13 июля 2017 г.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунне пирĕн районта иртнĕ эрнере уявланă. Кăçал “Юратупа шанчăклăх” медале Тăвайри Алевтина Михайловнапа Анатолий Алексеевич Алексеевсем тата Тушкилти Фаина Степановнапа Николай Иванович Ивановсем тивĕçлĕ пулнă. Çакнашкал чыса çемьере 25 çул туслă пурăнсан, ял çыннисем умĕнче пысăк сумлă пулсан, ачисемпе мăнукĕсене, çĕршыва юрăхлă çын пулма лайăх воспитани парсан тивĕçлĕ пулаççĕ мăшăрсем.
Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ О.Ломоносов, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Т.Иванова тата ыттисем хутшăнчĕç.
Фаина Степановнапа Николай Иванович иккĕшĕ те Тушкилте çуралнă. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Н.Иванов пурнăçне Тушкилти тимĕрçĕ лаççипе çыхăнтарнă та, тивĕçлĕ канăва кайсан та уйрăлман юратнă ĕçĕнчен. “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă Николай Ивановича. Çемье пуçĕ ахаль ларман пенсире те, Владимир çветтуй ячĕллĕ чиркĕве тума хутшăннă, халĕ паянхи кунччен унта староста пулса вăй хурать. Унăн мăшăрĕ, Фаина Степановна, “Шимкусский” ЯХПКра ĕмĕрĕпе дояркăра вăй хунă.
Кăçал çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Тушкилти Ивановсем çемье çавăрнăранпа 58 çул çитнĕ. Вĕсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерсе çемьелентернĕ. 9 мăнукне çитĕнтерме пулăшать халь сумлă мăшăр.
Ивановсен çемйине çирĕп никĕслĕ пулнăшăн районти юбилейлă туйсен кĕнекине кĕртнĕ. Фаина Степановнапа Николай Иванович çакна савăнăçлă лару-тăрура çирĕплетрĕç, алă пусрĕç.
Администраци пуçлăхĕн заместителĕ Олег Анатольевич Ломоносов “Юратупа шанчăклăхшăн” медаль, чечек çыххипе парне пачĕ Ивановсене, вăрăм кун-çул сунчĕ. Унтан районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Т.Иванова тата ыттисем саламларĕç мăшăра.
“Çемье, юратупа шанчăклăх” кунĕн символĕ сарă “куçлă” шурă чечек шутланать. Кашниех асăннă кун çак чечекĕн шурă çеçкине тата-тата “юратать-юратмасть” тесе юмлама пултарчĕ ĕнтĕ. “Юратать” тени тухсан, хĕпĕртемесĕр епле чăтăн. “Тăвай ен” ансамблĕн хăш-пĕр членĕсем те Ивановсемпе пĕрле савăнма кăмăл тунă, хăйсен пултарулăхĕпе хаваспах паллаштарчĕç вĕсем, юрăсем шăрантарчĕç.
Çемйĕрсене упрăр, хаклăр. Районта çирĕп кил-йышсен хисепĕ ÿссех пытăр. Ырлăха, ăслăлăха, тĕн йăли-йĕркисене çирĕп пăхăнса пĕр-пĕрне пулăшса пурăнăр.