“Шимкусский” ял хуçалăх производство кооперативĕ районта выль-ăх-чĕрлĕх нумай тытакан хуçалăхсен шутне кĕрет. Кунта сăвакан ĕнесем кăна 215, сыснасем 1228, сурăхсем 258 пуç усраççĕ, ытти выльăхсем те пур. Çавăнпа тушкилсемпе ямпулатсемшĕн хĕл каçма выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хурасси кун йĕркинче çирĕп тăра-кан ыйту. Çак ыйтăва хуçалăхра çуллен ăнăçлă татса пама тăрă-шаççĕ. Çавăнпа выльăхсен продуктивлăхĕ ÿссе пырать. Пĕлтĕр, сă-махран, кунта кашни ĕнерен вăтамран 3704-шар килограмм сĕт суса илнĕ, пысăк продуктивлă ĕнесемшĕн паракан субсидие илме тивĕçнĕ. Кăçал тепĕр 14 процент хушăннă продуктивлăх. Сыснасен йышĕ те иртнĕ çулхи ку вăхăтринчен нумайрах.
Халĕ хуçалăхра утçи пырать, хĕрсех утă хатĕрлеççĕ. Унта эпир юн-кун, çумăр хыççăн тепĕр кунне, пултăмăр.
Уя тухсан, уй куртăмăр тенешкел, утçире епле ĕçленине курма курăк пуссинех çитрĕмĕр. Хуçалăх ертÿçи Юрий Алексеевич Алексеев та пулчĕ пирĕнпе пĕрле. Çулне вăл кăтартса пычĕ. Рулонсем тиенĕ транспорт хатĕрĕсем пĕрин хыççăн тепри ăсанаççĕ уйран. Утта тивĕçлĕ технологипе пухса хатĕрлеççĕ кунта.
|
– Олег Тимофеевпа Эдуард Владимиров утă рулонĕсене МТЗ тракторсемпе икшер прицеппа турттараççĕ, – каласа парать “Шимкусский” хуçалăх ертÿçи Ю.Алексеев. Вăлах, пĕлетпĕр, районти спикер та – вырăнти депутатсен Пухăвĕн председателĕ. Икшер прицеплă тиевлĕ тракторсем уйпа пынă чухне кĕске составлă пуйăссем пек ку-рăнаççĕ. “Юнкун тĕлне чылай утă рулонĕ турттарса кăлартăмăр уйран”, – тет председатель. Рулонсене йĕплĕ КУН–10 хатĕрпе Андрей Ярдыков тиесе парать. Александр Янчуркинпа Константин Федоров вĕсене прицепсем çинче майласа тăраççĕ. Ĕнепе сысна фермисене турттараççĕ утă рулонĕсене. Сысна фермине Николай Максимов водитель машинăпа рейс хыççăн рейс тăвать. “Люцерна ути сысна-семшĕн те питĕ паха апат”, – тет хуçалăх ертÿçи.
Хуçалăх çуллен нумай çул ÿсекен курăксем те, çаран курăкĕ те çулса хатĕрлет. Çаран курăкне ку вăхăт тĕлне утăлăх пухса кĕртнине пĕлтĕмĕр. Унта процентлăх кăна хăварнă, терĕç. Нумай çул ÿсекен курăксене малалла çулаççĕ. Çак ĕçе КПС-5 косилкăсемпе Александр Андрияновпа Дмитрий Алексеев пурнăçлаççĕ. Роторлă косилкăсемпе Виталий Николаевпа Алексей Игнатьев çулнине каларĕç. Трак-тор кĕреплипе Т-25 тракторпа курăксене Николай Семенов тавă-рать. Пĕчĕк хăватлă ку йышши трактор виççĕ те пур иккен хуçалăхра. Черет Николай Константинов механизатор патне те çитрĕ. Вăл МТЗ-80 трактортан утă рулонлакан пресс-подборщик кă-карнă. Уйра выртакан рулонсем – унăн ĕçĕ. Вĕсем çине-çинех. “Курăксем аван çитĕнчĕç, масса лайăх тухать. Çакна юнашар тенĕ пек выртакан рулонсем те кăтартса параççĕ авă”, – кăмăллă çакăнпа хуçалăх ертÿçи.
–Кун каçа илсе кĕрсе пĕтереймен рулонсем каçхине “пăсланса” пĕтмеççĕ-и? – ыйтатăп утă хатĕрлекенсенчен.
–Пирĕн Юрий Алексеевич хăй тухать рулонсене сыхлама, – председатель çăвар уçса ĕлкĕриччен туслăн хуравларĕç трактористсем.
Темшĕн-çке, хальхинче Виталий Александрович Александров тĕп агроном курăнмарĕ. Вăл ялан ĕçлекенсем хушшинче пулаканччĕ.
“Шимкусский” хуçалăх выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă-улăм та, се-нажпа силос та, выльăх кăшманĕ те, фуражлăх тырă та, ытти те хатĕрлет. Малтанхи вăхăтра вара утă ытларах хатĕрлесе хума тă-рăшаççĕ. Çапла каларĕ хуçалăх ертÿçи. Çакăнпа пĕрлех сенаж траншейисене те масса йышăнма тасатса хунă. Силослăх е ешĕлле çитерме тесе кукуруза та акнă кăçал ферма çывăхне – вăл курăк пуссине кайнă-килнĕ чухне çул айккинче юлчĕ. Выльăх кăшманне те вырăн панă тата ытти те.
Утă çинче ĕçлекенсене вĕри апат çитереççĕ. Çавна май Юрий Алексеевич механизаторсенчен “Каçхи апат та илсе тухмалла-и?“ тесе ыйтрĕ. Пире те “Апат çимесĕр ан кайăр, столовăйне кĕрсе тухăр”, – терĕ.
Хуçалăхра вара ытти ĕçсем пынине те пĕлтĕмĕр. Тĕслĕхрен, хура пусăсене кăпкалатса хуратма тытăннă. Унта дискаторсемпе ĕçлеççĕ.