15 августа 2012 г.
Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8847 гектар (50 процент) вырнă, 8416 гектарне (вырнин 95 проценчĕ), пĕтĕмпе 189878 центнер, çапса тĕшĕленĕ. 1 гектартан тухакан тухăç 22,6 центнер. Чи пысăк тухăç "Колос" ЯХПКра _ 36,0 центнер, чи пĕчĕк тухăç _ "Родник" аỸф" ОООра _ 7,1 центнер. Кĕр тыррисене акма 4376 гектар (80 процент) çĕр хатĕрленĕ. 4935 гектар (26 процент) кĕрхи çĕртме сухи тунă. 3555 гектар çинчи улăма пухса хушăксене хывнă. "Прогресс", "Яманчурино", "Рассвет", "Комбайн", "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçе уйрăмах лайăх йĕркеленĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"