Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн вăхăт уйăрар

31 мая 2012 г.

   

      Йĕркеллĕ ашшĕ-амăшĕ ывăлне е хĕрне наркотик тытăмне е ытти сиенлĕ йăла тыткăнне лекесрен асăрхать. Кашниех ачисене ырă-сывă, ăслă-тăнлă, обществăна юрăхлă курасшăн. Çемье, унти хутшăнусем ачашăн воспитани тĕкĕрĕ пулса тăраççĕ. Ача çитĕннĕ май аслисен тыткаларăшне, хутшăнăвĕсене асăрхаса вĕсем пек пулса ỹсет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн хăйсен ырă тĕслĕх пулмалла. Сăмах май, енчен те ашшĕ хăй те пирус туртать е ытти киревсĕр енсемпе туслă пулсан, ачисене çапла тума юрамасть тесе вĕрентнин усси пулмĕ. Юлашки вăхăтра чылай ача компьютер ăшне "путрĕ" тесен те йăнăш мар. "Ача килте, çĕрĕ-çĕрĕпе таçта çапкаланса çỹремест, киревсĕр çул çине тăрас хăрушлăх çук", - тесе лăпланать чылай ашшĕ-амăшĕ. Çав вăхăтрах компьютер та ачасен ăс-тăнне сиен кỹме пултарни пирки шухăшласах каймастпăр. Интернетри хăш-пĕр социаллă сайтсем урлă киревсĕр çынсем ача психикине, ăс-тăнне сиенлеме пултарнине асрах тытса вĕсем вылякан вăйăсене е кĕрекен сайтсене тĕрĕслесех тăмалла аслисен. Ача кăмăл-туйăмне сайтсенчи тĕрлĕ юлташĕпе пайласа тĕрĕс мар информаци илесрен те асăрханмалла. Вĕсене çак информацисем тĕрĕс е тĕрĕс мар та пулма пултарни пирки ăнлантарма ỹркенер мар. Чи кирли - аслисен хушшинче юрату, ăшăлăх, ăнланулăх хуçаланмалла. Ачасене спортпа туслашма пулăшмалла. Кун пек чухне вĕсен пушă вăхăтне тăтăшах урамри юлташĕсемпе е компьютер умĕнче ирттерме сăлтав çук. Ачасемшĕн пушă вăхăт уйăрассине пурлăхпа тивĕçтерессинчен маларах хумалла, мĕн савăнтарни е пăшăрхантарни пирки кăсăкланнă май чунтан калаçмалла, çитĕнĕвĕсемпе хавхаланма е куляннă чух вĕсемпе пăшăрханма пĕлмелле, вăхăтра кирлĕ канаш-сĕнỹпе пулăшмалла

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика