлăх правине регистрацилерĕм. Халĕ харпăрлăха Кадастр палатинче шута илеççĕ пулсан, малтан илнĕ техника паспорчĕ вырăнне кадастр паспорчĕ илмел-ле-и? _ Сирĕн çурта БТИре шута илнĕ, куçман пурлăха тата унпа тăвакан ĕçсене Патшалăхăн Пĕрлехи реестрĕнче регистрациленĕ пулсан сирĕн документсене çĕнĕрен туса чăрманасси çук. _ БТИне хваттер валли техника паспорчĕ тума заказ патăм, анчах свидетельствăна халĕ те илмен, Росреестр управленине çитсе килме вăхăт çитмест. Пурăнмалли çурт-йĕре йышăннă, шута илнĕ чухне техника паспорчĕпе усă курма пултаратăп-и, е çĕнĕ кадастр паспорчĕ илмелле? _ Ыйту çине тĕрĕс хурав парас тесен сире техника паспортне хăçан панине пĕлмелле. Енчен те эсир ăна 2008 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен илме ĕлкĕрнĕ пулсан, кадастр паспорчĕ илмелле мар, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине пырса хваттере харпăрлăха регистрацилемелле анчах. Техника паспортне 2008 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн илнĕ пулсан хваттере патшалăх регистрацийĕ тума кадастр паспорчĕ кирлĕ. Сирĕн ăна илме Кадастр палатине пымалла. 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен ăна кунта тỹлевсĕр илме пулать. Çакна та асра тытмалла, енчен те техника паспортне улшăну тапхăрĕнче (2012 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен) илетĕр пулсан, сирĕн Кадастр палатине 2012 çулхи чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен çитме ĕлкĕрмелле. Унсăрăн, çĕнĕ йĕркепе килĕшỹллĕн, 2012 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа строительство объекчĕсене патшалăх учетне илме техника планĕ кирлĕ, ăна хатĕрленĕшĕн укçа тỹлемелле пулать.

 

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика