Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Патша майри пек пурăнатăп"

25 февраля 2012 г.

Çитес тунти кун, нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Аслă Пăла Тимешри Лидия Тимофеевна Иноходова 100 çул тултарать. Йышлă çемьере çитĕннĕ Лидя аппа ĕмĕр тăршшĕнче тем те курнă: выçлăхĕ те унран пăрăнса иртмен, вăрçи те, нуши-терчĕ те. Шкулта вĕренме тивмен ăна. - Вĕренес ĕмĕтĕм пысăкчĕ. Шкула каяс тесе хапха алăкне тытнăччĕ кăна, хам умри пичче каялла кĕртрĕ. Санăн аннене пулăшмалла, кĕнчеле арла, ĕç нумай килте терĕ, - аса илет Лидя аппа ачалăхне. Çапах та мал ĕмĕтлĕ хĕр ача пиччĕшĕсемпе юнашар ларса вулама, çырма вĕреннĕ. Выçлăх çулĕсенче мăян шрпи çинине нихăçан та манса каймасть ватă. - Унăн йỹççи халĕ те каймасть çăвартан, - тет. Ял çыннисем Украина тăрăхне ĕçлеме тухса кайнă ун чухне. Лидян пĕр пиччĕшĕ те çынсенчен юлман. Вăл тырă илсе килни çемьене вилĕмрен çăлса хăварнă та. Аслă Елчĕкри Вастуловсен йăхĕ ĕçре правуррипе палăрса тăнă мĕн ĕлĕкрен. Хĕрĕсем пур ĕçе те пултарнă. Пĕве кĕнĕ Лидя та Аслă Пăла Тимешне улаха ларма кайнă. Унта пуçласа паллашнă та пулас мăшăрĕпе. Çапах та тăруках çемье çавăрма шухăшламан-ха хĕр. Вăййа тухсан тăранттаспа лартса кайнă ăна Санькка. Анчах пурнăçĕ çăмăл пулман тин çемье çавăрнă çамрăк мăшăрăн. Начар пурăннă Иноходовсем. Çапах та ĕçренркенмен çамрăксем тăватă çултан çĕнĕ çĕре уйрăлса тухнă. Александр Павлович ялти пĕрремĕш шофер пулнă. Килĕшллĕ çемьере умлă-хыçлă ачасем çуралнă, анчах малтанхи виççĕшĕ те пĕчĕккĕллех çĕре кĕнĕ. Çамрăксем ваттисен канашне ăша хывнă: каярахпа çуралнă виçĕ ачин те икĕ ят. Çакăн хыççăн ывăлĕпе хĕрĕсем тĕрĕс-тĕкелссе çитĕннĕ. Лидия Тимофеевна упăшкипе мĕн пурĕ те вунă çул çеç пурăннă. Польша, Финлянди вăрçисенче те пулнă Александр Павлович. Унтан хăй ирĕкĕпе Аслă вăрçа хутшăннă. - Пĕртен-пĕр çыру ярса ĕлкĕрчĕ вăл. Днепр юхан шывĕ урлă каçаймарĕ курăнать, - пĕлтерет Лидя аппа. Каярахпа мăшăрĕ хыпарсăр çухални çинчен çыру илнĕ салтак арăмĕ. Виçĕ тĕпренчĕкне ура çине тăратас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ харсăр хĕрарăм. Колхозра звеньевойра вăй хунă. - Ĕçсĕр пурнăç мар. Авă мана халĕ пĕрре те ĕçлеттересшĕн мар. Хамăн вара качакана чĕкĕнтĕр тураса парас килет, - тет Лидя аппа. Чăннипех те Лидия Трофимовна пĕрре те ахаль ларман. Тăванĕсем питĕ хисеплеççĕ ăна. 98-мĕш çуралнă кунне паллă тунă чухне Лидя аппа вунă мăшăр ытла нуски çыхса, шап-шурă çуса çакнине аса илсе каласа параççĕ. Ун чухне вăл тĕпсакайне сиксе анса хăй хатĕрленĕ тутлă çырла эреххине илсе хăпарнине каласан тĕлĕнсех каятăн. Çынсене тарават Лидя аппа, ăш пиллĕ калаçать пуринпе те. - Мухтанма та, хурланма та пултараймастăп, 90 çулта чухне ялти сурăх кĕтĕвне те тухнăччĕ-ха, - иртнĕ кунсене пурне те астăвать вăл. Ăс-тăнĕ çирĕп унăн. Хăлхисем çивĕч марришĕн кулянать ĕç ветеранĕ. Виçĕ ачи те ура çине çирĕп тăнă унăн. Виççĕшĕ те самай çулсем пуçтарнă. Алькери ывăлĕ Ленинградра хунав янă. Зина Барнаулта. Кĕçĕнни, Валентина - Липа, тăван ялтах. Ачисем амăшнех хывнă, ĕçчен те патвар. Чылай çул Лидия Трофимовна пĕчченех пурăннă хăй лартнă пилĕк стеналлă пỹртре. Халĕ вара Вера мăнукĕн çемйипе пурăнать. Лайăх пăхаççĕ ăна. Липа хĕрĕ те тăтăшах килсе çỹрет амăшĕ патне. Хуларисем те çулла амăшĕпе юнашар пулма тăрăшаççĕ. Пĕринче çапла Алькери ывăлĕ канма килсен амăшне йывăр ан пултăр тесе картишĕнчи сурăхĕсене сутса хăварчĕ. Çук вĕт, ывăлĕ хулана кайсанах пасара кайса сурăхсем туянчĕ ĕçсĕр ларма пултарайман кинеми. - Ĕмĕр ĕçре иртсе кайрĕ. Çавăнпа çакăн чухлĕ пурăнтăм тесе ĕненес те килмест. Патша майри пек пурăнатăп. Нимĕн те ĕçлеттермеççĕ. Тутлă çитереççĕ.., - тет пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă ялти сумлă ватă. 

Сăн ỹкерчĕкре:Л.Иноходова.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика