20 февраля 2018 г.
Чăваш Енри Сывлăх министерствин “Пациентсемшĕн” проекчĕ-пе килĕшÿллĕн, П.Н.Осипов ячĕллĕ Шупашкарти Пĕрремĕш хула больницинчи медицина профилактикин уйрăмĕн врач-терапевчĕ-семпе медсестрисем иртнĕ кунсенче районта пулнă, тĕп больницăра пациентсене йышăннă. “Сывлăх центрĕ” мобильлĕ ушкăн Тушкил ял тăрăхĕнче пурăнакансене пăхассине йĕркеленĕ. 63 çын комплекслă тĕрĕслев витĕр тухнă. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ чĕре чирĕпе аптăрас факторсене палăртасси пулнă.
Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухса ?юнри сахăр тата холестерин шайне палăртса, электрокардиограмма, пульсоксиметри туса, юн пусăмне виçсе, йывăрăша, пĕве шута илсе тата ытти те/ врач-терапевтсем пациентсене кирлĕ консультацисем панă, апатланăва, кун йĕркине тĕрĕс пăхăнса пурăнасси, сиенлĕ йăласенчен хăтăласси пирки те калаçнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"