07 мая 2019 г.
Агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен районти уйрăмĕ тивĕçлĕ канури çынсене тимлĕх уйăрассине тĕп вырăна хурса ĕçлет. Çавна май, çак кунсенче канаш ертÿçи М.Яковлев, унăн пайташĕсем А.Ломоносов тата Л.Якку Тушкил ялĕнче пурăнакан Н.Н.Николаев патĕн-че пулчĕç.
Николай Николаевича районта нумайăшĕ пĕлет. Вăл ĕмĕрне ял хуçалăхĕн-че ĕçлесе ирттернĕ. «Рассвет» хуçалăхра бригадир, ферма заведующийĕ пулнă. 1973-1978 çулсенче ял Совет председателĕн тилхепине те тытса пыма тивнĕ ăна. Кайран вунă çул «Шимкусский» совхозăн пĕрремĕш уйрăмĕн управляющийĕнче тăрăшнă. Çулсем иртнĕ май, Н.Николаевăн татах та ферма заведующийĕнче, унтан бригадирта, арманçăра, хуралçăра вăй хума тÿр килнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех (2004 ç.) вăл тăван хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн ĕçленĕ. Ăна темиçе хутчен Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Хăнасемпе калаçнă май Николай Николаевич хăй 3 çул çарта тăнине, Казахстанра кирпĕч заводĕнче ĕçленине те аса илчĕ. Ферма заведующийĕнче вăй хунă вăхăтра республика ертÿçипе И.П.Прокопьевпа тĕл пулни те асĕнчех.
-Паянхи пек астăватăп, ферма витине кĕриччен Илья Павлович ятуллă пушмакне резина атăпа ылмаштарнине. Пирĕн ĕçпе кăмăллă юлнăччĕ вăл çавăн чух,-сăмахне тăсать ĕç ветеранĕ.
-Ачалăх çулĕсем час-часах куç умне тухаççĕ. Ялта ферма çывăхне самолет анса ларни пирĕншĕн, ачасемшĕн, мĕн тери тĕлĕнтермĕш пулнă! Тата эпир чукун çул çине поезд курма çуран çÿренĕ çуллахи кунсенче, - калаçăва малалла тăсать кил хуçи арăмĕ.
Николай Николаевич халĕ мăшăрĕпе, Ольга Васильевнăпа (сăн ÿкерчĕкре), пурăнать. Вăл та пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, ĕне, сысна фермисенче кунне-çĕр-не пĕлмесĕр тăрăшнă. Ачисем Шупашкарта пурăнаççĕ, 13 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук халĕ вĕсен. Кил хуçалăхра тĕрмешмелли сахал мар - пыл хурчĕсем тытаççĕ, качака, чăх-чĕп усраççĕ. Пахча çимĕç туса илме те сахал мар вăй-хал кирлĕ.
Вăрçă ачисен йышĕнчен вăл, 1944 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, кăçал 75 çул тултарать. Çапла, вăхăт шав малаллах шăвать.
-Тăван хуçалăх, ял, Чăваш ен ырлăхĕшĕн тăрăшни харама кайман. Хальхи çамрăксемшĕн эсир тĕслĕх пулса тăратăр. Çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, канăçлăх пултăр сирĕн,-тесе сывпуллашрĕç хăнасем туслă мăшăрпа.