Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕçетчĕ кайăк

05 мая 2012 г.

Çурхи хĕвел йăлтăртатса пăхать пулин те çанталăк сулхăн. Кассăн-кассăн килсе вĕрекен сивĕ сывлăш ỹт-пĕве ĕнтĕркеттерет. Иртнĕ çул çак уйра колхоз çĕрулми лартнăччĕ, вăрçа пула ĕç алли çитменрен ăна пĕтĕмпех пухса кĕртеймерĕç. Юрать, пуçтараймарĕç, кăçал мĕн çимеллеччĕ. Ана тăрăх хутаç çакнă ачасем çỹреççĕ, выçăпа аптранипе крахмал пуçтараççĕ вĕсем. Пĕр пĕчĕк хĕр ача хир варринче çилпе çуркаланнă аллисемпе пуçтарнă крахмала тăпраран тасатса хутаçа чикет. Тутăрĕ айĕнчен тухса кайнă сарă çỹçĕ çилпе вĕлкĕшет. Варланнă пичĕ тăрăх куççуль юхать. Мĕскĕн хĕрĕн çиес килет, пĕр татăк çăкăр та пулин. Çиес килни шыв ĕçсен те иртсе каймасть. - Эх, атте килте пулсан, - тесе шухăшлать вăл. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне: - Зоя, "Атте, çăкăру манса юлнă!" - тесе кăшкăр, вара аçу таврăнать, - теççĕ ăсатакансем. "Аттен кутамккине лав çине илсе тухса хучĕç, çăкăрĕ манса юлман", - кăшкăраймарĕ Зоя. Пуçне çỹлелле çĕклесен çиес килни иртсе кайнă пек пулать. Ав, пĕлĕтре паян татах çав хура кайăк вĕçет. Мĕнле кайăк вăл? Унăн та çиес килет пулĕ çав. Амăшĕ аçу вăрçăра вилни çинчен хут килчĕ тесе йĕнипе Зоя çав кунах фронтран аманса таврăннă Миккер тетĕшĕ патне чупнăччĕ. - Миккер тете, вăрçăра пирĕн аттене куртăн-и? - тесе ыйтнăччĕ. - Куртăм, куртăм, аçу чĕрĕ, - тенĕччĕ-çке вăл. Пĕчĕк хĕр татах пуçне çỹлелле çĕклет. - Кайăк, вăрçа кайса аттене кала-ха, частарах килтĕр! - тесе кăшкăрасси килет унăн, анчах кĕлеткипе ỹсĕрме пуçланипе сасси те тухмасть. Çав ỹслĕк ачалăхра юлчĕ-ха тесе савăнатчĕ Зоя аппа çитĕнсен. Çук, ватлăхра хăваласа çитрĕ. Ача чухне выçăпа аптрани ĕмĕр тăршшĕпе те Зоя аппан асĕнчен тухмасть. Кивĕ Арланкассинче çуралса ỹснĕ Зоя Васильевна Жукова халĕ Кушкăра пурăнать. Вăрçа тухса каяс умĕн ашшĕ, Василий Данилович Марков, сĕтел хушшинче ларни, тăванĕсем куççулĕпе йĕни те куç умĕнчех. Çав вăхăтра урамра пĕр тăлăх хĕр ача çỹретчĕ. Ашшĕ ăна чỹречерен курчĕ те урама чупса тухрĕ, пĕчĕкскере пỹрте çĕклесе кĕрсе сĕтел патĕнчи пукан çине лартрĕ. - Укуш, çак хĕр ачана ниçта та кăларса ан яр, лайăх пăхса усра, унăн тĕлейĕпе каялла ырă-сывă çаврăнса килĕп, - тархасларĕ вăл мăшăрне. Çапла тăлăх хĕр ача вĕсем патĕнче пурăнма пуçларĕ. 7 класс пĕтерсен ăна, Клавдия Алексеевна Лукияновăна, районти куç тухтăрĕ Дарья Кузьминична Мускава хăйĕн йăмăкĕ патне ача пăхма илсе кайрĕ. Çавăнтанпа Зоя аппа та, амăшĕ те унран пĕр çыру та кĕтсе илеймерĕç. - Зоя, колхоз правленине каяр, унсăрăн выçăпа вилĕпĕр, - тенĕччĕ пĕринче ăна Коля Абрамов. Çичĕ çулхи ачасем пỹлĕме çара уран кĕрсе тăрсан председатель тĕлĕннĕ пек те пулчĕ, ун хыççăн ачасем мĕн çăмăлпа çỹренине ыйтса пĕлчĕ. - Пирĕн çимелли çук, эпир выçă, - хăранипе васкавлăн хуравларĕ Коля. - Хут çырса паратăп, кĕлете кайса тăватшар кило çăнăх илĕр, - терĕ председатель. Сĕтел çинче пĕчĕк витрепе çăнăх ларнине курсан Укуш аппа йĕрсех янăччĕ. - Эх, хĕрĕм, мана пулăшакан пултăн иккен, - тенĕччĕ. ...1957 çулта Зоя аппа Кушкă ачипе Федор Жуковпа çемье çавăрнă. Малтанласа пурнăç пур пĕрех çăмăл пулман. Халĕ вара Жуковсен çурчĕ кермен пек, машини те, тракторĕ те пур. Пурнăçĕ çителĕклĕ, мăшăрĕ маларах вилни çеç хурлантарать Зоя аппана. Мухтав Турра, ачисемпе мăнукĕсем пурте сывă. Пилĕк ачи те ĕçе тиркеме пĕлмерĕç. Çавăнпа пурте тулăх пурăнаççĕ пулĕ вĕсем. Зоя аппа кĕçĕн ачипе - Кольăпа тата унăн çемйипе пурăнать. - Ывăлăмпа кинĕм ăслă пулчĕç. Кинĕн йăмăкĕ вилсен унăн ачине хамăр пата илсе килчĕç, - каласа кăтартать Зоя аппа. Вăрçă ветеранĕсене патшалăх хваттерсем панипе те кăмăллă вăл. Анчах пĕррехинче урамра ларнă чухне пĕр арçын пычĕ те: - Сирĕн аçăрсем вăрçăра вилнĕ, сире çавăнпа нимĕн те памаççĕ, - терĕ вăл Зоя аппа çине пăхса. Ача чухнехи нушисене аса илсе чĕри хускалса кайнипе ун чухне çĕрĕпе куççулĕ юхтарчĕ ватă. Арçынĕ çиленсе каламарĕ пулĕ те, кăшт хĕрĕнкĕччĕ. Çапла шутласа лăплантарма тăрăшрĕ ун чухне Зоя аппа. Зоя аппана мĕн пăшăрхантарнине пĕлсе çапла каламаллаччĕ пулĕ: "Ан кулян, вăрçă вăхăтĕнче тăлăха юлнă ачасене ятарласа шута илнĕ, сирĕн пеккисем вун тăватă миллион, çĕр-шыв сан çинчен те шухăшлать", - тесен пуриншĕн те лайăхчĕ пулĕ. Хальхи саманана хакласа ăшра урăхларах йĕркесем çаврăнаççĕ. Вăрçă ачисем, выçăпа тертленнĕ тăлăхсем, астăватăр-и? Вĕçетчĕ кайăк, çĕр шăнатчĕ Таçтан сив сывлăш вĕрнипе, Пĕр пĕчĕк чун çаплах утатчĕ Колхозăн пушă анипе. Сирĕнпе пĕрле кам ăнланать, кам астăвать çакна? Эпир астумастпăр, мĕншĕн тесен курман. Йывăç-курăк астăвать пуль, курнă пуль. Йывăç-курăкĕ хăрса пĕтнĕ пулсан çĕр-аннемĕр ас тăвать, вăл манмасть, нихçан та манмасть.

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика