23 мая 2012 г.
Чăваш Республикин Патшалăх статистикин федераци службин территори органĕ кварталта пĕрре 500 кил хуçалăхĕн бюджечĕсен тĕрĕслевне ирттерет. Юлашки тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 2011 çулта виçĕм çулхипе танлаштарсан хуçалăхсен апат-çимĕç çине каякан тăкакĕсем 9,8 процент ỹснĕ. Кашни çын пуçне уйăхне хулара вăтамран - 3344 тенкĕ, ялта 2589 тенкĕ тăкаклаççĕ иккен. Хулара тата ялта пурăнакансен апат рационĕнче уйрăмлăхсем пур. Ял çыннисем сурăх ашĕ, сĕт, тăпăрчă, çĕр улми, консервланă тата шăнтнă улма-çырла, пахча çимĕç консервисем тата сысна ашĕ хуларисенчен нумайрах çиеççĕ. Ку вĕсем çак апат-çимĕçе хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнипе çыхăннă. Хулара пурăнакансем вара ашран тата сĕтрен тунă юр-вара - кăлпассисене, консервсене, çурма фабрикатсене, йогурта, сыра ытларах çиеççĕ. Хулара пурăнакансен талăкри рационĕнче 2893 килокалори, ялтисен - 2567. Мĕнпе апатланни тỹрремĕнех çемьен тупăшĕпе çыхăннă. Атăлçи федераци округĕн субъекчĕсем хушшинче çĕр улми тата улма-çырла çиес енĕпе Чăваш Республики 1-мĕш вырăн йышăнать, пулă тата унран хатĕрленĕ продуктсемпе, сахăрпа, кондитер изделийĕсемпе - 2-мĕш вырăнта.
Источник: "Елчĕк Ен"