Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Сурпан» фольклор ушкăнĕ - 10 çулта

15 ноября 2019 г.

Ăна 2009 çулта Тушкил шкулĕнче учительте ĕçленĕ Ольга Ивановна Сергеева тăрăшнипе йĕркеленĕ. «Сурпан» ушкăн чăвашлăха упрассипе ăнăçлă ĕçлет. Коллектив тилхепи паян та çак маттур хĕрарăм аллинчех. Маларахри çулсенче Людмила Камасева купăспа хавхалантарса тăнă, халĕ Игорь Кузьмин ăсталăхĕпе куракансене тыткăнлать.

«Ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе, авалхи юрă-кĕвве малаллахи ăру валли упраса хăварасси - çакăн пек тĕллеве тытса пырать пирĕн ушкăн»,-тет пултаруллă ертÿçĕ.

10 çул хушшинче «Сурпан» ансамбль районти ялсенче концертсем кăтартнă. Элĕк, Вăрмар, Вăрнар, Елчĕк, Комсомольски, Çĕрпÿ районĕсенчи, Ульяновск, Етĕрне, Канаш, Куславкка хулисенчи куракансене хăйĕн пултарулăхĕ-пе паллаштарнă. Республика кунĕнче, Шупашкарти акатуйра темиçе хутчен те пулнă. Тĕрлĕ конкурс-фестивальсен çĕнтерÿçи, лауреачĕ вăл. Хаклав пухмачĕ тĕрлĕ дипломсемпе, грамотăсемпе пуянланса пырать.

Иртнĕ шăматкун сурпанçăсем Çĕнĕ Пуянкассине çула тухрĕç. Залра халăх лăк тулли, клубра ăшă, çутă, хăтлă. Тушкил халăхĕ юратакан «Вун ик кăшăллă» юрра шăрантарса залран сцена çине хăпарчĕç артистсем. Кашнин аллинчех тĕрлĕ музыка инструменчĕ. Курма килнисем хапăллăн кĕтсе илсе нумайччен тăвăллăн алă çупрĕç. Программăна ертсе пыракан О.Сергеева чуна пырса тивмелле ăшă та хĕрÿллĕ сăмахсем каласа, ырлăх-сывлăх сунса концерта пуçларĕ. Ансамбльти хĕрсем ĕлĕкхи асаннесен тумĕсемпе, чăваш наци çи-пуçĕпе, сурпанпа, ум çаккипе пулчĕç.

Репертуарта ытларах тăван халăхăмăрăн илемлĕ те хитре юррисем - «Сакки сарă сарлака», «Урамĕ вăрăм», «Пăлан мăйраки», «Хăна юрри», «Нумай пулчĕ сире курманни», илемлĕ ташăсем.

И.В.Кузьмин купăсçă хăйĕн уçă сассипе халăха савăнтарчĕ. Г.А.Павлова, Н.В.Георгиева, Т.Т.Шакина, А.А.Матвеева, Ф.Н.Никитина, Н.Н.Александрова, О.И.Сергеева та тĕрлĕ юрăсемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех Т.В.Петрова, Н.Н.Камасева, Л.А.Григорьева тата ыттисем уяв-концертсене хастар хутшăннине палăртмалла.

-Маттур та иккен сурпанçăсем,-терĕç куракансем. Тараватлăн ăсатса ячĕç кÿршĕ ялсем, Тушкиле те пырса курма сăмах татрĕç. «Сурпан» ушкăн кăçал Вăрмар районĕнчи икĕ ял акатуйĕнче пулчĕ. Кĕçĕн Шăхалĕнче тата Аслă Шăхалĕнче вĕсене ăшшăн йышăнса кăмăллăн ăсатрĕç. Тепĕр çул каллех тĕл пулма калаçса татăлчĕç, тикашсем те чĕнсе хăварчĕç.

Пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу пултăр, малашне те уçă сассăрсемпе, илемлĕ юрăсемпе савăнтарăр халăха, сурпанçăсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика