Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ ăру профессийĕ

10 июля 2012 г.

Кавал ялĕпе аслă çул иртекен асфальт хĕрринчи кăвакпа сăрланă пĕчĕк йывăç çурт пĕрре те çынран татăлмасть. Почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Светлана Сергеева кашни çынна тарават. Пурне те çепĕç чĕлхепе, ăшă кăмăлпа йышăнать. Вăл кунта ĕçлеме пуçлани вунă çул. Çак тапхăрта Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел, Кавал çыннисем хаçат-журнал çырăнса илесси палăрмаллахсрĕ. Кунта 578 экземпляр хаçат-журнал илсе тăраççĕ, вăл шутран "Елчĕк ен" хаçата - 191. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта район хаçатне илсе тăракансен йышĕ татасни те кăмăллă. Çамрăк ертỹçĕ уяв умĕн почтальонкăсен маттурлăхне палăртмасăр иртмест. Надежда Романова çирĕм çул Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа, ватăсене, инвалидсене пенси-пособипе тивĕçтерет. Вуншар çул инçе çула çывăхлатса çуран утнă пултаруллă почтальонкăна нумаях пулмасть велосипед панă. Хăйĕн ĕçне хисепе хуни савăнтарать Надежда Васильевнăна. - Сисĕнмесĕрех иртеççĕ çулсем. Шутламан-туман çĕртен çыхăну ĕçченĕ пулса тăтăм. Ялта кашни ĕç шутлă. Уйрăмах çамрăк хĕрарăмсем ĕç вырăнĕ шыраса хăшкăлаççĕ. Çавăнпа та анне почтальонкăра ĕçлеме сĕнсен нумай шухăшласа тăмарăм, килĕшрĕм. Малтанах ĕç-хĕле ăнланас тесе пĕр уйăх ял çыннисене хаçат-журнал валеçрĕм. Унтан яваплă должноçа сĕнчĕç. Кукаçипе аннен ĕçне малалла тăсасси темрен те паха,- тет Светлана Васильевна. Светлана Сергеева - Кавалти Павловсен кĕçĕн хĕрĕ. Исемпел çамрăкне качча тухнăскер, кашни кунах кỹршĕ ялтан ĕçе çỹрет. Çăмăл машинăпа. Маттур хĕрарăмăн ĕçĕпе кăмăллине пĕлтереççĕ. - Почтăран çын ан татăлтăр. Хаçат-журнал, тĕрлĕ тавар туянакансене, ытти тĕрлĕ ĕçсемпе килекенсене те хапăл эпир. Паян çыхăну отраслĕ нумай енлĕ аталаннă. Ĕç вĕресе тăрать пирĕн,- тет клиентсене черет тăратма хăнăхман ертỹçĕ. Çутăшăн, газшăн тỹлекенсене вăр-вар йышăннине пăхса тăрсан чун савăнать. Акă вăл почтальонкăсене пенсипе пособи укçи шутласа парать те телефоншăн тỹлеме килнĕ çынна йышăнать. Пĕр сăмахпа, пушă вăхăт çук Светлана Сергееван. - Шаннă ĕçе чунтан юратса пурнăçланипе кун иртнине те сисместĕн,- пĕлтерет вăл. Светлана Васильевна ĕçе амăшĕнчен вĕренсе, хăнăхса юлнă. Çавăнпа та Валентина Павловăпа тĕл пулса калаçрăмăр. Валентина Поликарповна 30 çул почтăра тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне пысăк хастарлăхпа пурнăçланă хĕрарăм ял çинче паян та хисепре. Пенсие тухсан та ултă çул такăрлатнă вăл çав сукмака. - Ача-пăча чухнех атте пире урампа урам уйăрса парса хаçат валеçтеретчĕ. Ун чухне хаçат çырăнман çурт çукчĕ. Çавăнпа çĕклем самай йывăрччĕ,- калаçăва пуçарнă май сăмах çăмхи уçăлчĕ пирĕн. Валентина Поликарповна мăшăрĕ, Василий Сергеевич та, çыхăну ĕçĕнчен аякра тăманскер, пирĕнпе хаваспах хутшăнчĕ. Вăл хĕллехи кунсенче кочегар пулса ĕçленĕ унта. Малтан хуньăшне, унтан мăшăрне, халĕ, мĕн пытармалли, хĕрне май килнĕ таран пулăшма васкать пенсионер. Килте ахаль ларма хăнăхманскер, хĕлле уйрăмах ĕç нумай унăн. Асфальт хĕрринчех вырнаçнă çурт умне хĕл кунĕнче тем çỹллĕш юр хỹсе хăварать çул хыракан техника. Çил-тăманлă çанталăкра çыхăну уйрăмне пырса кĕме те çук. Василий Сергеевич ỹркенсе тăракан йышши мар, ир-ирех юр тасатать. Тăван хуçалăхра строительство бригадинче чылай çул вăй хунăскер, хальхи почта çурчĕн историне те аван пĕлет. - Çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче ялти çыхăну уйрăмĕн çурчĕ çунса кайрĕ. Вăл хальхи правлени çурчĕ вырнаçнă çĕрте ларатчĕ. Кĕрлĕ-çурлă вăхăтра почтăна пырса кĕме çукчĕ. Çавăнпа та Шăмалакран куçарса килнĕ йывăç çурта çул хĕррине лартрăмăр. Кирек хăш вăхăтра та пырса кĕме меллĕ пултăр тесе,- пĕлтерет Василий Сергеевич. Унтанпа хĕрĕх çул иртсе кайнă. Çурт та кивелнĕ. Апла пулин те шалта çутă. - Пурнăç улшăннăçемĕн çыхăну ĕçĕсем те улшăнчĕç. Халĕ пĕтĕм ĕçе компьютерпа пурнăçлаççĕ. Эпир ĕçленĕ чухне миххи-миххипе çырусем килетчĕç, ял çыннисем хуларисене уйăхра 70-шер посылка ярса паратчĕç. Миçе тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнмастчĕç тата? _ аса илет Валентина Поликарповна. - Эпĕ района юланутпа почта илме мĕн чухлĕ кайман-ши? Икĕ-виçĕ михĕ хурса килеттĕм. Çынсем кĕтекен ăшă хыпарсене хăвăртрах пĕлтерес килетчĕ вĕт. Халĕ вырăнах килсе параççĕ... Павловсем почта ĕçченĕсен династине пуçарса яракана - Поликарп Степанович Маркова ăшшăн аса илеççĕ. Вăрçă ветеранĕ пĕр вăхăт учительте тăрăшнă. Унтан Кавалти çыхăну уйрăмне ертсе пынă. Ял çыннипе пĕр чĕлхерен пурăннă Поликарп Степанович. Вăтăр çул хушшинче вăл ертсе пынă çыхăну уйрăмĕ пĕрре мар ăмăрту çĕнтерỹçи пулнă. Харсăр та ăш пиллĕ ĕçпе вăрçă ветеранне ял халăхĕ халĕ те манмасть. П.Марковăн Петя ывăлĕ те почтальонра 10 çул ытла тăрăшнă. Унăн мăшăрĕн, Надеждăн та, çыхăну ĕçĕнчи стажĕ 8 çул ытла. Поликарп Степанович пуçарса янă династин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 90 çултан иртет. Вăл тата малалла тăсăласса шанатпăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика