20 февраля 2018 г.
Г.Я.Якимов 1918 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче Ямпулат ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тушкилти 7 класлă шкул хыççăн Улатăрти педтехникумра вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте учительте ĕçленĕ. 1939 çулхи октябрь уйăхĕнче çар ретне илсен, ăна Ярославль хулинчи училищĕне яраççĕ. Службăна Григорий Якимович кĕçĕн лейтенант званийĕпе 1941 çулта Львов хулинче пуçланă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине июнĕн 22-мĕшĕнче Çурçĕр Хĕвеланăç фронтĕнче взвод командирĕ пулса кĕнĕ. 1942 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче хытах аманса госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ.
Госпитальтен тухсан, 1944 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Белорусси фронтĕнче çапăç-нă, июль уйăхĕнче Ковель, Хелм хулисемшĕн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн тав хучĕсене тивĕçнĕ. Хĕвеланăç Буг шывĕ урлă чи малтан каçса, унăн взводĕнчисем тÿрех тăшман траншейине сиксе, алла-аллăн тытăçма пуçланă. Григорий Якимов лейтенант тÿ-рех фашистсен пулеметчикне çапса пăрахнă. Траншейăри нимĕçсене тĕп тунă хыççăн взвод малалла, Уханька ялĕ еннелле вирхĕннĕ. Сасартăк тапăннине чăтаймасăр, çуртсем хыçне пытанса перекен нимĕçсем пулемечĕсене пăрахсах тарнă. 1944 çулхи августăн 4-мĕшĕнче 77-мĕш дивизин 221-мĕш полкĕнчи 4-мĕш ротăри взвод командирне Г.Я.Якимова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Йывăрах мар аманнă хыççăн вăл 77-мĕш дивизири 218-мĕш полкри взвод командирĕ пулса 1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пуçланнă Вислăпа Одер операцине хутшăннă. Асăннă операци иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи чи хăватлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ çапăçусен шутне кĕрет. 20 куна тăсăлнă кĕрешÿре 1-мĕш Белорусси фрончĕн çарĕсем 570 км малалла кайса февралĕн 3-мĕшĕнче Одер шывĕ хĕррине тухаççĕ, Берлин çине тапăнма плацдарм йышăнаççĕ. Кунĕн-çĕрĕн пынă çапăçусенче пирĕн паттăрсем тăшманăн 35 дивизине тĕп тунă, тепĕр 25 дивизийĕнче нимĕçсем салтаксемпе офицерсен 50-70 процентне çухатнă. Каярахпа çак çапăçура пулнă нимĕç генералĕ Ф.Меллентин çырнă: “Невозможно описать всего, что произошло между Вислой и Одером в первые месяцы 1945 года. Европа не знала ничего подобного со времени гибели Римской империи”.
Вислăпа Одер операцийĕнче тунă çĕнтерÿре пирĕн ентешĕн тÿпи те пур. Полк командирĕ Г.Якимовăн паттăрла ĕçĕсене çапла хак панă: “На протяжении всего периода наступительных боев с 14 по 25.1.1945 г. взвод т.Якимова был всегда впереди, стойко и храбро выполнял боевые задачи командования. Своим личным примером храбрости, мужества и стойкости т.Якимов поднимал бойцов своего взвода в атаку на многочисленные укрепления и опорные пункты противника, штыком и гранатой уничтожал его живую силу и технику, штурмом овладевал его укреплениями, обращал остатки вражеских гарнизонов в бегство и стремительно преследовал их”.
Январĕн 24-мĕшĕнче Григорий Якимов нимĕçсен аллинчи кĕпер çывăхне тĕпчеме приказ илнĕ. Ку разведка та кăткăссине палăртнă командовани. 5 салтакпа вăл кĕпер патне шуса çитнĕ. Кĕпер чиперех, ăна тăшман аллинчен тытса илсен, ун урлă пирĕн танксемпе артиллери чаçĕсем пĕр чăрмавсăр каçма пултарнă, анчах хураллакан нимĕçсен ушкăнĕ чылай пысăк. Полк атакăна çĕкленсен, тăшман тарас умĕн кĕпере сирпĕтсе хăваратех. Маттур чăваш каччи çухалса каймасть, кĕпере 5 салтакпа тытса илме тĕллев лартать. Анчах ку уншăн юлашки çапăçу пулнă. Акă, награда илме тăратнă хутри йĕркесем: “Тов. Якимов не растерялся и стремительным ударом атаковал противника, частично уничтожил его, остальных обратил в бегство и овладел мостом, который охранялся до подхода наших подразделений. В этом бою т.Якимов пал смертью храбрых. Достоин правительственной награды посмертно - орденом “Отечественной войны первой степени”. 5 февраля 1945 г. Командир 218 гв. сп. Герой Советского Союза полковник Евстигнеев”.
1945 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче 77-мĕш дивизин 218-мĕш полкĕнчи взвод командирне - Григорий Якимович Якимов аслă лейтенанта паттăрла вилнĕ хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕпе наградăлани çинчен приказ тухнă.
Пурăннă пулсан, Григорий Якимович ?сăн ÿкерчĕкре/ кăçалхи февралĕн 18-мĕшĕнче 90 çул тултарнă пулĕччĕ, анчах та вăрçă паттăрĕн пурнăçĕ 27 çултах татăлнă. Ăна Польшăри Познань воеводствинчи Клепики ялĕнче тăванла масарта пытарнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"