"Алăк уçăлмассерен пỹрте атте кĕрсе тăрасса кĕтеттĕмĕр" Ашшĕ вăрçа кайнă чухне çулталăкри Рифкат утма-чупма та вĕренсех çитмен-ха. Ăна фронта ăсатнине те астумасть. Апла пулин те 1943 çулхине вăл вилни çинчен пĕлтерни ĕмĕрлĕхех пуçра юлнă: амăшĕпе тетĕшĕ те, кỹршĕ-аршăсем те татăлса йĕреççĕ. Пурте çын вĕлерен фашистсене ылханать. "Анне, ан йĕй! Атте пĕйех килет вăл" тесе йăпатать çав вăхăтра унăн чĕрçи çинче ларакан Рифкат амăшне ыталаса. Çакна илтсен йĕрекенсем сасартăк шăпланаççĕ. "Тен, ача сăмахĕ тĕле килĕ? Тен, çыру çыраканни йăнăш хыпар янă?" - хăйсен чунĕсене хăйсем лăплантараççĕ хурлăх йăтăнса аннă килте пулнисем. - Чăнах та, анне куçĕсене ĕмĕрлĕхе хупичченех атте таврăнасса кĕтрĕ, - тет Рифкат Сабирович Харисов, ялти сумлă ветерансенчен пĕри. - Малтанхи çулсенче пăлтăрта шăкăрт! сасă пулсанах "Атте килмерĕ-ши?" тесе алăк патне чупаттăмăр... Çапла ашшĕне кĕте-кĕтех ачасем çитĕнеççĕ, пĕчĕклех амăшĕн чăн-чăн пулăшаканĕсем пулса тăраççĕ. Йывăрлăх хистет: ĕçлеме те, вĕренме те Рифкат тетĕшĕ Мидхат, маларах шкулта вĕренме тытăннăскер, хăй çамрăк пулсан та амăшĕпе шăллĕне май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Çав вăхăтрах, епле йывăр пулсан та, аслă пĕлỹ илме майне тупать. Кайран тăван килне кучченеçсĕр пуçне укçи-тенкине те, хуçалăхра кирлĕ хăш-пĕр япалине те илсе килет. Вăл, Уралти строительство институтĕнчен диплом илсе тухать те, çемйипе яланлăхах Хусана, "пĕчĕк тăван çĕр-шывĕ" çывăхнерех вырнаçать. Мĕн пенсие тухиччен хулари пысăк предприятисенчен пĕринче ертсе пыракан специалист, каярахпа инженер-механик пулса тăрăшать. Паллах, вăрçă çулĕсем уншăн та çăмăл килмен. Анчах кĕçĕннишĕн тата та йывăртарах пулнă. Шкула иккĕшĕ те çăпатапа çỹренĕ-ха, кĕрлĕ-çурлă çанталăкра урисем ан йĕпенччĕр тесе унăн тĕпне ятарласа ăсталанă такан вырнаçтарнă. Иккĕшĕ те ачаллах ĕç çумне çыпăçнă. Амăшĕ, мăшăрсăр юлнă пулсан та, килте ĕне те, сурăхсемпе чăх-чĕп те тытнă. Анчах выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн ытларах пайне - сĕчĕпе аш-пăшне те, çăмпа çăмартине те патшалăх, фронт фондне хывмалла пулнă. Колхоз ĕçлекенсене кăштах çăкăр парса хавхалантарнăран ачасем пĕчĕккĕллех çум çумлама, ытти ĕç тума хутшăннă. Вуннă-вун иккĕрисен вара аслисемпе пĕр тан алăпа тырă вырма, лавпа кĕлте турттарса капан тума, кĕр енне кайсан е хĕллехи шартлама сивĕре те кăткăс молотилкăпа авăн çапма тивнĕ. Аслăраххисене хĕллехи вăхăтра вăрман хатĕрлеме янă. Ăна ал пăчкипе каснă, лавпа сĕтĕрттерсе кăларнă, малтан пĕр çĕре купаланă, унтан - яла турттарнă. Пĕррехинче Рифкат вăрмантан таврăннă чухне чутах шăнса вилмен. Вăрăм пĕренесем тиенĕ лавăн хыçалти хушма çунашки сулăнса кайнă та йывăçсем çул хĕррине йăваннă. Пĕчченех пулнăран лава темиçе сехетсĕр те тепĕр хут тиеме май килмен. Çитменнине вăйлă çил-тăман тухса каять. Çавăн чухне йĕкĕт алли-урине, пит-куçне тăм илет. Çакăн хыççăн йывăр чирлесе ỹкет, темиçе уйăхран çеç аран-аран ура çине тăрать. - Çапах та сирĕн теветкеллĕх пысăк пулнă. Аслă пĕлỹ илмесĕрех район шайĕнчи ертỹçĕ таранах ỹсме пултарнă, - тетĕп Рифкат Харисовăн шухăшлă куçĕсенчен пăхса. - Ача çулĕсенче вĕренме май килмерĕ çав. Çиччĕ хыççăн шкула тỹлеме (çулталăка 150 тенкĕ хывмаллаччĕ) укçи те, йĕркеллĕ çи-пуçĕ те пулмарĕ. Çавна пула каярахпа Шупашкарти çитĕннисене куçăмсăр майпа вĕрентекен вăтам шкулта пĕлỹ пухса аттестатлă пултăм. Анчах ĕçре, те хам активлă пулнипе,- яланах мана ỹстерсе, çĕклесе пынă. Уншăн савăнатăп вара. Колхозра кăштах фермăра ĕçленĕ, мăшăр лашапа уй-хире сỹреленĕ, виçĕ лаша туртакан икĕ тренлĕ плугпа суха тунă çĕрте час-часах парнене тивĕçнĕ. Унтан ăна ялти клуб заведующийĕ тата библиотекарь пулма уйăрса лартаççĕ. Çав çулсенчех темиçе хутчен те комсомол организацийĕн секретарĕ пулма суйлаççĕ. Каярахпа, парти ретне тăрсан, çичĕ çул бюро секретарĕ пулать. Пуçаруллă, ялта сумлă пулнăранах ăна партипе совет шкулне вĕренме, хăйĕн тавра курăмне ỹстерме тата анлăлатма яраççĕ. Диплом илнĕ хыççăн "Победа" колхозра экономистра, "Марсра" - тĕп экономистра тăрăшать. Унтан, мĕн пенсие тухичченех, районти потребительсен обществинче (пĕтĕмпе 20 çула яхăн, вун икĕ çулне правлени председателĕнче) вăй хурать. Кунта вун-вун наградăна, çав шутра "Потребитель кооперацийĕн отличникĕ" хисеплĕ ята та тивĕçет. Эпир тăрăшмасан кам? - Сире ялта та, районта та канлĕхсĕр общественник пулнипе пĕлеççĕ. Çав туртăм ăçтан "вăраннă" сирте? - Хама çынсем хисепленине тата шаннине ăнланса илсен. Аслăрах ăрурисем халăхшăн тăрăшни, çĕр-шыва парăнса темле йывăрлăха та çĕнтерме хатĕр пулни кăмăла каятчĕ. Вăрçă вăхăтĕнче кỹршĕллĕ Энтепе каччи Семен Андреев тăшмана хирĕç пынă хаяр çапăçури хăюлăхпа паттăрлăхшăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕç пулни хавхалантаратчĕ. Хастар ĕçре орден-медальсем çĕнсе илнĕ ентешсене те чунтан хисеплетĕп. Вĕсем маншăн тĕслĕх пулнă, манăн ялан вĕсем пек пулас килетчĕ. Манра хамăр пурнăçшăн, телейшĕн вăйне та, сывлăхне те хĕрхенмесĕр тăрăшнисене халăх асĕнче ĕмĕрлĕх хăварас туйăм амаланса, вăйланса тăратчĕ. Халĕ те çаплах. Паллах, пĕччен пурне те тума вăй çитерейместĕн. Рифкат вара хăйне юлташсем, туссем тупма ăста. Ялти культура ĕçченĕсем, депутатсем, шкул дирекцийĕпе вĕрентекенсем, колхоз тата бригада ертỹçисем унăн пуçарăвĕсене хапăлласах йышăнаççĕ. Шăпах вĕсем çине тăрса пулăшнипе Сăрьелтен вăрçа кайнă, унта вилнĕ е яла каялла таврăннă мĕн пур çыннăн (пĕри юлмиччен) списокне туса çитереççĕ. Юратнă ашшĕ Ленинград таврашĕнче выртса юлни çак ĕçе тата та тĕплĕнрех тума хистет. Кĕçех ял варринче Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса палăк çĕкленсе ларать, укăлчара, шăпах Рифкат хуçалăхĕпе юнашарти пушă вырăнта, Паттăрсен аллейи уçăлать. Культура çурчĕпе обществăлла вырăнсенче "Вĕсем Тăван çĕр-шывшăн кĕрешсе пурнăçне панă" тата ытти тĕрлĕ стендсем, куравсем йĕркеленеççĕ. Ялти ĕçпе тата фронтра паттăрлăхпа палăрнисене район историйĕпе энциклопедине кĕртме документсем хатĕрлесе параççĕ. Часах ялти тĕп тỹремре, сывлăхĕ начаррине пула вăрçа каяйман, анчах фронта питех те нумай пулăшнă, хăйĕн укçипе А.В. Кочетов герой-летчик валли çар самолечĕ туянса панă, нумай çул "Марс" колхоза ăнăçлă ертсе пынă А.Г.Гаязов ячĕпе палăк лартаççĕ. - Çав ĕçсене пурнăçлама вун-вун çын ырми-канми тăрăшнă, чылайăшĕ хăйсен укçи-тенкине те хывнă,- палăртать Рифкат Сабирович. -Уншăн тỹрĕ чунлă халăха тав тумалла. Гаязов палăкĕнче вара ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн К.С.Мифтахутдиновăн тỹпи те пысăк. Вăл çак ĕçĕн тĕп спонсорĕсенчен пĕри пулчĕ. - Çапах та,_ хушса хурать вăл тепĕр вăхăтран,- чăн-чăн паттăрсен ятне тата вĕсен ĕçне пулас ăрусем валли хăварассипе нумай ĕçлемелле-ха. Акă, иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăннисем иккĕн кăна юлчĕç. Тыл ĕçченĕсем те, çав çулсенче пысăк тертпе нуша курнă вăрçă ачисем те хăвăрт сайралаççĕ. Вĕсем çинчен паянхи ăрăва уçăмлăн каласа памалла, историе кĕртсе хăвармалла. Çакă маншăн та, ыттисемшĕн те - чыс тата тивĕç. Эпир тумасан кам пурнăçлĕ çав таса та сăваплă ĕçе? Хам енчен çакна хушам: Рифкат Сабировичăн вăйсăр тата чирлĕ, инкеке лекнисене пулăшас туйăмĕ те пысăк. Вăл, "Ачалăхшăн, ачасен ырлăхĕшĕн" марафона хутшăнса, пенсийĕн 500 тенкине хыврĕ. Халĕ, акă, Краснодар крайĕнче шыв илнине, Украинăра çул-йĕр инкекне пула шар курнисене пулăшас тĕллев тытнă. |