Районти культура ĕçченĕсем иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене тишкерме Патреккелĕнчи культура çуртне пухăнни ыт ахальтен мар. Пĕлтĕр кунти культура вучахне тĕпрен çĕнетнĕ, илемлĕ сăн кĕртнĕ. Хальхи йышши оборудованисемпе те пуянланнă вăл. Патреккел артисчĕсем паян-ыран концерт костюмĕсем килессе шанаççĕ. Çавна май ĕçтешĕсене кăтартмалли çук мар вĕсен. Ял сăн-сăпачĕ те юлашки çулсенче палăрмаллах улшăнчĕ. Кунта Арбачĕ те, вĕр çĕнĕ шкулĕ те, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ те, спорт залĕ те, тĕслĕх библиотеки те пур. Ял халăхĕн пушă вăхăтне канлĕ те усăллă ирттерме, культура, ăс-хакăл, кăмăл-сипет пуянлăхне ỹстерме мĕнпур майсем çителĕклĕ. Иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетсе тата кăçалхи плансемпе паллаштарса райадминистрацин культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова тухса калаçрĕ. Унăн докладне Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, районти тĕп библиотека директорĕсем В.Портновăпа Л.Зайцева тухса калаçса тата пуянлатрĕç. Виçĕм çул районта культура учрежденийĕсем 34 пулнă. Пĕлтĕртенпе вĕсенчен 10-шĕ тĕп культура çурчĕсен филиалĕсем шутланаççĕ. Халĕ районта çĕнĕлле ĕçлекен 3 база учрежденийĕ. Вĕсене хальхи йышши оборудованисемпе пуянлатнă. Пĕлтĕр кăна 748,5 пин тенкĕлĕх çĕнĕ йышши оборудовани туяннă. Централизациленĕ тĕп культура çурчĕсемпе филиалĕсенче те ĕлĕкхи магнитофонсенчен хăтăлнă. Культурăпа кану учрежденийĕсенче 160 çын вăй хурать. Юлашки çулсенче культура ĕçĕнче ятарлă пĕлỹ илнĕ специалистсем тăрăшни куç кĕрет. Чылайăшĕ 10 тата унран ытларах çул тăрăшакансем. Пĕлтĕр районта 5498 мероприяти иртнĕ. Вĕсене 224081 çын пырса курнă. Çак шутран ачасем валли те тĕрлĕрен уявсем йĕркеленĕ. Ял халăхĕ пушă вăхăта усăллă ирттертĕр тесе районта 23 хор, 35 ташă, 42 театр коллективĕсем, 2 халăх инструменчĕсен оркестрĕ, 20 фольклор, халăх промыслисен 18, ỹкерекенсен 3 коллективĕсем ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра ялсенче пысăк çăра çакăнса тăракан культура çурчĕсем çук. Ялти культура вучахĕсем çулсерен илемленсе пыраççĕ, вĕсене тăтăшах юсаса тăма та мехел çитереççĕ. Иртнĕ çул культура çурчĕсене тĕпрен юсама 4838,3 пин тенкĕ тăкакланă. Паллах, ял çыннисен культурине палăртаканнисем _ культура çурчĕсем. Вĕсем хăйсен сăн-сăпатне палăрмаллах çĕнетрĕç. Ыт ахальтен мар культработниксем районти конкурссенче çеç мар, республикăри тĕрлĕ фестивальсенче те çулсерен мала тухаççĕ, дипломсемпе парнесене тивĕçеççĕ. Докладсене сỹтсе явма хутшăнакансем те йышлăн пулчĕç. Елчĕкри искусство шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Карамаликова, тĕп библиотекăри Н.Романова программист, Вырăскассинчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕн руководителĕ Л.Векова, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн заведующийĕ В.Вастулова, "Елчĕк ен" хаçат корреспонденчĕ В.Кириллова, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, район пуçлăхĕн çумĕ _ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый вырăнсенче культура ыйтăвĕсене мĕнле татса пани çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, иртнĕ çул çанă тавăрса тăрăшнă культура ĕçченĕсене палăртрĕç. "Районти чи лайăх культура учрежденийĕ" ята Патреккелти тĕп культура çурчĕ тивĕçрĕ. "Чи лайăх библиотека" ята та Патреккелсем çĕнсе илчĕç. Т.Захарова библиотекарĕн ĕçĕ юлашки çулсенче чăннипех те курăмлă. "Районти чи лайăх библиотекарь" те вăлах. "Чи лайăх культработник" _ Тăрăмри культура çурчĕн директорĕ Е.Каширина. Çавăн пекех ĕçре тăрăшулăх кăтартнă чылай культработник Хисеп грамотисемпе дипломсене, парнесемпе чĕрĕ чечексене тивĕçрĕ. Унтан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çавра сĕтел хушшинче "Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилотлă проекта пурнăçласси çинчен" указа Елчĕк ял тăрăхĕ мĕнле пурнăçланипе паллашрĕç. Канашлăва хутшăннисем Патреккелти ача сачĕн, халăх хорĕ çумĕнчи "Алмаккай" фольклор коллективĕн пултарулăхне курса киленчĕç. В.Кириллова сăн ỹкерчĕкĕнче: Е.Добронравова, Т.Захарова, Е.Каширина. |
|