Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак арăмĕ

01 октября 2012 г.

       Çăмăл килмен Агафия Сапожникован пурнăçĕ. Тăватă çулта чухне ашшĕ çĕре кĕрет. 16 çулта виçĕ пĕр тăван амăшĕсĕр тăрса юлать. Çав çулах вĕсен çурчĕ çунса кĕлленет. Ăçта каймалла виçĕ тăлăхăн? Çулла вĕсем пурăнкаланă-ха, пахчара çĕр улми пур. Хĕле кĕрсен мĕн тумалла? Ачасене кỹршĕсем хỹтлĕхе илнĕ. Акаç аппа Энтепере 4 класс пĕтерет, малалла вĕренес ĕмĕтпе çунатланать. Шăмалакри шкула утать. Анчах тумтир çукран малалла вĕренме тỹр килмен. 2 çултан тăван ялта та 7 класлă шкул уçăлать. Вара унта хавасланса каять вăл. Йывăр пулсан та 7 класс вĕренсе пĕтерет. Хăйĕн пурнăçĕнчи самантсене аса илсен, куçĕсем шывланаççĕ ватă çыннăн... Пỹрт хутмалла, вутă çук. 14 çулхи ачасем çичĕ çухрăмра вырнаçнă Шăмалак вăрманне вут-шанкă пуçтарма çỹренĕ. Туратсене çурăм çинче йăтса килсе пỹрт хутса пурăннă тăлăхсем. Унтан 16 çулхи хĕре халăхран сĕт пухас ĕçе шанаççĕ. Ăна лашапа 10 çухрăмра вырнаçнă Аслă Пăла Тимеш ялне леçсе панă вăл. Хаяр вăрçă çулĕсенче Улатăра окоп чавма çỹренĕ Агафия Викторовна. Киря вăрманĕнче вăрман та сахал мар каснă. Шкулта 8 çул завхоз пулса ĕçленĕ чухне Карапай Шăмăршăра вăрман каснă, вутта шкул валли вăкăрсемпе яла турттарнă. "Вутăпа килнĕ чухне кашкăрсем хыçран хăваланисем халĕ те куç умĕнчех", - тет Акаç аппа. 1948 çулхине Агафия Викторовна Энтепе каччипе - Михаил Пантелеймоновичпа - çемье çавăрнă. 7 ача çуратса ỹстернĕ Сапожниковсем. Шел пулин те, унăн мăшăрĕ, вăрçă ветеранĕ, 27 çул каяллах çĕре кĕнĕ. Савăнмалăх пур амăшĕн ачисемпе. Аслă ывăлĕ, Виталий, Германинче 4 çул службăра пулнă хыççăн Афган вăрçине лекет. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура, Шупашкарта пурăнать. Хĕрĕ, Евгения, тăван колхозра бухгалтерта ĕçлесе пенсие тухнă. Çемйипе ялтах пурăнать. Валерий ывăлĕ - Елчĕкре. Валентина 34 çул сывлăх хуралĕнче. 22 çул Çĕнĕ Шупашкарти травматологи уйрăмĕнче аслă сестра пулса ĕçлет. Николай - инженер-строитель. Юрий Çĕнĕ Шупашкарти больницăра, кĕçĕн хĕрĕ, Тамара, Шупашкарти пĕр организацире аслă бухгалтерта тăрăшаççĕ. Мăнукĕсемпе те мăнаçланать Акаç аппа. Вĕсем те аслă пĕлỹ илсе тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра 15 мăнук, 15 кĕçĕн мăнук А.Сапожникован. Çулне пăхмасăр Акаç аппа паян та чĕнтĕрлесе çурăм ăшшисем, тутăрсем çыхать. Пахчара, кил хушшинчи ĕçсене те пурнăçлать. Куçлăхсăрах хаçат вулать, уйрăмах "Елчĕк ене" юратать. Паянхи кун килĕнче ывăлĕпе кинĕпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать вăл. Пурне те хăйĕн пек нумай çул пурăнма пиллет ватă. Кăçал 90 çул тултарнă май Агафия Викторовнăна Раççей Президенчĕ В.Путин саламлă открытка ячĕ. Ăна район пуçлăхĕ килне пырса саламларĕ

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика