Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чурăслăх-и? Мĕн ку?

15 февраля 2012 г.

Илеме курма, хаклама пĕлекен, чăннипех пуян чун-чĕреллĕ çынсен пуçарулăхне тата ырми-канми тăрăшулăхне пула юлашки çулсенче район центрĕнче, таврари ялсен территорийĕсенче çĕршер тĕп йывăç лартса чĕртнĕ. Вĕсем симĕсленсе ешернине курса епле савăнмăн! Елчĕкри Совет урамĕнче те _ "Çăл куç" лавкка патĕнчен пуçласа Александр Невский ячĕллĕ чиркỹ патне çитичченех çуран çỹрекенсене утма меллĕ пултăр тесе тротуар сарнă, ун хĕррипе йывăçсем лартса тухнă. Çĕрлехи вăхăтра кунта çутă çутаççĕ. Çу кунĕсенче çак илем тата ытларах куçа курăнаь. Тротуарпа васкамасăр утса иртнĕ чухне çăка йывăççисен ытамĕнче пулса курнăн, вĕсен çаврака çулçисене сĕртĕнес килнĕнех туйăнать... Анчах кунти 11 тĕм йывăçа пуçĕпех тăпăлтарма, урăх вăй илмелле мар хуçса амантма камăн алли çĕкленнĕ-ши? Ăс-тăна вырнаçмалла мар, шухăшлама пултармалла мар усал ĕç мар-и ку? Çакна тивĕçсĕр, чурăс шухăш-кăмăллă çын анчах тума пултарать. Вырсарни кун ирхине асăрханă киревсĕр ĕçе шăмат кун çĕрле тунă тесе шутлаççĕ. Çавна май хальхи вăхăтра тивĕçлĕ органсем çут çанталăка сăтăр тăвакансене тупса палăртассипе тимлеççĕ. Нихăçан пĕр тĕп йывăç лартса курман çын анчах урамри йывăçсене хуçса тăпăлтарма пултарнă. Йывăç лартса ỹстересси çăмăл ĕç пулманнине ăнланаканăн çакна тума алли çĕкленес çук. Район центрĕнче, ял тăрăхĕсенчи территорисенче халĕ йывăçсем епле ỹссе çитĕннине курса хамăр епле савăнни пирки маларах та палăртрăмăр. Анчах вĕсем вăй илсе чĕрĕличчен мĕн чухлĕ вăй хума тивнĕ! Вырăнсенчи предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем, шкул ачисемпе уйрăм çынсем çуллахи вăхăтра вĕсене тăтăш шăварса тăнă, хăрса типнĕ хунавсем вырăнне кĕркунне çĕннисене лартса хăварнă. Вăй илсе чĕрĕличчен ку йывăçсене те ачана пăхнă пек куç тĕлĕнчен ямалла мар. Виçĕм çулхи типĕ те шăрăх çанталăк условийĕнче тин лартнă йывăçсене сыхласа хăварассинче йывăрлăхсем уйрăмах нумай пулчĕç. Апла пулин те çут çанталăк тусĕсем çине тăнă: вĕсене шăварса тăрассине йĕркелесе янине кура çамрăк хунавсене сыхласа хăварма май килнĕ. Çăка черчен йывăç шутланать. Апла пулсан ăна тата лайăхрах пăхмалла. Çакна шута илсе Совет урамĕнче лартнă çăка хунавĕсене шăрăх çанталăкра тăтăшах шăварса тăнă, вуллисене качака-сурăх кăшласа сиенлетесрен рубероид татăкĕсемпе хупласа тухнă. Çапла майпа йывăçсене шăрăх типĕтсе ярасран та, качака-сурăх кăшласран та сыхласа хăварнăччĕ. Вĕсене лартнăранпа 5 çул хушшинчи тапхăрта хунавсем самай çỹллĕ ỹсме ĕлкĕрнĕччĕ. Халĕ вара çакăн пек ăнланмалла мар ỹкерчĕкпе тĕл пултăмăр. Тунти кун район центрне хăйсен ĕçĕсемпе ялсенчен килнĕ çынсем те çăка йывăçĕсене хуçса-тăпăлтарнине хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Пурте тĕлĕнеççĕ, сăмах хушма аптăраса тăраççĕ. Шăпах çав кунхине Çуткỹл тата Каркалар ялĕсенчен Елчĕке килнĕ Антонина Васильевăпа Вера Афанасьева та тротуар хĕрринчи тỹннĕ йывăçсене курсан тĕлĕнчĕç, сăмах хушрĕç: _Çут çанталăк хăватне курма, çак ырлăхпа рехетленме те пĕлместпĕр. Намăс! Çынсем тăрăшса туса панине упрама, тивĕçлипе хаклама пĕлменни вара чĕрене тата ытларах ыраттарать,_ терĕç чунсăр, киревсĕр çынсен хăтланăвне курнă хĕрарăмсем. Тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшакан, ырă чун-чĕреллĕ çынсем пурте çакăн пек каласса тата шухăшласса пĕлсе тăратпăр.. Светлана АРХИПОВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика