16 мая 2018 г.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене Тушкилти Моряковсем пек туслă та тухăçлă ирттерекен хуçалăхсем ялан хисепре. Асăнас пулсан, хăйсем вĕсем çемйипех хутшăнаççĕ пулас тухăçшăн пыракан кĕрешĕве. Андрей Николаевич хăй хресчен фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ.
Хĕрÿ вăхăтра уйран татăлмасть те темелле. Мăшăрĕ хирте ĕçлекенсем валли апат пĕçерет. Пĕртте ÿстерместĕп, кăмăлласах çиеççĕ хуçалăхри ĕçлекенсем вăл хатĕрленĕ апата, чашăк тĕпне часах çутатса хураççĕ. Ку вăл, юрĕ-ха, сывлăхшăн пултăр. Андрей Николаевичăн икĕ ывăлĕ те ыттисемпе пĕрле çуллен акара: Владислав та, Чăваш ял хуçалăх академийĕн юлашки курсĕнче вĕренекенскер, юриста вĕренсе пĕлÿ илнĕ хыççăн салтака кайса килсе тĕп хулара вырнаçнă Григорий те кану кунĕсенче ашшĕне акара пулăшма васкать. Хăшĕ вăрлăх турттарать агрегатсем патне машинăпа, хăшĕ ыттине тăвать - пĕри те алă усса лармасть хĕрÿ вăхăтра. Шăпах çурхи кун çулталăк тăрантарать-çке. Çакна вĕсем мĕн ачаран ăша илсе ÿснĕ.
Ĕнерхи кун тĕлне 300 гектар ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акнă А.Моряков хресчен фермер хуçалăхĕ. Малтанах 100 гектар урпа акнă. 50 гектарне элита вăрлăх йышăннă. Халĕ çурхи тулă акаççĕ. Владимир Борисов механизатор агрегачĕ шăпах çак культурăна акатчĕ унччен Сăхăтпуç вăййи-акатуйĕ пулакан вырăн çывăхĕнче. Вăрлăха имçамласа, тĕрлĕ микроудобренисемпе пуянлатса, пĕрлех минераллă удобренисем парса акаççĕ. Тухăç вăрлăх пахалăхĕнчен те, вĕсемпе туллин усă курнинчен те килет. Ака пахалăхĕшĕн Владимир Ахилле те, Виталий Павлов водитель те, Алексейпе Владимир Цирульниковсем те тимлеççĕ. Кам сеяльщик вĕсем, кам агрегатпа çĕр кăпкалатаççĕ е вăрлăхпа тивĕçтереççĕ. Ĕçĕ нумай çурхи уйра, ĕçчен алăсем яланах хисепре.
-Халĕ пуçланă уя пĕтеретпĕр те, Кĕрше енчи улăхра тепĕр 100 гектар ытларах çурхи тулă акатпăр, - терĕç çурхи хĕрÿ ĕçпе хавхаланнă çĕрĕçлекенсем.
Акана тепĕр икĕ кунта вĕç-лесшĕн. Ун хыççăн 5-6 гектар çĕр улми лартса хăварас ĕмĕтлĕ. Вăрлăхĕ, ытти кирлĕ ингридиентсем те пур.
Хуçалăхра кĕр тыррисем те тимлĕхсĕр юлман. Вĕсем - 160 гектар. Кĕр калчисене çуркунне сеялкăпа тымар патне удобрени панă. Кĕçех опрыскивательпе усă курса çулçă урлă та апатлантарĕç.
Ĕçлемесĕр, вăй хумасăр хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть. Çуракинче ан çывăр, теççĕ.