30 апреля 2019 г.
«Федерацин «Шкул-2025» проекчĕ ресурссемпе ĕç кăтартăвĕсен пĕлтерĕшлĕхĕ тĕлĕшĕнчен масштаблăхĕпе палăрса тăрать. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ профессипе паллашма майсем туса памалла. Шкулсенче çакăн валли технологи урокĕ-сем пур тата вĕсене ку чухнехи вĕрентÿ хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ пÿлĕмсенче ирттермелле. Пирĕн хамăрăн ачасене çак пархатарлă никĕс çинче воспитани памалла, вĕсене йĕркеллĕ те лайăх çын пулса ÿсме пулăшмалла»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Тăвай енре вĕрентĕве çÿллĕ шайра йĕркелесе пыраççĕ. Шкулсенчи вĕрентекенсем хăйсене шанса панă ĕçе юратса пурнăçлаççĕ, Раççейри, республикăри мероприятисенче мала тухса лайăх тĕслĕх кăтартаççĕ. Тушкилти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта ÿнер искусстви, технологи тата черчени вĕрентекен Валерий Анатольевич Петрова та ку енĕпе ырăпа палăртмалла.
Хамăр районти Ямпулат ялĕнче 1965 çулхи çĕртме уйăхĕн тăваттăмĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. 1972-1982 çулсенче тăван шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ.
-Аслă пĕлÿллĕ специалист пулма Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытрăм, художествăпа графика факультетне вĕренме кĕтĕм 1982 çулта,-аса илÿ кĕнекине уçма тытăнчĕ В.Петров учитель.
Тепĕр çулхине, чÿк уйăхĕнче, Тушкил каччине салтак ретне тăратаççĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи хисеплĕ тивĕçне 1985 çулччен пурнăçлать. Таврăнсан малалла вĕренет. 1989 çулта вара тăван ялти шкулта ĕçлеме пуçлать. Черчени, ÿнер искусстви, ĕç урокĕсене пысăк хавхаланупа ертсе пыма тытăнать Валерий Анатольевич. Çул хыççăн çул хыçа юлать. 1992 çулта харсăр учителе директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕн тивĕçĕсене туса пыма шанаççĕ. Паянхи кунччен тăрăшать вăл ку енĕпе, кашни ачан пĕлÿ илес пултарулăхне сăнаса тăма ĕлкĕрет.
Хăйĕн тавракурăмне тăтăшах çирĕплетсе пырать. 2016 çул пуçламăшĕнче Шупашкарти квалификацие ÿстерекен институтра вĕренсе пĕлĕвне анлăлатнă В.Петров. Аслă категори илме тивĕçлĕ пулнă çакăн хыççăн.
Вăтăр çул хушшинче Валерий Анатольевич ĕçтешĕсен, ачасен ашшĕ-амăшĕн ăшă тав сăмахĕсене темиçе хутчен те тивĕçлĕ пулнă. Вăл вĕрентнĕ ачасем олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче, ытти конкурссенче палăрнă.
Технологипе йĕркеленĕ пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионри тапхăрĕнче Александр Терентьев вĕренекен икĕ çул хушши çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Республикăри XV «Шырав» наукăпа практика конференцийĕнче Тушкилти Антон Храмов 1-мĕш вырăна, Дмитрий Александров виççĕмĕшне тухнă. Вун улттăмĕш конференцинче вара «Обработка конструкционных материалов» секцинче В.Петров вĕренекенĕ Александр Терентьев виççĕмĕш пулнă.
Районти вĕрентÿ пайĕн Дипломĕсемпе Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе, «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа тата ытти наградăпа чысланă маттур учителе.
Обществăлла пурнăçра та хисепе тивĕçнĕ Валерий Анатольевич, тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать. Тушкилти вăтам шкулăн историпе краеведени музейĕн Çар Мухтавĕн пÿлĕмĕ Атăлçи федераллă округĕн «Герои Отечества» проекчĕн республикăри тапхăрĕнче «Чи лайăх музей» номинацире Валерий Анатольевич тăрăшнипе иккĕмĕш вырăна тухнă.
Çемьеленнĕ, мăшăрĕпе, Елена Ильиничнапа, Ямпулат ялĕнчи Октябрьски урамра çирĕп кил хуçалăх çавăрнă. Пĕр хĕр çитĕнет Петровсен, Марина Хусанти халăхсем хушшинчи хутшăнусен институтне вĕренсе пĕтерет.
-Паян пирĕн хамăрăн аттесемпе аннесен ĕçне малалла тăсмалла, вĕсен çитĕнĕвĕсене, хальхи вăхăт хистевне шута илсе, ÿстерсе пымалла. Тушкилти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Валерий Петров та çакна лайăх пĕлет, умри тĕллевсене вăхăтра пурнăçа кĕртсе пырать,-ырласа палăртать ĕçтешне шкул директорĕ Е.Емельянова та.
Источник: "Ял ĕçченĕ"