29 мая 2012 г.
Çапла çирĕплетет Кивĕ Эйпеçре пурăнакан, саккăрмĕш теçетке пуçтаракан Социализмла Ĕç Геройĕ Н.И.Панкратов, хăй вун-вун çул Ленин орденлĕ "Победа" колхозри иккĕмĕш комплекслă бригадăна ертсе пынă вăхăта аса илсе: иккĕмĕш тĕнче вăрçи çулĕсенче хавшаса юлнă хуçалăха ура çине тăратас, яла çĕклес туйăм никама та канăç паман... _ Эсир хăвăр та канлĕх мĕнне курман вĕт, _ тетĕп ветеран çынсем çинчен каласа пама хатĕрленнине сиссе. _ Ĕç кĕнеки çинче, авă, вун виççĕре чухнех ял хуçалăх производствине хутшăнни çинчен çырса хунă _ 1953 çулта вун виçĕ ĕç кунĕ тунă, 1956-мĕшĕнче _ 219, малалла та çаплах. _ Манăн кăна мар, вăрçă умĕнхи тата вăл пынă çулĕсенче çуралнисен пурин те шăпи çапларах пулнă. Пĕчĕкренех колхоза çум çумлама, вăкăрпа е лашапа кĕлте турттарма тухнă та ĕç кунне амăшĕ е аслрăххисем çине çыртарнă. 1954-1955 çулсенче эпĕ ĕçленине час-часах чирпе асапланакан анне ячĕпе паллă тунă. Ача-пăча кăна пулсан та килтен шуçăмла тухса кайнă, хиртен хĕвел ансан кăна таврăннă. Никама та çăмăл пулман, анчах пĕри те нăйкăшнине курман. Тĕрĕсех калать Николай Иванович. Ашшĕ Иван Григорьевич вăрçăра пулнипе, амăшĕ чирлекелесех тăнипе салтака кайичченех колхоз ĕçĕнчен пăрăнайман, темле лайăх вĕренсен те, учительсем хистесен те (уйрăмах П.А.Казаков) саккăрмĕш класа пĕтернĕ те малалла кайман. Ун вырăнне, кирек ăçта пулсан та, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнипе палăрнă. Çар ретĕнче чухне службăра палăрнăшăн кĕçĕн офицер званине панă, часть ялавĕ умĕнче сăн ỹкерттернĕ. Хĕсмет хыççăн, яла кăштах укçаллă таврăнас тесе, шахтăра слесарь тата проходчик пулнă вăхăтра та, чи лайăх рабочисен шутĕнче пулнă. Кивĕ Эйпеçе таврăнать кăна, унччен хастарлăхпа палăрнă çамрăка вăхăтлăх ферма ертỹçи пулма уйăраççĕ, тепĕр темиçе уйăхранах комплекслă бригада бригадирне çирĕплетеççĕ. "Ан хăра, пысăк хуçалăх ертỹçисем те, ял çыннисем те шанаççĕ сана. Эсĕ халăха ăнланатăн, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаратăн", _ тет унăн аллине çирĕппĕн чăмăртаса "Победа" колхоз председателĕ В.Г.Свеклов. Пуçлăхсем те, Кивĕ Эйпеç çыннисем те йăнăшман. Николай Иванович тивĕçлĕ канăва тухичченех, вăтăр çул ытла, бригадăна ăнăçлă ертсе пырать. Ĕçе кар тăрса тухакан халăха хавхалантарма пĕлни ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума пулăшать. Çулсеренех тухăçлă тыр-пул, çĕр улми çитĕнтернĕшĕн бригадăна "Республикăри пысăк культурăллă çĕр ĕç коллективĕ" ят параççĕ, вун-вун ĕçчен наградăсене _ Хисеп хучĕсемпе орден-медале тивĕçет. Бригадир сумĕ те ỹсет. Ăна "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" таранчченех çĕклеççĕ. Кĕçех "Социализмла Ĕç Геройĕ" ят параççĕ, унăн кăкăрĕ çинчи вун-вун награда çумне Ленин орденĕпе "Çурлапа мăлатук" ылтăн медаль хутшăнаççĕ. _ Сирĕн ят-сумăр калама çук пысăк, мухтавлă ĕç çулĕпе пурнăçăр паянхи ăрăва та кăсăклантарать, пурте сире ăмсанаççĕ... _ Çапах та... Ял халăхĕ хастар та чăтăмлă пулман пулсан манăн ырă ят та, бригадăн чысĕ те ун пек пулмастчĕ вĕт. Районпа республикăра кăна мар, Раççейпе Совет Союзĕнчех палăрмалла пысăк ĕç кăтартăвĕсем тăвасси, ял аталанăвне йĕркелесси (тĕпрен илсен колхоз шучĕпе культура çурчĕ, вăтам шкул лартнă тата ытти те) пĕтĕмпех Кивĕ Эйпеçре чăн-чăн паттăрсем пурăнни çинчен калать. Ĕненмеллерех пултăр тесе пĕр тĕслĕх те илсе кăтартам-ха. ...1978 çулта ĕççи пуçлансанах çумăрсем пуçланчĕç те хĕл ларичченех ырă çанталăк пулмарĕ. Эпир, темле йывăр пулсан та, пĕрчĕллĕ культурăсене те, çĕр улмине те пĕтĕмпех алла илтĕмĕр. Тухăçĕ те таврара чи пысăкки пулчĕ. Кивĕ Арланкассисене те пулăшма май тупрăмăр. Çав çул та, ытти чухнехи пекех, республикăра пĕтĕм хирте кĕрхи çĕртме тунă пĕртен-пĕр бригада пултăмăр. Лаптăкĕ вара пĕчĕк мар _ тепĕр вăтам колхозăнни пекех. _ Хам та астăватăп, пур çĕрте те сирĕн çинчен калаçатчĕç... _ Анчах çĕртме тума питĕ йывăр пулни паян та куç умĕнчен каймасть. Юлашки виçĕ гектар лаптăк çине куçсан çĕр шăннипе плуг кĕми пулчĕ. Илле Хардовпа калаçса татăлса, тĕренсем çине сỹре шăлĕ шăратса çыпăçтартăмăр... Çав агрегатпа малтан ана пуçĕсене турăмăр, унтан _ варрипе пĕр касă тухрăмăр. Ĕç кайрĕ те. Ывăнни мĕн иккенне пĕлмен тракторист, çĕрле пĕр сехетре юлашки касăна сухаласа тухрĕ те, ĕç пĕтнĕ ятпа тата çур çĕр иртсен Октябрь праçникĕ çитрĕ тесе савăнăç тата çĕнтерỹ черккине çĕклерĕмĕр. Тепĕр савăнăç çинчен те калас килет. Герой ятне панă май мана пин çын та саламланă пулĕ. Шăпах çав кунсенче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнчи А.М.Майринаран çыру килчĕ. "Эсĕ Иван Григорьеич Панкратов ывăлĕ пулнине пĕлтĕм те, савăннипе куççуль тухрĕ. Вăтăрмĕш çулсенчи кăра çулсенче мана "пуп-кулак йăхĕнчен" тесе учительтен кăларса ячĕç. Аçăр, ял канашĕн председателĕ пулнăскер, ман çинчен хăрамасăрах тĕрĕс характеристика çырса, эпĕ нимĕнле "тăшман хĕрĕ" те пулманнине çирĕплетсе парса, мана тĕрмере çĕресрен хăтарчĕ тата ĕçе таврăнма пулăшрĕ... Эсĕ те аçу пекех хăюллă та паттăр пулнипе мухтанатăп тата санпа тăванусен телейĕшĕн кĕл тăватăп..." _ Питĕ интереслĕ килсе тухаççĕ шăпасем... Эппин тепĕр тĕслĕх. Герой панă хыççăнхи пĕр çул 42 гектар çинчен (ытти тăхăр бригада хушшинче чи пысăк лаптăк), яланхи пекех, кашнинчен 300 гектара яхăн çĕр улми çитĕнтертĕмĕр. Ун чухне ăна патшалăха сутмалли план пурччĕ. Анчах правлени членĕсенчен пĕри, тен, ыттисемпе каварлашнă та пулĕ, нарядра кунсерен тархасласах ыйтсан та çĕр улмине ăсатма пĕр машина та памарĕ. Çавна пула "иккĕмĕш çăкăра" пĕтĕмпех хранилищĕне кĕртсе хутăмăр. Кайран мана тата агрономпа председатель çумне халăх контроль комитетне чĕнчĕç. Манăн унта мĕншĕн çĕр улмие патшалăха сутайманни пирки уççăн каласа памалла пулчĕ. "Эсир, Николай Иванович, кайма пултаратăр", _ терĕ мана итлесе пĕтернĕ хыççăн ларăва ертсе пыракан. Кайран çакна пĕлтĕм: колхоз председателĕн техника енĕпе ĕçлекен çумне 1000 тенкĕ штраф шаплаттарнă. Çакăн хыççăн текех мана ура хуракан пулман. Ял çыннисем тĕлĕнмелле хастар, хурçă пек çирĕп пулни, вĕсен пысăк шанăçĕ хăйсене те хавхалантару кỹрсе тăнă (кашни çын пуçне пĕрер гектар таранччен çĕр улми кăлар-ха!), мана та хăюллă пулма, чуна парса ĕçлеме тата ырă ятпа сум çĕнсе илме пулăшнă. Паян та Кивĕ Эйпеç халăхĕ (халĕ "Комбайн" ЯХПКра) пур енĕпе те пуçаруллă пулнишĕн савăнатăп. _ Пысăк тав, çирĕп сывлăх сире, Николай Иванович!
Источник: "Елчĕк Ен"