28 июня 2017 г.
Тăвайсемпе кемĕрсем хушшинчи туслăх кĕперĕ тахçанах хывăннă. Республика кунне уявлама килнĕ Прокопьевск районĕнчи Михайловкăри “Хĕлхем” халăх ушкăнĕ районти ялсенче пулнă, хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Тушкилте аякри тăванăмăрсене чăвашсен ырă йăлипе сумлăн кĕтсе илчĕç. Культура çуртне халăх туп-тулли пухăннă. Чи малтанах сцена çине капăр тумлă Кемĕр тăрăхĕнчи ял артисчĕ-сем тухрĕç. Чуна пырса тивекен тăванлăх, туслăх юррисем шăрантарчĕç вĕсем. Чăваш çĕрĕшĕн тунсăхланине туйса илетĕн вĕсене итленĕ майăн. Ансамбле çÿрекенсенчен чылайăшĕн йăх-несĕлĕсем пирĕн тăрăхран-çке. Ырă йăла-йĕркесене тытса пыма тăрăшаççĕ вĕсем. Акă, ансамбльти чи çамрăк юрăç - çичĕ çулхи Аня Плотникова “Киремет” юрра епле илемлĕн кăларчĕ. Апла çитĕнекен ăрăва халăх пуянлăхĕсене ăса хывма вĕрентсе ÿстересси çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăраççĕ Михайловкăра та.
Хăнасем хыççăн сцена çине Тушкилти “Сурпан” фольклор ушкăнĕ тухрĕ. Чăн чăваш тумĕ- ллĕ ял артисчĕсем хамăр енче анлă сарăлнă юрăсемпе паллаштарчĕç.
Фойере йĕркеленĕ ал ĕçĕсен куравĕ хăнасене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Кунтах тĕрĕсемпе эрешсем, ĕлĕк килти хуçалăхра усă курнă ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, икĕ çÿпçе вырнаçтарнă, хитре тĕрĕллĕ сурпансем, ял историйĕпе çыхăннă пуян экспонатсем...
Тушкилсен “Сурпан” ушкăнне ертсе пыракан Ольга Сергеева “Хĕлхемçĕсене” ял халăхĕ ячĕпе парне пачĕ.
-Çак тенкĕ, ама та тетпĕр ăна, хăйĕн сассине ан çухаттăр, пирĕн тĕл пулăва аса илтерсе тăтăр. Уявсенче ăна пурте черетпе тăхăнăр, - терĕ вăл.
Фольклор ушкăнне çÿрекен Галина Павлова вара хăнасене Тушкил ял тăрăхĕнчи чи илемлĕ те паллă вырăнсене сăнлакан буклетсем парса тухрĕ.
Концерт хыççăн вулавăшри “Çавра сĕтел” хушшинче уяв малалла тăсăлчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса ларнă майăн юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Такмакласа ташланă чух зал кĕрлесе çеç тăчĕ. Ольга Ивановна тин тунă кăпăклă сăрапа сăйларĕ. Таисия Шакинан эрешлесе пĕçерсе килнĕ кăпăшка çăкăрĕпе чăвашсен наци апатне - тинкĕлене те астивсе пăхрĕç.
Икĕ пин ытла çухрăма хыçа хăварса тушкилсемпе тĕл пулма кăмăл тунă Çĕпĕр чăвашĕ-сене тав туса нумай ăшă сăмах каларĕç ял çыннисем.
Юрласа-ташласа, шÿтлесе кăмăла çĕклентерни ĕмĕрлĕ-хех асра юлĕ, килсех çÿрĕр, терĕç ăсатнă майăн.
-Пире хавас кăмăлпа, тараватлăн кĕтсе илнĕшĕн тавах. Чун каниччен савăнтăмăр сирĕнпе пĕрле. Пĕр çемьери пекех туйрăмăр хамăра. Паллашрăмăр, çывăхлантăмăр. Пĕр-пĕринчен вĕренмелли те пулчĕ. Çыхăну тытма калаçса татăлтăмăр. Пирĕн кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăнни хавхалантарчĕ. Çакăн пек тĕл пулусем пире татах та çывăхлатаççĕ. Ырă сунса кĕтетпĕр сире Çĕпĕр çĕрĕ çинче, - терĕ “Хĕлхем” ушкăн ертÿçи Вера Михайловна Спиридонова.