18 июля 2012 г.
Совет Союзĕн Геройĕ Семен Алексеевич Андреев çуралнă ялта - Энтепере тĕлĕнмелле ырă шухăш-кăмăллă, пултаруллă çынсем ỹссе çитĕннĕ. Çак пысăках мар ялтан темиçе паллă поэт, писатель тата ытти професси çыннисем тухнă. 15 çул каялла Валерий атте (Валерий Данилов) тăрăшнипе ялта чиркỹ уçнă. Кăçалхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ Сăрьел ялĕ енчен Энтепене пырса кĕнĕ çĕрте 7 метр тăрăшшĕ хĕрес вырнаçтарнă. Ăна çак ялта çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкар районĕнчи Апаш поселокĕнче чиркỹ пачăшки Анатолий Тюбек (Анатолий атте) тăрăшнипе лартрĕç. Палăртнă ĕçе хăвăртлатассинче ялти ытти çынсем те хастар хутшăнчĕç. Çакăн пек хĕресе Кивĕ Арланкасси ялне те (Кушкă енчен пырса кĕнĕ çĕрте) вырнаçтарнă. Анатолий атте хăйне çак ĕçе тăрăшса пурнăçлама мĕн хистенине те пытармасть. - Манăн ачалăхăм иртнĕ яла - Энтепене, асран кайми аттен ялне - Кивĕ Арланкассине яланах çак икĕ хĕрес усал-тĕселтен сыхласа тăччăр. Виçĕ ял варринче - чиркỹ. Манăн юратнă ялăн çыннисем , çывăх тăвансем канлĕхре кăна пурăнччăр. Çакăншăн хамăн вăй-хала пĕрре те шеллемĕп, - тет вăл. Анатолий атте çак сăваплă та таса ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ парса пулăшнă çынсене пурне те тав турĕ. Сергей Клементьевпа Александр Андреев çак ĕçе пурнăçлассинче ытларах та тỹпе хывнине палăртрĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"