03 сентября 2012 г.
Килти музей Кавалти Казаковсем Тĕп урамра пурăнаççĕ. Вĕсен тĕлне шыраса тупма йывăр мар, пĕчĕк хапха тăррине кунта камсем пурăннине пĕлтерсе нимĕç чĕлхипе çырса хунă. - Мĕншĕн чăвашла е вырăсла мар?- ыйтатăп кил хуçинчен. - Кĕрỹ Германи çĕр-шывĕнче пулсан асăнмалăх çыртарса килнĕ ăна, - пĕлтерет кил хуçи. Картишне, пỹрте кĕнĕ май тĕлĕнмелли пайтах тупăнчĕ. Мĕн тетĕр, пысăк çурта пĕр утăм ярса пуссасăнах аваллăх тĕнчине кĕрсе ỹкнĕн туйрăм. Мĕн кăна çук-ши Казаковсен çуртĕнче? Стенасемпе сентресем пĕрре те пушă мар: ĕлĕкхи савăт-сапа, ял хуçалăхĕнче, килте усă курнă хатĕрсем, пир-авăр "техники", пусма-тавар... Кашни япалана пĕлсе вырнаçтарнă, мачча кашти çинче спорт пушмакĕсем, балалайка... çакăнса тăраççĕ. Ыт ахальтен мар чи курăнакан вырăна хунă вĕсене, кĕрỹшĕпе мăнукĕн спортри пĕрремĕш утăмĕсене аса илтереççĕ вĕсем. Кĕрỹшĕпе мăнукĕ çăмăл атлетикăпа туслă. Мăнукĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ кукамăшĕпе кукашшĕ. Казаковсен "музейне" çывăхра пурăнакансем пырса курнă. Шкул ачисем вара ĕлĕк килте усă курнă япаласенчен чылăйăшне пĕлмеççĕ. Кăмăллă кил хуçи кашни экспонатпа тĕплĕ паллаштарма тăрăшать шĕвĕрккесене. - Аваллăхсăр малашлăх çук. Чăваш йăли-йĕркине ачасене çамрăкран хăнăхтармалла, - тет вăл. Çавăнпа та ĕлĕкхи япаласене пырса курас текенсене тарават вĕсем. Экспонатсене пĕрерĕн-пĕрерĕн тĕрлĕ çĕртен пуçтарнă. Ватăсем кĕрỹшĕ тăрăшуллă пулнине палăртаççĕ. Вăл пуçаруллă пулнăранах йĕркеленнĕ те музей. - Кунти япаласем иртнине манма памаççĕ. Çавна май ачалăхпа çамрăклăх куç умне тухса тăраççĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем, çапах епле илемлĕ вăхăт. 50 çул ытла пĕрле пурăнатпăр, нуши-тертне те самаях астиврĕмĕр, çапах чун-чĕре ватăлмасть,- калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Лиза аппа. Капмар çуртра Казаковсем иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Çитмĕлтен иртнĕ ватăсем хăйсен вăйĕпе ăсталанă çуртра тирпейлĕ те хăтлă. Кил хуçи хĕрарăмĕ епле тасатса пĕтерет пулĕ кермене, чăннипех те пỹлĕмĕсем пĕринчен тепри пысăк. - Эпир мулшăн, пуянлăхшăн çунакан çынсем мар. Çемье педагогикинче чи малта тăракан ыйту вăл пирĕн яланах перекетлĕх пулнă. Тарпа мĕн тунине хисеплеме пĕлни питех те пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ теççĕ. Авă мĕн пуррине пуçтартăмăр та музей ăсталарăмăр. Пирĕнтен юлать вĕт вăл, - тет Елизавета Семеновна. Ун çумне Николай Михайлович хушса хурать: - Çут тĕнчери нимĕнле хака та виçме çук ырлăх вăл - ыр кăмăллăх, туслăх, юрату. Çав пуянлăха кăна хавшама, хăрма памалла мар. Вара телей кайăкĕ пуç çийĕнех вĕçĕ. Ку вăл ытларах хамăртан килет. Турă çырнă вĕсене Ачалăхĕ çăмăл килмен Николайпа Елизаветăн. Тантăшĕсен шăпи те вĕсенчен пит уйрăлсах тăман. Çавăнпа та вĕсем те ыттисем пекех пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçса ỹснĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах тăван хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Ар çулне кĕрсен чунне çывăх хĕрпе туслашнă. 1961 çулхи хĕллехи Микула кунĕ Елизавета Сынковăпа Николай Казаков çемье чăмăртанă. Çак тарана çитиччен çемьере килĕшỹлĕх хуçаланать. Чашăк-тирĕк шакăртатасси пулнах пулĕ-ха пилĕк теçетке çул хушшинче, анчах çав сасса ял-йыш мар, кỹршĕ-аршă та илтмен. Юрату çирĕплĕхне мăшăр хăй çеç пĕлет. Вĕсем çемье телейне пĕр-пĕрне шаннинче, ăнланнинче, ачаранах лайăх пĕлнинче кураççĕ. Пĕр-пĕрин туйăмĕсене вăхăт та тĕрĕсленĕ. Аслă хĕрĕ 7 уйăхра чухне пĕр ачаллă арçынна салтака илсе каяççĕ. Вутра ăшталаннă ун чухне çамрăк арăм çумра юратнă мăшăрĕ пулайманшăн. Чунри вĕри юрату сăмахĕсене çырусенче шăрçаланă. Виçĕ çул хушшинче чĕрери туйăмсем тата вăйланса тĕрекленнĕ. Вăхăт пĕр шиксĕр ыткăнать. Паянччен пĕр-пĕрне юратса, куçран куç пăхса пурăнаççĕ вĕсем. Пĕр-пĕрин сăмахĕсене яланах шута хураççĕ. Йĕппи хыççăн çиппи пырать тенĕ евĕр, Елизавета Семеновна мăшăрĕн сăмахне мала хурать. "Арçын арçын вырăнĕнче пулмалла",- тет вăл. Анчах пилĕк хутчен операци сĕтелĕ çине выртнă Николай Михайлович юлашки çулсенче мăшăрне ытларах шаннине пĕлтерет. "Епле пулсан та кил-çурт илемне хĕрарăм тăвать. Мĕн чухлĕ чечек çитĕнтерет вăл. Вăхăтĕнче ал ĕçне мĕн чухлĕ ăсталанă тата?"- арăмĕ çине ăшшăн пăхать арçын. Чирленĕ вăхăтра юратнă çыннăн çепĕç сăмахĕсене илтсенех чунра çăмăл пулса кайнине туятчĕ-çке вăл. Ĕмĕрĕсене ĕçлесе ирттернĕ мăшăрăн ял çинчи ят-сумĕ те пысăк. Николай Михайлович "Победа" колхозăн уй-хир бригадирĕнче, трактористра, трактор бригадин бригадирĕнче тăрăшнă. Пĕр вăхăт çул-йĕр тунă çĕрте ĕçленĕ. Н.Казаков "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнĕ. Елизавета Семеновна та тăван хуçалăхран самантлăха та уйрăлман. - Ĕçленĕ чухне кану çинчен шухăшламан, ывăннине те астумастпăр,- теççĕ халĕ ватăсем. - Алăсем пирченĕ пулсан та кил хушшинче ĕçсене хамăрах пурнăçлатпăр. Акă çĕр улми кăларма вăхăт çитрĕ. Часах ачасемпе мăнуксем вĕçтерсе килеççĕ. Икĕ хĕр çитĕннĕ туслă çемьере. Амăшĕпе ашшĕн сăпайлăхĕпе ĕçченлĕхне курса ỹснĕ хĕрсем хăйсен ĕç вырăнĕсене тупнă. Телефон шăнкăртатсах тăрать, Тамарăпа Светлана хĕрĕсем ашшĕпе амăшĕн сывлăхĕпе интересленсех тăраççĕ. Кĕрỹшĕсем те хуньăшĕнчен юлмаççĕ, правур та ĕçчен. Çу кунĕсене ялта ирттерме тăрăшаççĕ ачисемпе мăнукĕсем. Вĕлле хурчĕ пек кĕрлесе тăрать Казаковсен çурчĕ. Хапха умнех ăсатма тухрĕ тараватлă та телейлĕ мăшăр. Умри пысăк пахчара тăрăшуллă ватăсем лартнă йывăçсемпе чечексем ешереççĕ. Унччен те пулмарĕ, икĕ пилеш кайăкĕ турат çине килсе ларчĕ те çепĕç юрă шăрантарма пуçларĕ. Çĕр çинче çирĕппĕн тăракан, пĕр-пĕрне чунтан юратакан Казаковсене малашлăхра та телей сунса шăрантарчĕç те шăрантарчĕç илемлĕ кайăксем юрату юррине...
Сăн ỹкерчĕкре: Казаковсем.
Источник: "Елчĕк Ен"