22 ноября 2019 г.
Николай Александрович Тимофеев - Сăхăтпуç çынни. Кăçал вăл çавра юбилейне паллă тунă. Юлашки вăхăтра, 2010 çултанпа, Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕнче врач-хирургра вăй хурать, аслă категориллĕ специалист. Асăннă медицина центрĕ республикăн Кăнтăр районĕсенчи халăха пирвайхи, специализациленĕ тата пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Кунта 800 çын, çав шутра 120 врач тата вăтам сыпăкри 390 медицина ĕçченĕ тăрăшать. Тÿрех калăпăр, Николай Александровичăн ученăй ят, ытти пысăк титулсем çук паянхи куна, анчах унăн пысăк авторитечĕ, ячĕ-сумĕ таврана тахçанах сарăлнă. Çакăнпа пĕрлех тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем, юбилей медалĕсем тата «Воин-интернационалист» знак пур унăн.
Чăннипе вăл пысăк наука çынни те пулма пултарнă та пулĕ. Университетра Николай Александровича пикенсех наука ĕçне кÿлĕнме сĕннĕ. Апла пулсан, унăн ăс-тăнĕпе пултарулăхне, çинетăраслăхне курса тăнă вĕрентекенсем - профессорсемпе ытти наука çыннисем.
Шуркка Коли тенĕ ăна çамрăк чухне. Шуркка тени ашшĕнчен çыпăçнă пулĕ, ашшĕ Александр Тимофеев пулнă, амăшĕ Анна ятлă. Телее, амăшĕ халĕ те пурăнать. 91-ре вăл халĕ. Амăшĕ вăй-халран хавшанă самантсенче Николай Александрович ун патне тăван килне Канашран куллен килсе çÿренĕ. Ашшĕпе-амăшĕ ĕмĕрĕсене вырăнти колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Виçĕ ачана пурнăç панă вĕсем - икĕ хĕр те пĕр ывăл. Сумлă та ĕçчен çемьере ÿснĕ ачисем. Пушă чухне мăйăра, çырла-кăмпана çÿренĕ, çырмара патша пулли тытнă, мечĕк тапнă, вăрçăлла вылянă. Çамрăк чухне пăртакçă шухă çав эпир. Николай пуçласа кĕркунне кун çути курнă, ыттисем пекех çут тĕнчене хавас пулнă ĕнтĕ. Унăн иртнĕ ĕмĕрхи çитмĕлмĕш çулсенчи сăн ÿкерчĕкне пăхса ларатăп та, çивĕч ăслă та шухă, пуласлăха ăнтăлакан маттур пек курăнать вăл çамрăклах. Спортпа тусли сисĕнет. Çакна Çĕнкас урамĕнче пĕрле выляса ÿснĕ юлташĕсем те çирĕп-летеççĕ.
Ман шутпа, çакăн пек ăнтăлу, нумай пĕлесшĕн çунни пурнăç çулĕ çине илсе тухнă та çамрăка. Пур ачи те пĕлÿ-шĕн çуннă Тимофеевсен, Коля та шкулта вĕреннĕ чухнех пиллĕксемпе хĕмленнĕ, отличник шутланнă, терĕç, сăмахран, унпа пĕр парта хушшинче ларнă Юрийпе унăн мăшăрĕ Ираида Андреевсем. Николайăн ÿссен хăй кам пуласси ăшĕнче ахăртнех çамрăклах тĕвĕленнĕ. Унăн çывăх тăванĕ Алексей Федорович Миков Сăхăтпуçĕнчен тухнă пĕрремĕш хирург пулнă, ĕмрипе Канашра ĕçлесе пурăннă. Аппăшĕсем те Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ. Çапла вара вăл хăйĕн пулас профессийĕ пирки иккĕленмен, ялти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтерсен тÿрех Канашри медицина училищине çул тытнă, ăна 1979 çулта хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Кĕске хушă тăван ялĕнче фельдшерта ĕçленĕ хыççăн çав çулхинех Совет Çарне кайма ят тухнă унăн. Медучилище пĕтернĕ çирĕм çамрăк специалиста чикĕри çара илнĕ. Çав çулхине, 1979 çулхи декабрьте, пирĕн çарсене Афганистана илсе кĕнĕ. Хурçă хĕрнĕ вăхăт пулнă ун чухне. Çапах та Николай малтан Казахстанра Талды-Курган облаçĕнчи Панфилов погранотрядĕнче службăра тăрать. Унта вăл фельдшер шутланнă, анчах ыттисем пекех çар тивĕçĕсене туллин пурнăçланă. Службăри лайăх кăтартусемшĕн çур çултанах отпуска янă ăна, çапла вара çĕнĕ 1980 çула Сăхăтпуçĕнче килте кĕтсе илнĕ вăл. 1980 çул варринчен вара ăна Таджикистанри Мургабри погранотряда куçарнă. Темиçе кунтанах Афганистан чикки урлă илсе каçнă. Çакăн хыççăн вăл унта çулталăка яхăн службăра тимленĕ.
-Телее, перкелешÿсем пулсан та, пысăк тытăçусенех куçса кайман вĕсем пирĕн участокра. Эпĕ ахаль салтак шутлансан та, фельдшер тивĕçĕсене пурнăçланă, хампа яланах медикаментсен сумкине илсе çÿренĕ,-каласа парать Николай Александрович. Эпир унпа виçĕм-кун ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн калаçрăмăр. Хăйне сăпайлă тытакан, калаçура уçăмлă çын вăл.
Салтак пурнăçĕ хыççăн ниçта та мар - Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ вăл. Паллах, ял çамрăкĕшĕн ытти профессисем те пулнă-ха, сăмахран, механик, агроном е зоотехник. Анчах Сăхăтпуç каччи Николай Александрович хăйĕн пурнăçне çамрăклах ĕмĕрлĕхе медицинăпа, çынсене сиплессипе çыхăнтарма тĕв тунă. Службăччен Канашри медицина училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскерĕн, вĕренме кĕмешкĕн биологие кăна «пиллĕк» паллăпа тытмалла пулнă, çапла тунă та. Çакăн хыççăн ăна университет хапăл пулнă.
Николай Тимофеев тимлесе вĕреннĕ, пурне те тарăннăн ăнланса илме, пĕлме тăрăшнă. Малтан медучилище пĕтерни те пулăшнă. Лайăх специалист пулма вĕсемсĕр май килместех ĕнтĕ, «гранита» кăшламах тивет. «Эпĕ хам никам та мар - хирург пуласса малтанах пĕлнĕ. Хамăра вĕрентекен профессор та, Валерий Семенов, «Арçынсен хирург пулмалла тетчĕ»,-халĕ аса илсе каласа парать Николай Александрович. Факультет хирургийĕн кафедринче тепĕр профессор патне урологи кружокĕсене те икĕ çул çÿренĕ вăл, статьясем те çырнă вăл темăпа. Çапах та хирург профессийĕ килĕшнĕ, ăна суйласа илнĕ вăл пурнăçра.
Университетра вĕреннĕ хушăра унăн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне, обществăлла ĕçсенчи хастарлăхне кура Николай Тимофеева 1985 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестивальне кайма та ыр сунаççĕ.
-Кăмăллă юлтăр-и ун чухне фестиваль программипе?-ыйтрăм Николай Александровичран.
-Паянхи кун та асра вĕсем - ăшă тĕлпулусем, туслă хутшăнусем, вăйăсем, диспутсемпе дискотекăсем, ытти тĕрлĕ мероприятисем... Вĕсем ăшра нумайлăха ырă йĕр хăварчĕç.
1987 çулта университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ Николай Александрович. Унăн ăс-тăнне, пуçарулăхĕпе пултарулăхне хакласа ăна хирурги факультечĕн кафедринче хăвараççĕ. Анатолий Никандрович Волков профессор çине тăрсах ăна наука ĕçне явăçтарма тăрăшнă. Анчах Николай Александровичăн чунĕ наукăна туртăнман, унăн пуçĕпех практикăлла ĕçе путас, çынсене пулăшас килнĕ. Çак таса шухăш-кăмăлпа хĕмленсе-çунса вăл хăй вăхăтĕнче ялти шкул хыççăн пуçласа медицина чатăрне уçнă Канаш хулине хирургра ĕçлеме таврăнать. Хула больницине направлени параççĕ ăна. Çапла виçĕ-тăватă çул унта хирурги уйрăмĕнче, поликлиникăра тăрăшать вăл. Çав вăхăтрах Чулхула чугун çулĕн Канашри станцийĕнчи узел больницинче хирургсем çитмен. Николай Александровича унти хирурги уйрăмне ертсе пыма сĕнеççĕ. «Çапла вунсакăр çул пурнăçăма патăм эпĕ узел больницине, унтан 2010 çулта каллех малтан ĕçленĕ медицина центрне таврăнма тиврĕ. Мĕншĕн тесен узловойĕнче медперсонала кĕскетме тытăнчĕç, хирурги уйрăмне хупрĕç. Çапах та кунта хавхаланса ĕçленĕ чи лайăх вăхăтсем нихăçан та асран тухмĕç»,-тет халĕ паллă хирург.
Канашри узел больницинче ĕçленĕ вăхăтра, 2000 çулта, Николай Тимофеев Пĕтĕм Раççейри хирургсен Волгоградри съездне хутшăнма та тивĕçлĕ пулнă. Унта, паллах, çĕршыври çак ĕçĕн паллă ăстисем пухăннă, чирсене сиплес ĕçри пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе, малта пыракан опытпа тата технологири çĕнĕлĕхсемпе паллашнă. «Усăллă унашкал мероприятисем, виçĕ куна пынăччĕ съезд, çĕннине сахал мар пĕлме тăрăшатăн ун пек чухне»,-пĕлтерет хăй шухăш-кăмăлне халăх хисеплекен хирург. Пациентсем çеç-и, пĕрле ĕçлекенсем те питĕ ыррăн хаклаççĕ унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çынлăхне.
-Пысăк класлă специалист вăл пирĕн Николай Александрович, хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлекен хирург. Унăн ĕçĕн результачĕ пысăк ăнăçлăхпа палăрса тăрать,-пытармасть хăй шухăшне, сăмахран, Канашри узел больницинче нумайранпа врач-терапевтра тăрăшакан Светлана Ильинична Петрова (Гладкова). -Пациентсем ытларах ун патне лекме тăрăшаççĕ, вĕсенчен Николай Тимофеев пирки «Турă пÿрнĕ хирург» тенине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ. Хăйсен енчен пынисене уйрăмах питĕ хапăл кĕтсе илет.
Николай Александрович ăмăртусенче, вăйăсенче, уявсенче, конкурссенче хăйĕнпе пĕр уйрăмра ĕçлекенсемшĕн епле чунтан тăрăшнине те каласа кăтартрĕ Светлана Ильинична. Ăмăртусем, вăйăсем тенĕрен, вăл физкультурăна, волейболпа футбола ытларах кăмăлланине пĕлтĕмĕр. Афганецсем çулленех пĕрле пухăнса Етĕрне тăрăхĕнче Сăр шывĕ çинче пулă тытассипе чемпионат йĕркелеççĕ. Ытти енĕпе те, ăмăртусем иртеççĕ. Хирург-афганец хăй унти ăмăртусене çулленех хутшăнма тăрăшнине каласа пачĕ.
-Николай Александрович, алла пуçласа скальпель тытнăранпа миçе операци тунă-ши эсир, миçе çын пурнăçне çăлса хăварнă-ши?- тетĕп.
-Нумай шыв юхрĕ вĕт унтанпа, паллах, шут пинĕпе пырать. Малтанхи çулсенче шута илсе пынă-ха, кайран пăрахнă. Чи кирли - шутĕнче те мар вĕт, çынсен пурнăçне çăлни, вĕсене пулăшни паха. Çавăншăн тăрăшатпăр куллен. Пĕр-пĕр пысăк операци умĕн литературăна алла тытасси те, пĕрле ĕçлекенсемпе е Шупашкарти специалистсемпе канашласа илесси те пулать. Çын шăпипе сывлăхĕ пирки пырать-çке сăмах. Вăйăн-шайăн пулма юрамасть. Хăш-пĕр операцисене вара эпир те мар, çÿлерех шайри специалистсем тăваççĕ - çакна та тĕрĕс ăнланмалла.
-Операци умĕн пăлхана-тăр-и?
-Ман шутпа, нимĕнле ĕçре те тимсĕр пулмалла мар.
-Эсир пÿсĕре (грыжăна) республикăра чи малтисенчен пĕри çĕнĕлле меслетпе - полипропилен сеткăпа усă курса тума тытăннине калаççĕ...
-Ку вăл, тĕпрен илсен, тĕрĕсех. Ун пирки эпĕ вăл вăхăтри наука журналĕнче çакăн пек операцисен малтанхи результачĕсем çинчен статья та пичетлесе кăларнăччĕ. Халĕ ку йышши операцисене асăннă меслетпе пур çĕрте те, çав шутрах районсенче те тăваççĕ. Анчах ăна тумашкăн та хăнăху, опыт кирлĕ.
Çакна та асăнмалла: эпир планпа пăхнисене çеç мар, васкавлă операцисем нумай тăватпăр. Вĕсем тĕрлĕ чирсемпе çыхăннă. Лапроскопи хирургийĕпе нумай ĕçлетпĕр. Хырăмлăха трокарсем, вĕсем пулăшнипе инструментсем кĕртеççĕ. Лапроскоп вăл - видеокамера, вăл ÿкерчĕксене монитор экранĕ çине кăларать, çапла майпа хирург хырăмлăха мар, монитор çине пăхса операци тăвать. Кашни операци çын пурнăçĕпе тата сывлăхĕпе çыхăннă питĕ яваплă ĕç. Çакна кашни хирург тарăннăн ăнланать.
-Сăмах майăн асăнсан, сирĕн мăшăрăр та, Елена Павловна, хула больницинчех ĕçлет тенине илтнĕ эпĕ сăхăтпуçсенчен.
-Çапла, вăл - акушер-гинеколог. Вăл - хамăрпа кÿршĕллĕ Вăрмар поселокĕн-чен. Эпир студент çулĕсенчех пĕрлешнĕ. Эпĕ пиллĕк-мĕш курсраччĕ, вăл - тăваттăмĕшĕнче. Пĕр ывăл пирĕн, Александр ятлă, вăл Мускаври автоçул институчĕн Шупашкарти филиалĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, космос çарĕ-сенче пĕр çулталăк службăра тăнă. Хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлет. Çемьеллĕ. Час-часах хамăр пата Канаша килсе çÿреççĕ, -пĕлтерет Николай Александрович
Источник: "Ял ĕçченĕ"