Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле халех хатĕрленмелле

22 августа 2012 г.

Тунти кун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Лаш Таяпа ялне никĕсленĕренпе 400 çул çитнине уявлани çỹллĕ шайра, халăха килĕшмелле иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх вăл çакнашкал уявсене йĕркелекенсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Район администрацийĕн строительство, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Петров хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе ирттерес ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Елчĕкри нумай хваттерлĕ 40 çуртран 39-шне уйрăммăн, хваттер хуçисем хăйсем хутса ăшăтаççĕ. Ку енĕпе ыйту çивĕч тăмасть. Шкулсене, культура çурчĕсене, районти тĕп больницăна ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене хутса ăшăтакан 74 котельнăй, ăшăтмалли системăсем юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хатĕр пулмалла. Çакăншăн пĕтĕмпех учрежденисен ертỹçисем яваплă. Елчĕкри газ участокĕн начальникĕ А.Львова котельнăйсене, вĕсенчи оборудованисене юсас, тĕрĕслеттерес, çуртсене хутса ăшăтма ирĕк паракан документсене хатĕрлес ĕçсем çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов ял хуçалăх отраслĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Унти тĕп ĕçсем халĕ _ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине вĕçлесси, кĕрхи культурăсем акасси, суха тăвасси. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче тыр-пула пуçтарса кĕртмелли лаптăк пысăк мар, анчах хресчен (фермер) хуçалăхĕсем юлса пыраççĕ. Кĕрхи культурăсене акса пĕтерме вăхăт. Анчах хальлĕхе акса хăварма палăртнă лаптăкăн çурринче те çак ĕçе пурнăçламан. Канашлура уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатассипе пĕрлех халăхран пухакан сĕт хакĕсем пирки те сăмах хускатрĕç. Хальлĕхе Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенчи тата ытти хăш-пĕр ялсенчи хатĕрлевçĕсем çеç пĕр килограмм сĕте 9 тенкĕпе туянаççĕ. Ыттисенче 8 тенкĕ е унран 50 пус хаклăрах. Çакă халăха тивĕçтермест.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика