Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк бизнеса шанăç кỹрет

21 мая 2012 г.

Пĕчĕк бизнес предприятийĕсемпе компанийĕсен час-часах ансат мар тĕллевсене пурнăçлама тивет. Ытларах чух финанс енĕпе шанчăклă ĕçтеш тупасси тĕп вырăнта тата чи кăткăсси. Чылайăшĕ предприятие е компанине аталантарма тусĕсемпе пĕлĕшĕсенчен укçа-тенкĕ ыйтать, анчах чылай чух çакă ăнăçсăр вĕçленет. Хĕстерсе çитерсен çеç предпринимательсем кредит илме каяççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пысăк тупăш пулмасăр кредит илме май çук тесе шухăшлаççĕ. Чăннипех вара ку енĕпе çине тăрса ĕçлесен лайăх условисемпех кредит илме май пулать. Çĕр-шыври чи пысăк тата шанчăклă банксенчен пĕри, Раççей Перекет банкĕ, питех те интереслĕ сĕнỹ хатĕрленĕ. Пĕчĕк бизнес предприятийĕсене, уйрăм предпринимательлĕхе аталантарас текенсене, васкавлă кредит илме кăмăллакансене (çулталăкри укçа çаврăнăшĕ 60 миллион тенкĕ таран) Перекет банкĕ 3 миллион тенкĕ таран "Шанăç" ("Доверие") кредит сĕнет. Ăна кĕске - çур çул таран - вăхăтлăха та, 3 çул таврăнмалли йĕркепе та илме пулать. Çак сĕнĕвĕн уйрăмах паха енĕ - кредит парассипе çыхăннă йышăнăва 3 ĕç кунĕнче туни, салук кирлĕ марри. Çийĕнчех заемщикран кредит илнин тĕллевĕ пирки те ыйтмаççĕ, кредит панăшăн комисси те илмеççĕ. Çакна ĕненместĕр тĕк, Перекет банкĕн Елчĕкри 7507/099 хушма офисне çитĕр е 2-51-45, 2-58-75, 2-59-58 телефонсемпе шăнкăравлăр. Пирĕн патăмăрта кашни клиента хавас. Çавăн пекех кашни заемщика кредит пирки тулли информаци паратпăр, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлатпăр. Тата та ансатраххи - Перекет банкĕн сайтне кĕрсе кредит илмелли условисемпе паллашма, мĕнле документсем кирлине пĕлме май пур. Заемщик тĕлĕшпе требованисем ансат та уçăмлă. Кредит илмешкĕн уйрăм предприниматель е бизнес хуçи пулмалла. Суту-илỹпе ĕçлетĕр тĕк, сирĕн бизнес виçĕ уйăхран кая мар ĕçлемелле, енчен те предприяти урăх сферăра тăрăшать пулсан - ултă уйăхран кая мар. Унтан кредит илмешкĕн сирĕн Перекет банкĕн хушма офисĕнче анкета çырмалла, кирлĕ документсен ансатлатнă пуххине тăратмалла. Сирĕн ыйтăвăра кĕске вăхăтра - 3 кун хушшинче татса парĕç. Кредита тавăрса панă чухне уйăхсерен пĕрешкел виçепе тỹлемелле, процентсем юлнă парăм тĕлĕшпе кăна пухăнаççĕ. Вăхăт çитичченех тỹлесе татас тесен çакна кирек хăш вăхăтра та комиссисĕрех тума пултаратăр. Бизнеса хăйĕн клиенчĕсене шанма хăнăхнă Перекет банкĕн "Шанăç" кредичĕ пулăшнипе аталантарма вăхăт çитрĕ!

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика