Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксем мĕнле?

20 августа 2012 г.

Куллен кирлĕ апат-çимĕç таварĕсен ваккăн сутмалли хакĕсем Елчĕк районĕнчи суту-илỹ предприятийĕсенче çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне мĕнле пулнине пăхса тухнă. Çак продуктсен хакĕсем иртнĕ эрнери пекех: чăх какайĕ (окорочкасăр пуçне) 1 килограмĕ 116 тенкĕ, шăннă пулă - 75 тенкĕ, чăх çăмарти (1теçетке) - 30 тенкĕ, ыраш тата ырашпа тулă хутăшлĕ çăкăр (1 килограмĕ) - 20 тенкĕ, çăкăр тата булка изделийĕсем - 30 тенкĕ, тулă кĕрпи - 15,67 тенкĕ. Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕпе танлаштарсан çак продуктсен хакĕ (1 килогрампа) чакнă: - сахăр песукĕ 1,83 тенкĕ (5,2 процент), унăн хальхи хакĕ 33,50 тенкĕ; - тип çу - 1 тенкĕ (1,9 процент), унăн хальхи хакĕ 52,25 тенкĕ. Куллен кирлĕ апат-çимĕç хакĕсем ỹснĕ: - тулă çăнăхĕ - 5,5 тенкĕ (31,4 процент), унăн хальхи хакĕ 33 тенкĕ; - вермишель - 2,25 тенкĕ (11,5 процент), унăн хальхи хакĕ - 21, 75 тенкĕ; - хура тул кĕрпи - 1,33 тенкĕ (4,2 процент), унăн хальхи хакĕ - 33 тенкĕ; - 1 литр сĕт - 1,08 тенкĕ (3,3 процент), унăн хальхи хакĕ - 31,33 тенкĕ; - тăвар - 0,25 тенкĕ (2,4 процент), унăн хальхи хакĕ - 10,75 тенкĕ; - рис кĕрпи - 0,66 тенкĕ (2,3 процент), унăн хальхи хакĕ - 29,33 тенкĕ; - пан улми - 0,33 тенкĕ (0,1 процент), унăн хальхи хакĕ - 58,33 тенкĕ; Куллен кирлĕ апат-çимĕç таварĕсен ваккăн сутмалли хакĕсем ỹснин сăлтавĕ поставщиксем хаксене ỹстернипе çыхăннă. Хаксен мониторингне район администрацийĕн экономика пайĕ ирттернĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика