Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисем пысăк нушара.

14 апреля 2012 г.

 Çилпе хĕвел чула ватаççĕ. Çурхи шыв вăйĕпе кĕрешме пушшех çăмăл мар. Çакна кăçалхи çанталăк условийĕнче Раççейри, республикăри, уйрăмах Атăл тăрăхĕнчи хăш-пĕр ялпа хулана çурхи шыв илни те уçăмлăн çирĕплетсе парать. Пирĕн районта та лару-тăру çăмăл мар. Аслă Пăла юхан шывĕн хĕрринчи - Питтĕпелпе Кивĕ Эйпеç, Кавалпа Исемпел, Аслă Пăла Тимешпе Кушкă, Элекçей Тимеш ялĕсенчи айлăмра вырнаçнă çурт-йĕре ейỹ илнĕ. Юлашки кунсенче çанталăкĕ тăрук ăшăтса пăрахрĕ. Кăнтăрла сывлăш температури 16-18 градус таран хăпарни, çумăр самай лỹшкени те юхан шывсене хăвăрт тулса капланма пулăшрĕ пулĕ. Çавна май нумай çын хăйсен кил-çуртне хăш вăхăтра шыв илнине сиссе те юлайман. Çакăн çинчен ытлари кун каçхине пĕлнĕ хыççăн тепĕр кунхине вырăна тухса хамăр курса ĕнентĕмĕр. Кивĕ Эйпеçри Кăнтăр урамĕнче пурăнакан Григорьевсемпе Еремеевсем, Шетухинсемпе Сусметовсем, аялти касри Зайцевсемпе Ефимовсем, килти хуçалăха хĕрарăм пуçăн пĕччен тытса пыракан З.Балтаевăпа Л.Иванова хальхи вăхăтра шăпах кил-çурчĕсене шыв илнипе нуша кураççĕ. Лару-тăру пирки уçăмлăрах пĕлес тесе Григорьевсем патне ятарласа кĕрсе курма шутларăмăр. "Шыв утравĕнчи" çурт патне çитме çăмăлах пулас çуккине малтанах пĕлтĕмĕр, вашмăк вырăнсене шыраса епле асăрханса шыв тăрăх утрăмăр пулин те, тарăн кунчаллă атăран та шыв кĕчĕ. Картиш-пахчана, выльăх витисемпе ытти хуралтăна, мунчапа çулла пурăнмалли пĕчĕк çурта, нỹхрепсене - пĕтĕмпех шыв илнĕ. Чăлан-пăлтăра та тарăн кунчаллă атăпа анчах кĕме пулать. Кунти сĕтел-пукан, холодильник йĕпеннĕ. Пурăнмалли çуртри тĕпсакайĕнче урай хăми таран шыв тăрать. Кил хуçи, Николай Григорьев, пулăçсан ятарлă вăрăм кунчаллă аттине темиçе кун уринчен хывман, унсăрăн кил хушшинчен тухса çỹреме май çук. - Юрать, выльăхсене вăхăтра тепĕр касра пурăнакан тăвансем патне куçарма ĕлкĕртĕмĕр, - тет вăл. Григорьевсем сăвăнакан 2 ĕне тата 2 пăру усраççĕ, ытти выльăх-чĕрлĕхĕ те пур. Çак лару-тăрура вĕсене пăхасси - чĕр нуша. Хăрушлăх пуласса Зинаида Сусметовăна та Турă систернĕ тейĕн. Пахчари хурт-хăмăр вĕллисене инкек килсе тухиччен пĕр кун маларах анчах çỹллĕлетнĕ тĕревсем çине вырнаçтарса лартма ĕлкĕрнĕ вĕсем. Аслă урамра та шыв хăй çулне тупнă. - Халĕччен кун пекки пулманччĕ, - теççĕ çынсем. Васильевсен нỹхрепĕ шыв тулнипе ишĕлсех аннă, çĕр улми ишĕлчĕк айне юлнă. Шыв-шура пула çуртсемпе хуралтăсен никĕсĕ сиенленет, кил-тĕрĕшри хатĕрсем усă курма юрăхсăра тухаççĕ, нỹхреп-тĕпсакайĕнче хĕл каçнă çĕр улми, пахча çимĕç сая каять. Ял çыннишĕн пĕр тăрук, кĕтмен çĕртен мĕн чухлĕ тăкак! Çакна шута илсе страхлакан компанисем те çут çанталăк кăларса тăратнă лару-тăрура инкек тỹснĕ çынсене хỹтĕлессинче тĕрĕс йышăнусем тăвасса шанас килет. Аслă Пăла юхан шывĕ ейỹпе тулса ларнине пула шыв асфальтлă çул урлă юхать. Кавалпа Исемпел ялĕсем хушшинче шыв шайĕ çĕр хăпартса асфальт сарнă дамба таранах çитнĕ. Çавна май çул-йĕр ĕçченĕсем кунта ятарлă паллăсем вырнаçтарнă. Хăйăр тултарнă михĕсемпе шыв çулне пỹлме хăтланнă. Çапла майпа шыв шарласа юхнине чарма пулсан-и? Шыв-шур çырансене ватса ишессинчен асăрханса ятарлă ĕçсене туса ирттермесĕр те Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем çуркуннехи вăхăтра пулма пултаракан инкекрен хăтăлаймĕç. "Победа" колхоз 10 яла пĕрлештерсе тăнă вăхăтра çак ĕçсене пурнăçлама проекта туса хатĕрленĕ пулнă. Анчах çĕр-шыв саланса кайнă хыççăн мĕн палăртнине пурнăçлама май килмен...

 

 

 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика